Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫимӗҫ (тĕпĕ: ҫимӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аш-какай виҫине чакармалла, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла ытларах кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

2014 ҫулта Чӑваш Республикинче пӗр вӑхӑтлӑха 25 пин тонна ытла пурлӑх йышӑнма пултаракан ҫӗрулмипе пахча ҫимӗҫ упрамалли 10 хранилище тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ.

В 2014 году в Чувашской Республике построено и реконструировано 10 картофеле- и овощехранилищ мощностью единовременного хранения более 25 тыс. тонн.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

ПР тулаш экономика ҫыхӑнӑвӗсен тата конгресс ӗҫ-хӗлӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Китай Халӑх Республикин делегацийӗ ҫулталӑк тӑршшӗпех пахча ҫимӗҫ, ҫырла тата симӗс культурӑсем ҫитӗнтерекен, сӗт продукцийӗ туса кӑларакан «Алексеевский» агропромышленность комплексне ҫитсе курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай делегацийӗ Пушкӑртстанри «Алексеевский» совхоз ӗҫӗпе паллашнӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... hn-3806715

Ӗҫме-ҫиме панӑшӑн, хапӑл пулнӑшӑн, сӗрен хӑвалакансем хуҫасене тӗрлӗрен ырӑ сӑмахсем каласа хӑварнӑ: «Выльӑх-чӗрлӗх ан чирлетӗр» «Пахча ҫимӗҫ ӑнса ӳстӗр», «Чӑхсем ҫӑмарта туччӑр», «Ӗнесем сӗт паччӑр», «Арӑмсем ачаллӑ-пӑчаллӑ пулччӑр» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Мӗн ҫеҫ ҫук кунта: ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсем, пӗтӗм ял историйӗ, кил-тӗрӗшри ӗҫ хатӗрӗсем, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, литературӑри сӑнарсем.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

— Эп сана пулӑшас тетӗп-ха ҫав ыйтусене хатӗрлеме, кӑштах пылак ҫимӗҫ те илсе паратӑп.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Ну, сана хӗл каҫмалӑх ҫимӗҫ хатӗрлесен — ҫитрӗ те.

Куҫарса пулӑш

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Укҫасӑр пуҫне памалли тата та нумай: ҫу, ҫӑмарта, аш-какай, ҫӑм, пахчара ӳстернӗ тӗрлӗ ҫимӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ытларах пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, пӑтӑ ҫимелле.

Куҫарса пулӑш

Инсультпа инфаркт патне илсе ҫитерет // Э.КУЗНЕЦОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %b5%d1%82/

Халӑхпа пӗр-пӗрне ӑнланса, тӑрӑшса ӗҫлени паха ҫимӗҫ парать — территори пайӗнче пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗ лайӑхланнипе пӗрлех ялсен сӑн-сӑпачӗ ырӑ енне улшӑнса тата тирпейленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫару бюджечӗ» пулӑшать // Ольга ТИХОНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %82%d1%8c/

Республика шайӗнче ӗҫлекен «Перспектива» гранта кӑҫалтан тата икӗ ен хутшӑннӑ: ял туризмӗ тата пахча ҫимӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Рационта утӑ, тымар ҫимӗҫ, силос, концентрат ҫителӗклӗ пулмалла, ҫуллахи вӑхӑтра ешӗл курӑк умран ан татӑлтӑр.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Паллах, пысӑк чӑмӑрлине мар, килес ҫул тепӗр хутчен лартса ҫимӗҫ тумаллискерне.

Куҫарса пулӑш

Севок сухан лартма тухнӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d1%81%d0 ... 85%d0%bda/

Арҫын ачасем хушшинче мӑйӑр мӑнӑш ҫимӗҫ пухассипе ӑмӑрту хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пычӗ, пурте вӗтӗрех те вӗтӗрех ҫӗр улмисем шырама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чи маттурри — Урине // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 262–263 с.

«Акӑ вӑл, иксӗмӗр пӗрле шӑварнӑ улмуҫҫи! — тейӗччӗ. — Кур, асанне, мӗн чухлӗ ҫимӗҫ ун!

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кирлӗ ҫимӗҫ вӑл, паха ҫимӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тыр-пулпа пахча ҫимӗҫ тулӑхлӑ пуласси ку вӑхӑтран чылай килет.

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пирӗн ҫине ан пӑх эсӗ, пирӗн яланах мӗн те пулин тупӑнатех, аш та пур, тӑварланӑ ҫимӗҫ те туллиех нӳхрепре, пӗр катка купӑста, ҫавнашкалах хӑяр, кӑмпа, йӳҫӗтнӗ антоновка пур.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Аттепе анне хӑйсен юлташӗсемпе ҫӗрпе аппаланасшӑн, ҫӗр ҫырли, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсем лартасшӑн, ӗҫ кирлӗ вӗсене, унсӑрӑн тунсӑх вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей холодильнике уҫса пӑхрӗ, унта туллиех тӗрлӗ ҫимӗҫ, эппин Элиме ӑна кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех