Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярас (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳрентермелли, ҫиллентермелли сӑмах персе ярас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

— Ҫыншӑн хуйхӑ пулнӑ, а эсир! — йӗрсе ярас пекех каларӑм юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫын // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 3–4 с.

Ун ҫинчен калаҫса ҫӑвар тутине ярас мар…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн, тӳсме ҫук хытӑ кӑшкӑрса юрласа, тӑвӑлнӑ чунне уҫса ярас килетчӗ: ҫӗр каҫ ӑна арӑмӗ, «турӑ юнне» нумай ӗҫнӗшӗн тарӑхса, йӗтӗрпе хӗнерӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑнпа сутса ярас терӗм те ӑна…

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫавсене асӑнса ҫӑвар тутине ярас килмест.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Виҫҫӗмӗш курса аран ҫеҫ куҫнӑскер, ялан кӳлешекен арӑмӗ хӳптӗрленипе кӳтсе ҫитнӗскер, Лавр кӑлӑхах вӗренсе вӑхӑта сая ярас темерӗ, училищӗрен пӑрахса кайрӗ те «Художник» артеле ӗҫлеме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Тӑхта-ха, тӑванӑм, виҫ кунлӑх ҫӑкӑра пӗр кунтах ҫисе ярас темерӗн-и эсӗ? — ыйтрӗ унран Макар, — карточкӑсене пӗтӗмпех пӗтертӗн-им?

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӳпере пӗр пӗлӗт татки те курӑнмасть, хӗвел ирӗлтерсе ярас пек ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӗҫӗрех, халех илсе кайӑр! — макӑрса ярас пек тытӑнчӑклӑн каларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хальхи пек, йытӑ пулнӑ пулсан, парса ярас ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Машинӑна чарса, ҫак вутӑ лавӗ ҫинчи ҫынна хам вырӑна лартса ярас килчӗ, хам вара ҫуна ҫине хӑпарса ларнӑ пулӑттӑм та ҫул тытӑттӑм тӑван анне килне!

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

…Вӑхӑта сая ярас мар тесе, Коля Викторсем патне утрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Кӑларса ярас — ӑҫта кайтӑр?

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Эпӗ ӗнтӗ чӗркуҫҫи ҫине ӳксех пуҫҫапатӑп, ҫылӑхлисене каҫарса ҫылӑхсӑррине мӗншӗн тамӑка ярас, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

«Ку кинӗн, шереметӗн, нимӗнле ҫылӑх та ҫук, ӑна сӑмахсӑрах пӑҫмаха ярас», — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

«Апла ӑна пӑҫмаха ярас», — терӗ турӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— «Ваҫли арӑмне аван пӗлетпӗр, ҫынна ҫиме юратать, яла ят сарать. Чӗлхине унне чӗрӗ чухне ҫуррине касмалла пулнӑ. Тамӑка ярас ӑна», — тет турӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Унӑн тути кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярас ачанни пек чӗтреме тытӑнать, вара вӑл мана ыталаса илсе питрен, тутаран темиҫе хут чуптӑвать, ҫӗре лартнӑ сумкинчен илсе пӗр ҫыхӑ тыттарать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ют ҫынна ярас ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех