Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗслӗх сăмах пирĕн базăра пур.
тӗслӗх (тĕпĕ: тӗслӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел пулин те, ҫавсем хушшинче те административлӑ право йӗркине пӑснӑ 22 тӗслӗх тупса палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Акӑ, виҫҫӗмӗш тӗслӗх: ку ӗҫ 1997 ҫулта «Газопроводпа» «Пичет — ҫурчӗ» хушшинчи вӑрман тӑрӑхӗнче пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Иккӗмӗш тӗслӗх: ҫуп хӗрринчи хурӑнсем.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Е ак тепӗр тӗслӗх.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Калинино ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ольга Смирнова, ял депутачӗ Анастасия Кузьмина пурне те чаплӑ праҫникпе саламларӗҫ, аслӑ ӑрӑвӑн паттӑрлӑхӗ пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑнине ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

Районта тӗслӗх илмелли ҫемьесем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗнчен – Тав сӑмахӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10677-ch ... tav-s-makh

Эпир вӗсемпе мухтанатпӑр, вӗсенчен тӗслӗх илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Акӑ тата тепӗр тӗслӗх.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сирӗн организаци вулӑсра малта пырать, Ҫавӑнпа ку ответлӑ ӗҫе чи малтан эсир пуҫарӑр, вара пӗтӗм вулӑсшӑн тӗслӗх пулса тӑратӑр терӗҫ — ӑнлантарма тӑрӑшрӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ ытти пур хӗрсене те унран тӗслӗх илме, ун пекех хӑюллӑ пулма сӗнетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Куна, Казаков юлташ, тӗслӗх илсе ҫирӗплетсе парас пулать.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр ӳстермесӗрех калама пултаратпӑр% Герасимовсем – ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх шутланакан хисеплӗ ҫемье.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Паттӑрсене пирӗн пӗлмелле, мухтанмалла, вӗсенчен тӗслӗх илмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Тата аслисем хӑйсем те тӗслӗх кӑтартсан - социаллӑ сетьсенче сахалрах «ларсан» - лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

Яланах тӗслӗх кӑтартакансен йышне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Ачасене пӗчӗкрен ҫак пуянлӑхсене вӗрентес, тӗрӗс тӗслӗх кӑтартас, вӗсене телейлӗ ачалӑх парнелес тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшас тӗлӗшпе амӑшӗпе танах ашшӗ те яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Пӗри те тепри хӑйӗн ашшӗ чи хӑюлли, ӑсли, маттурри - чи-чи лайӑххи - пулнине, ӑна питӗ юратнине, вӑл шанчӑклӑ юлташ тата тӗслӗх пулнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Алӑ ӗҫ ӑстисем тӗрлени – хӑйне евӗр тӗслӗх пуриншӗн те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Эсир пурнӑҫланӑ проект чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче, пурсӑмӑрта та пӗрлӗхре, пӗр чӑмӑрта пулнине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Андриян Николаев, Муса Манаров, Николай Бударин паттӑрла ҫитӗнӗвӗсем паянхи яш-кӗрӗмшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех