Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тупӑнать (тĕпĕ: тупӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, хӑракансем пулсан, хӑратаканни те тупӑнать.

Конечно, если боятся, то и страх найдется.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

«Тупӑнать. Ан кулянӑр. Тупӑнать...», — лӑплантарчӗ сарӑ хӗрарӑма юмӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ӗлӗкхилле: «Атя-ха, Слава, пулӑш», — тесе ыйтакан паян та пайтах тупӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Аналитика пӗтӗмлетӗвне хута яма хӑтланакан та тупӑнать форумчансем хушшинче.

Среди форумчан находятся и те, кто пытается использовать аналитические итоги.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫулла выльӑх апачӗ хатӗрлессипе ӗҫлет пулсан, хӗлле фермӑра ӗҫ тупӑнать.

Если летом работает на заготовке кормов, зимой находит работу на ферме.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

— Республикӑра юн ҫитет пулин те медицина организацийӗсенче юн ямалли тӗслӗх тӑтӑшах тупӑнать.

Хоть в республике и хватает крови, но в медицинских организациях часто встречаются примеры переливания крови.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫурхи, кӗрхи ӗҫсен вӑхӑтӗнче вара кӳршӗ ялсенче пурӑнакансем валли те ӗҫ тупӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

32. Тутлӑ ҫимӗҫ тесе сӑхланса ан ҫи, тӗслӗрен тӗслӗ ҫимӗҫ тесе ан ҫӑткӑнлан: 33. ытлашши ҫини чире ярать, иртӗхсе ҫисессӗн, халер та тупӑнать; 34. иртӗхсе ҫинӗрен нумайӑшӗ вилӗм тупнӑ, пырне чаракан — кунҫулне малалла тӑсакан.

32. Не пресыщайся всякою сластью и не бросайся на разные снеди, 33. ибо от многоядения бывает болезнь, и пресыщение доводит до холеры; 34. от пресыщения многие умерли, а воздержный прибавит себе жизни.

Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ӑслӑлӑх ҫутӑ та чӗрӗ, шанмасть, хӑйне юратакана хӑвӑрт курӑнать, хӑйне шыракана тупӑнать; 13. хӑйне пӗлес теекенсем патне вӑл хӑех, малтанах, пырать.

12. Премудрость светла и неувядающа, и легко созерцается любящими ее, и обретается ищущими ее; 13. она даже упреждает желающих познать ее.

Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Тимӗр ҫӗр айӗнчен тупӑнать; пӑхӑра чултан шӑратса кӑлараҫҫӗ.

2. Железо получается из земли; из камня выплавляется медь.

Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Кам [Израиль ывӑлӗсен] ҫыннине вӑрласа, [ӑна чура туса] сутса ярать е ҫав ҫынни ун патӗнче тупӑнать, ӑна вӗлерме тытса памалла.

16. Кто украдет человека [из сынов Израилевых] и [поработив его] продаст его, или найдется он в руках у него, то должно предать его смерти.

Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапах алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклемелли те тупӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пулать вӗт пурнӑҫра% Калининӑри библиотекӑра ӗҫ тупӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех