Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Телегин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, мӗнле, ентеш, ҫуркунне вӑй кӗрекенччӗ, малашне катемпие штыкпа витӗрех чикме пултарӑн-и? — юлташла тӑрӑхласа ыйтрӗ Телегин хӑрпӑкрах хӗрлӗ армеецран.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа Телегин, пӗтӗм взводпа вӗренӳ ирттерекенскер, унччен канса илччӗр тесе, хӗрлӗ армеецсене салатса ячӗ те хӑй карта ҫумӗнчи сак ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Отделени командирӗ Телегин та савӑнӑҫлӑ ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин пӗр хушӑ шухӑшласа ларчӗ-ларчӗ те: — Мӗн тумалла пулать манӑн? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, кассӑна ҫаратнӑ хыҫҫӑн, кооператив ахаль те нушана кӗрсе ӳкрӗ, каларӑм-ҫке, тен, вӑл тек тытӑнса та тӑраймӗ… — килӗшесшӗн пулмарӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин унпа пурпӗр килӗшесшӗн пулмарӗ, хирӗҫлесе пуҫне сулкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫук, ӑнланмалла мар, — терӗ Телегин пӑртакран.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӑрахса хӑварман эпӗ ӑна! — сиксе тӑчӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗнле… путсӗр ҫын пулам эп? — ӑнланаймарӗ, тӗрӗсрех, ӑнланасшӑн пулмарӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗнле усал ят тата? — тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗнле-ха капла? — тӗлӗнчӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлле ӗҫлемешкӗн чӑпта ҫапмалли станоксем туянасшӑнччӗ эпир кӑҫал, курӑс нумай хутса хӑварнӑччӗ — пӗтӗмпех харама кайрӗ, — куляннине пытармарӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Упӑшки салтакра, ҫавӑнпа йӑмӑк халлӗхе ман патрах пурӑнать-ха, — тӗплӗн каласа пачӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин та хӗреснашшӗне тӗсесе ларчӗ, вӑл та чылай улшӑннине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эп вара… шалт аптрарӑм, тупата, пӗтӗм пурнӑҫа аса илсе тухрӑм ҫак кунсенче, Совет влаҫне хирӗҫ тунӑ пӗр ӗҫ тупаймарӑм, — тесе, Телегин каллех хӑй вырӑнне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин вӑл мӗн каланине тӳрех ӑнланмарӗ курӑнать, пӗр кана нимӗн шарламасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эп вара, ав, кунта… — терӗ Телегин айӑплӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин ӑна куҫран пӑхрӗ, палласа илчӗ, ун патнелле туртӑнчӗ, ҫавӑнтах хӑйне алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин камерӑна кӗрсен, вырӑн ҫинче выртакан Телегин тӑрса ларчӗ, анчах ура ҫине ҫӗкленмерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин хӑйне мӗнле тыткалать? — ыйтрӗ вӑл аслӑ надзирательрен, Ванькка ларакан камера патне ҫывхарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех