Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӑхпа тулнӑ пысӑк залра «вӑрҫӑ! вӑрҫӑ!» текен сӑмахсем янӑраса тӑчӗҫ.
1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Акӑ хаваслӑ кӗвӗ янӑраса кайрӗ те вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри алла-аллӑн тытӑнса пӗрремӗш вӗрентекенӗсемпе пӗрле утса тухса хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, кӗсье телефонӗ янӑраса кайрӗ:
Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/
— Пей до дна, пей до дна, пей до дна!.. — янӑраса кайрӗ залра сасӑ.
Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫавӑнтах Чайковскин чуна тивекен «Адажио» кӗвви янӑраса кайрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Пӳртре, пӗчӗк ача макӑрнӑ евӗр, шӑпӑр сасси янӑраса кайрӗ.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унччен те пулмасть, юрӑ тутарла янӑраса каять, кил хуҫисем ӑна малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех тутарла юрласа параҫҫӗ.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл Куснара чупса ҫитнӗ ҫӗре чан ҫапни таврана янӑраса кайрӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Павлушпа Тимуш алӑка уҫса янӑ вӑхӑтра шӑпах тӑхӑр сехетчӗ, пӳртре сасӑ янӑраса тӑратчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ырлӑха мар пулӗ! — теейнӗччӗ ҫеҫ Палля мучи, сасартӑк юнашарах пӑшал сасси янӑраса кайрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чуна ҫӗклентерекен мӑнаҫлӑ аккордсем пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑраса кайрӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах сасартӑк палланӑ кӗвӗ янӑраса кайрӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Паян ҫӗрӗпе пӑшал сасси янӑраса тӑчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чаршав уҫӑличчен туй юрри-ташши янӑраса тӑчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Гурий атте ылтӑн ҫӗрӗсем каччипе хӗрне пӗр-пӗринпе улӑштарса тӑхӑнтарсан, клирос ҫинчен чуна хавхалантаракан юрӑ янӑраса кайрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тепӗр сасӑ — хытӑ тата ҫемҫескер, кӗретӗнех металл тембрӗпе — виҫӗ хут янӑраса саланчӗ те вӑрманта ҫухалчӗ; ҫапла туйӑнать.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Ҫак самантра автомобиль сигналӗ янӑраса кайрӗ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫурӑма сивӗ пырса ҫапнине туйрӑм та — хам сисмесӗрех яштах сиксе тӑтӑм, Филатр та хӑйне ман пекех туять пулас, — мӗншӗн тесен арӑмӑн сасси ҫав тери тӗлӗнмелле янӑраса кайрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Бутлер кӑтартӑвӗсем ҫак сӑмахсем ҫинче янӑраса татӑлчӗҫ те шӑпланчӗҫ.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл ҫуртра янӑраса кайнӑ, анчах ӑҫта — кӳнтеленсем ӑнкараймаҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.