Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иосиф сăмах пирĕн базăра пур.
Иосиф (тĕпĕ: Иосиф) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире; 15. акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр; 16. хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ.

14. И сказал им Иосиф: это самое я и говорил вам, сказав: вы соглядатаи; 15. вот как вы будете испытаны: клянусь жизнью фараона, вы не выйдете отсюда, если не придет сюда меньший брат ваш; 16. пошлите одного из вас, и пусть он приведет брата вашего, а вы будете задержаны; и откроется, правда ли у вас; и если нет, то клянусь жизнью фараона, что вы соглядатаи.

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иосиф вара вӗсем ҫинчен курнӑ тӗлӗкӗсене асне илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир — вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ.

9. И вспомнил Иосиф сны, которые снились ему о них; и сказал им: вы соглядатаи, вы пришли высмотреть наготу земли сей.

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене палласа илнӗ, анчах лешӗсем ӑна паллайман.

8. Иосиф узнал братьев своих, но они не узнали его.

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене курнӑ та вӗсене палласа илнӗ; анчах вӗсене палламан пек тунӑ, вӗсемпе сиввӗн калаҫнӑ, вӑл вӗсене: эсир ӑҫтан килтӗр? тенӗ.

7. И увидел Иосиф братьев своих и узнал их; но показал, будто не знает их, и говорил с ними сурово и сказал им: откуда вы пришли?

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫав ҫӗршывра Иосиф пуҫлӑх пулнӑ; вӑл ҫав ҫӗрти пӗтӗм халӑха тырӑ сутса тӑнӑ.

6. Иосиф же был начальником в земле той; он и продавал хлеб всему народу земли.

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

56. Пур ҫӗрте те выҫлӑх пулнӑ; Иосиф пӗтӗм кӗлете уҫнӑ та Египет ҫыннисене тырӑ сута пуҫланӑ.

56. И был голод по всей земле; и отворил Иосиф все житницы, и стал продавать хлеб Египтянам.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Фараон вара Египет ҫыннисене пурне те: Иосиф патне кайӑр та вӑл мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ.

И сказал фараон всем Египтянам: пойдите к Иосифу и делайте, что он вам скажет.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

53. Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул иртсе кайнӑ та, 54. Иосиф каланӑ пек, ҫичӗ выҫлӑх ҫул ҫитнӗ.

53. И прошли семь лет изобилия, которое было в земле Египетской, 54. и наступили семь лет голода, как сказал Иосиф.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

51. Аслӑ ывӑлне Иосиф Манассия ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗншӗн тесессӗн Турӑ мана хам курнӑ пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑма, аттемӗн пӗтӗм кил-ҫуртне манмалла турӗ, тенӗ.

51. И нарек Иосиф имя первенцу: Манассия, потому что [говорил он] Бог дал мне забыть все несчастья мои и весь дом отца моего.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Иосиф темӗн чухлӗ тырӑ пухнӑ, вӑл тинӗсри хӑйӑр пек нумай пулнӑ, тырра шутлама хисеп ҫитменнипе вӑл ӑна шутлама та пӑрахнӑ.

49. И скопил Иосиф хлеба весьма много, как песку морского, так что перестал и считать, ибо не стало счета.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

48. Египет ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул хушши [ӑнса] пулнӑ тӗрлӗ тырпула Иосиф пухсах пынӑ, тырра хуласене пухса хунӑ; кашни хулана ун таврашӗнчи хирсенчен тырӑ пухса хунӑ.

48. И собрал он всякий хлеб семи лет, которые были [плодородны] в земле Египетской, и положил хлеб в городах; в каждом городе положил хлеб полей, окружающих его.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иосиф фараон патӗнчен кайнӑ та пӗтӗм Египет ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе тухнӑ.

И вышел Иосиф от лица фараонова и прошел по всей земле Египетской.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Фараон — Египет патши — умне тӑнӑ чухне Иосиф вӑтӑр ҫулта пулнӑ.

46. Иосифу было тридцать лет от рождения, когда он предстал пред лице фараона, царя Египетского.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара Иосиф Египет ҫӗрӗ тӑрӑх кайнӑ.

И пошел Иосиф по земле Египетской.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Фараон вара хӑйӗн пӳрнинчен ҫӗррине хывса илнӗ те ӑна Иосиф пӳрнине тӑхӑнтартнӑ; ӑна виссон тумтир тумлантарнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ; 43. ӑна хӑйӗн иккӗмӗш урапи ҫине лартса ҫӳреме хушнӑ, унӑн умӗнчен: чӗркуҫленӗр! тесе кӑшкӑрса пыма хушнӑ.

42. И снял фараон перстень свой с руки своей и надел его на руку Иосифа; одел его в виссонные одежды, возложил золотую цепь на шею ему; 43. велел везти его на второй из своих колесниц и провозглашать пред ним: преклоняйтесь!

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Иосиф фараона каланӑ: фараонӑн тӗлӗкӗсем пӗр тӗлӗкех: Турӑ Хӑй мӗн тӑвассине фараона пӗлтернӗ.

25. И сказал Иосиф фараону: сон фараонов один: что Бог сделает, то Он возвестил фараону.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Иосиф фараона хуравласа каланӑ: манран килмест ку; фараон ырӑлӑхӗшӗн Турӑ каласа парӗ, тенӗ.

16. И отвечал Иосиф фараону, говоря: это не мое; Бог даст ответ во благо фараону.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Виҫҫӗмӗш кунне, хӑй ҫуралнӑ кун, фараон мӗнпур тарҫишӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, хӑйӗн тарҫисем хушшинче вӑл эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне аса илнӗ; 21. вара эрех парса тӑракансен пуҫлӑхне ӗлӗкхи вырӑнне тавӑрнӑ, лешӗ ӗнтӗ фараон аллине курка тыттарнӑ; 22. ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне, Иосиф вӗсене каласа кӑтартнӑ пек, [йывӑҫ ҫине] ҫактарнӑ.

20. На третий день, день рождения фараонова, сделал он пир для всех слуг своих и вспомнил о главном виночерпии и главном хлебодаре среди слуг своих; 21. и возвратил главного виночерпия на прежнее место, и он подал чашу в руку фараону, 22. а главного хлебодара повесил [на дереве], как истолковал им Иосиф.

Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Иосиф [ӑна] хуравласа каланӑ: ку акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ кунтӑ вӑл — виҫӗ кун; 19. виҫӗ кунран фараон санӑн пуҫна касса таттарӗ те сана йывӑҫ ҫине ҫактарӗ, [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем санӑн ӳтне сӑха-сӑха тӑпӑлтарӗҫ, тенӗ.

18. И отвечал Иосиф и сказал [ему]: вот истолкование его: три корзины - это три дня; 19. через три дня фараон снимет с тебя голову твою и повесит тебя на дереве, и птицы [небесные] будут клевать плоть твою с тебя.

Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхӗ, Иосиф лайӑх ӑнлантарнине курса, ӑна каланӑ: эпӗ те тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн пуҫ тӑрринче виҫӗ ҫатан кунтӑ пек; 17. ҫиелти кунтӑра ҫӑкӑр пӗҫерекен пӗҫерсе хунӑ, фараон ҫиекен тӗрлӗрен ҫимӗҫ пек, ӑна манӑн пуҫ тӑрринчи кунтӑран [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем сӑхаҫҫӗ пек, тенӗ.

16. Главный хлебодар увидел, что истолковал он хорошо, и сказал Иосифу: мне также снилось: вот на голове у меня три корзины решетчатых; 17. в верхней корзине всякая пища фараонова, изделие пекаря, и птицы [небесные] клевали ее из корзины на голове моей.

Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех