Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ох, ох, хам инкеке пула эпӗ ҫав йывӑҫ ачана турӑм, — тет.
Карло йывӑҫ пукане тӑвать те ӑна Буратино ят парать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Халӗ ак тата, те савӑнӑҫа, те инкеке ӗнтӗ ку, тӑп-тӑр уяр кун аҫа шатӑртаттарса-шаплаттарнӑн — ача!
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Канма кӗрекене е инкеке ҫакланнӑ этеме мӗн кирлӗ — йӑлт ҫавӑнта.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Вӑт, хамӑр инкеке, тапратрӑмӑр та ҫак пӳрт-ҫурт нушине… — хаклӑ хӑнасене ҫапла уй варринче кӗттерсе тӑнӑшӑн хӑй айӑплӑ пулнӑн, шутсӑр аванмарланчӗ хӗр.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫак чи ансат правилӑсене уяни те инкеке асӑрхаттарма пулӑшать.Соблюдение этих простейших правил хорошо помогает избежать бед.
Япӑххи аякран ирттӗр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/8514-yap ... ran-irtt-r
Шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланнӑранпа республикӑра пилӗк ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ, инкеке лекнисенчен пӗри — ача.
Япӑххи аякран ирттӗр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/8514-yap ... ran-irtt-r
Автан авӑтнӑ сасса тӳсеймен пек, Васич пуҫне ҫӗклерӗ те: — Мана хӗҫпӑшал инкеке кӗртсе ӳкермен пулсан, эсӗ манпа ҫакнашкал калаҫайман пулӑттӑн, — терӗ.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫак инкеке мана хамӑн тус, штабри поручик лектерчӗ.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӗтмен инкеке лекнине халӗ хам та куратӑп.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Эп Файн патне таврӑнатӑп та Скибанпа Дзюбӑна пула кӗҫех инкеке лекеттӗм, ҫавӑнпа ирӗксӗрех тарса килме тиврӗ, тейӗп.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл Скибана тытнине, пурте инкеке лекнине айӗнчех ӑнланчӗ.Он сразу понял, что взят и Скибан, что произошел полный провал.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑрттӑн шкулта чухне Кларка вӗрентнӗ ҫынсем хӑйсен воспитанникӗсене ҫапла каласа ӑс панӑ: разведчик, тулашри приемсемпе калама ҫук чаплӑ усӑ курсан та, куҫа курӑнман пӗр-пӗр пӗчӗк япала ҫине пырса тӑрӑнса, хӑҫан та пулин пурпӗрех инкеке лекет.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Инкеке пула Йован Левачри четниксен пӗр командирӗн ятне те пӗлмест.Йован, как назло, не знал ни одного командира четников в Леваче.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Халь тытӑҫу пулас пулсан, вӗсем инкеке лекме пултараҫҫӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл инкеке лекнине никам та ӗненмӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ярослав Грабӑн ӑнсӑртран ҫак инкеке курма лексен, Кларка ӑсатса янӑшӑн пама пулнӑ долларсен шучӗ вунӑ хут ӳсет.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пурнӑҫра хама кӳрентерсе асаплантарнӑ мӗнпур йывӑр минутсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне аса илтӗм; хам инкеке лекнӗшӗн кама та пулин айӑплама тӑрӑшрӑм: ҫакна кам та пулин юриех турӗ ӗнтӗ, тесе шутларӑм, хама хирӗҫ тунӑ тӗрлӗ каварсем шухӑшла-шухӑшла тупрӑм, профессорсене, юлташсене, Володьӑна, Дмитрие тата университета вӗренме янӑшӑн аттене ӳпкелерӗм; мана ҫакнашкал намӑс тӳсмелле пуличчен пурӑнмалла тунӑшӑн ҫӳлти турра ӳпкелерӗм.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫапла шухӑшларӑм: Илинька Грап, мана курсан, питӗм ҫине сурать тата, ман ҫине сурса, тӗрӗс тӑвать; Оперов эпӗ инкеке лекнӗшӗн савӑнать, ман инкек ҫинчен пурне те кала-кала парать; Колпиков мана Яр патӗнче тивӗҫлипе намӑс кӑтартнӑ иккен; Корнакова княжнӑпа хам тӑрлавсӑр калаҫнисем хыҫҫӑн урӑхла пулма та пултараймасть т. ыт. те, т. ыт. те.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Астӑватӑп-ха, ку ҫу тӑршшинче хам вуласа тухнӑ ҫӗр ытла романтан пӗринче ҫав тери вӗри чӗреллӗ, ҫӑра куҫхаршиллӗ герой пурччӗ, сӑн-питӗмпе манӑн ҫав тери ун евӗрлӗ пулас килсе кайрӗ (мораль тӗлӗшӗнчен эпӗ хама шӑпах ҫав ҫын пек тесе шутларӑм), ҫавӑнпа хамӑн куҫхаршине тӗкӗр умӗнче пӑхнӑ чух ӑна ҫӑрарах ӳстерес шутпа кӑштах кӗскетме шут тытрӑм, анчах касма пуҫласан, пӗр вырӑнта ытларах кӗскелсе юлчӗ, — тикӗслемелле пулчӗ, вара ҫак ӗҫ, инкеке, эпӗ тӗкӗр витӗр хам куҫхаршисӗр тӑрса юлнине, ҫакна пула питӗ илемсӗрленнине курнипе пӗтрӗ.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам инкеке кӗрсе ӳкни ҫинчен шухӑшласа, эпӗ пайтах вӑхӑт хушши енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӑм, кашни минутрах турӑ айӑпласса, кӗтмен ҫӗртен вилӗм килсе хупласса кӗтрӗм, — ку шухӑш мана ҫырса кӑтартма ҫук хӑратса сехӗрлентерчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.