Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Акӑ ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм пусма илсе каякан кӗтӳ пек пырать; вӑл Египетра пурӑннине урӑх тӳссе тӑраймӑп, 11. ӑна Хамӑн тӗреклӗ аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа унтан илсе тухӑп, ӗлӗкхи пекех, Египет ҫине хӗн-асап ярӑп, унӑн пӗтӗм ҫӗрне пӗтерӗп.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ акӑ пӗтӗм ҫӗр ҫине хӗн-хур — хӗҫ те выҫлӑх, вилӗм те инкек-синкек — ярӑп, 6. мӗншӗн тесессӗн ҫынсен усаллӑхӗ пӗтӗм ҫӗре ирсӗрлесе ҫитерчӗ, вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсем виҫерен те иртсе кайрӗҫ, тет.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ сана пулӑшма Хамӑн чурамсене Исаийӑпа Иеремийӑна ярӑп, вӗсен канашӗпе Эпӗ сан валли тӗрлӗрен ҫимӗҫ йӑтса ларакан вуникӗ йывӑҫа тасалӑх тивлечӗ кӳрсе хатӗрлерӗм, 19. ҫавӑн чухлех сӗтпе пыл юхакан ҫӑлкуҫ тата розӑпа лили ӳсекен ҫичӗ пысӑк ту хатӗрлерӗм, санӑн ывӑлусене ҫавсемпе савӑнтарӑп.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сире ҫил арпана вӗрсе салатнӑ пекех салатса ярӑп, 34. ывӑлӑрсем те йӑхсӑр-тӗпсӗр юлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ хушнине вырӑна хумарӗҫ, Ман умӑмра усал ӗҫсем турӗҫ.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла ӗнтӗ, священниксем, ҫак ӳкӗт сирӗн валли: 2. эхер те эсир итлеместӗр пулсан, Манӑн ятӑма мухтассине чӗрӗр патне илместӗр пулсан, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сирӗн ҫине ылхан ярӑп, сирӗн пиллӗхӗрсене ылханӑп, ылханатӑп та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫакна чӗререн тӑвасшӑн мар.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен йӗрӗхсен ячӗсене пӗтерсе тӑкӑп, вӗсене вара текех асӑнмӗҫ, ҫавӑн пекех суя пророксемпе усал сывлӑша ҫӗр ҫинчен хӑваласа ярӑп.
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Давид килӗпе Иерусалим ҫыннисем ҫине тивлет ярӑп, кӑмӑлӗсене ҫемҫетӗп, вӗсем вара хӑйсем сӑнӑпа Чикнийӗ ҫине пӑхӗҫ, Уншӑн пӗртен-пӗр ывӑлшӑн ӗсӗкленӗ пек ӗсӗклесе йӗрӗҫ, малтан ҫуралнишӗн хуйхӑрнӑ пек хуйхӑрӗҫ.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑ кун, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ кирек хӑш ута та уртарса ярӑп, юланутҫине ӑссӑра кӑларӑп; Иуда килӗ ҫине вара куҫӑма уҫса пӑхӑп; халӑхсен кашни утне суккӑр тӑвӑп.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: хӑвӑн валли тата пӗр ухмах кӗтӳҫин ӗҫ хатӗрне ил: 16. Эпӗ ҫакӑ ҫӗр ҫине акӑ вилекеннисемшӗн тӑрӑшман, ҫухалса юлнисене шыраман, чирлисене эмеллемен, сыввисене ҫитермен, анчах хӑй самӑр выльӑхӑн чӗрнине тата-тата пӑрахса ашне ҫиекен кӗтӳҫӗне ярӑп.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Нумая кӗтетӗр те — сахал тухать; килӗрсене мӗн илсе килнине те Эпӗ сапаласа ярӑп. — Мӗншӗн-ши? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Хамӑн Ҫуртӑмшӑн, вӑл юхӑнса ларать, эсир вара кашниех хӑвӑр ҫуртӑр патне васкатӑр.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑ кун унчченхи пек тӗрлӗ ӗҫӳпе Ман умӑмра ҫылӑха кӗрсе, эсӗ хӑвна ху намӑс кӑтартмӑн: ун чухне Эпӗ санӑн чапупа мухтанакансене сан хушшунтан кӑларса ярӑп, Манӑн таса тӑвӑм ҫинче текех мухтанаймӑн вара.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫапла ӗнтӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ пӗтерме тытӑнас кунччен кӗтӗр Мана: Эпӗ халӑхсене пухма, патшалӑхсене чӗнме палӑртса хутӑм — Эпӗ вӗсем ҫине Хамӑн тарӑхӑвӑма, Хамӑн ҫиллӗмӗн пӗтӗм хаярлӑхне ярӑп; пӗтӗм ҫӗр Манӑн кӗвӗҫӳ вучӗпе ҫунса кайӗ.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ Эпӗ халдейсене, хаяр та чарусӑр халӑха, хӑйне тивӗҫлӗ мар ҫӗрсене туртса илесшӗн ҫӗр талккӑшӗ тӑрӑх ҫӳрекенскере, хускатса ярӑп.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ҫар ураписене тӗтӗмпе мӑкӑрлантарса ҫунтарса ярӑп, санӑн арӑсланусен ҫурисем хӗҫ айне пулӗҫ, эсӗ туртса илнӗ тупӑша ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, санӑн элчӳсен сасси урӑх илтӗнмӗ.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ Эпӗ хушӑп та — Израиль килне пур халӑхсем хушшине салатса ярӑп, тырӑ пӗрчисене ала ҫинче пӗри те ҫӗре ӳкмелле мар салатнӑ пек салатӑп.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Уявӑрсенче хуйхӑрмалла тӑвӑп, пур юррӑра та хӳхлеве ҫавӑрӑп, пурин ҫине те хуйхӑ тумтирӗ уртса ярӑп, пурин пуҫне те шакла тӑвӑп, ҫӗршывра вара пӗртен-пӗр ывӑлшӑн хурланса йӗнӗ пек хӳхлев илтӗнсе тӑрӗ, ҫӗршыв пӗтни хурлӑхлӑ кун пек пулӗ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑншӑн Эпӗ сире Дамаск леш енне куҫарса ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа; Унӑн ячӗ — Саваоф Турӑ!27. За то Я переселю вас за Дамаск, говорит Господь; Бог Саваоф - имя Ему!
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иуда ҫине вут ярӑп та, вӑл Иерусалимӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапла Моав ҫине вут ярӑп, вӑл Кериофӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ, Моав вара аркату шавӗнче, трупа кӑшкӑртса тӑнӑ хушӑра тӗп пулӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ Феман ҫине те вут ярӑп, вӑл Восорӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.