Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калаҫҫӗ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн калаҫҫӗ эппин, — хуллен мӑкӑртатрӗ те Ульха, пуҫне ҫӳлелле каҫӑртса, хӑй ҫине виҫӗ хутчен хӗрес хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулла унта пӗҫ кӑкӗ таран утӑ, майра кӗпҫи, кӑшкарути, вӑкӑр хӳри тата ытти тӗрлӗ ҫимелли курӑксем ӳсеҫҫӗ, темиҫе ҫӗрте лӑк-тулли пулӑллӑ тӗпсӗр кӳлӗсем (ҫынсем вӗсене ҫапла калаҫҫӗ) йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Такам шутланӑ вара, те чуххӑмӑн калаҫҫӗ, ялсенче вун пилӗк пин ҫынна вӗлерсе пӗтернӗ тет.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗс калаҫҫӗ вӗсем — ӗҫ, ҫи, савӑн, ҫав вӑхӑтрах куҫа курӑнмасӑр килекен, ура айӗнченех сиксе тухакан инкеке кӗтсех тӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫҫӗ сана турхан чӗнет тесе! — хӑтӑрса тӑкрӗ аслӑ тарҫӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак мӗн пирки калаҫҫӗ иккен арҫынсем эсӗ айван, хӗрарӑм умӗнче ирӗлсе кайрӑн тесе!

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑш-пӗр сӑмахсене хӑйсем пирӗн пекех калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хурласа мар, ырласа ҫапла калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ашшӗпе Ятламас турхана вӗҫӗмсӗр тиркеҫҫӗ, куҫ хыҫӗнче ун пирки тем те калаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйсем унпа таҫта та тухса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара мана тутар княҫӗсем мӗн калаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗс калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл кайӑк вӑрманта ҫӗрӗк хуртӗнчен тасатман хӑрӑк йывӑҫ хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Машавӑш тесе шыв ячӗпе калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Шурӑ кӗпи те, тикӗтленӗ сӑран атти те Иван Сергеевич тирпейлӗхе пӑрахманни ҫинчен калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Калаҫҫӗ, калаҫҫӗ, тепӗр чух ӑнланма та ҫук, пуҫа нимӗн те кӗрсе юлмасть.

Говорят, говорят, иногда ничего непонятно, в голове ничего не остается.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Унта сӑмах тухса калаҫҫӗ.

Там выступают.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

— Унта чӑваш ачисене илсех каймаҫҫӗ, тет, сывлӑхӗсем начар тесе калаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыррипе усаллине курни ҫинчен пӗлтерсен, вилесем ӑна ҫапла калаҫҫӗ, тет: «Эсӗ мӗн курнине, илтнине калатӑн, пирӗн ҫын мар эсӗ, йышӑнмастпӑр сана», — теҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хусахсем стражника унтан пӗр тайӑлмасӑр хирӗҫ те хирӗҫ калаҫҫӗ, Ҫтаппана хӳтӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫӗнӗ чиркӳ тӑвас тесе калаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗркун Наҫтик апай пӗр ҫӗр килсе выртрӗ те, ҫавӑ калать, халӗ те унти кӗслеҫӗне ҫынсем Тавлинкка кӗввине кала, ҫавӑ аван, тесе калаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех