Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улми (тĕпĕ: улма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑхӑтра вӑл килте арӑмне яшка пӗҫерме пулӑшаканччӗ, пахчана тухса хӑвӑл суханпа ҫӗр улми ҫеҫки татса кӗрекенччӗ.

В это время он уже помогал бы жене варить яшку, сбегал бы в огород за пучком дикого лука и картофельного цвета.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килте пулас пулсан кунта ҫӗр улми усрама аванччӗ ӗнтӗ.

Будь у него такой подвал, он бы в нем непременно хранил картошку.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӑкар, йӳҫӗтсе хунӑ пӑтратни, йӗкел, ҫӗр улми, вӑрман улми ҫитереҫҫӗ.

Хлеб, кислая болтушка, желуди, картошка, отруби — все идет на откорм.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хырҫӑ часрах тӳле, ҫӗр улми часрах ларт, лаша часрах кӳлсе пар.

Подати плати — живей, картошку сажай — живей, лошадь запрягай — живей!

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юнашар утар пултӑр, кун каҫиччен хурт сӗрлетӗр, утар йӗри-тавра панулми йывӑҫҫисем ларччӑр, улми ташлатӑр, ҫулҫи алӑ ҫуптӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

27 гектар урпа, ыттине нумай ҫул ӳсекен курӑксем, тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ, ҫав шутра ҫӗр улми, ыхра.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Ҫӗр улми кӑлармалли икӗ комбайн туянаҫҫӗ, Атнаш ялӗнче ҫӗр улми сортламалли КСП-25 пункта вырнаҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмест иккен.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑмӑш пекех пӗвӗм ман Улӑм ури пулайрӗ; Сар ука пек ҫӳҫӗме Хурӑн шурри ҫапайрӗ, Пан улми пек питӗме Хура куҫҫуль хуратрӗ; Манӑн ҫутӑ сӑнӑма Ҫутӑ уйӑх туртса илчӗ; Манӑн хӗрлӗ сӑнӑма Хӗрлӗ чечек туртса илчӗ; Чӗвӗл-чӗвӗл сассӑма Чӗвӗл чӗкеҫ туртса илчӗ; Шӑнкӑр-шӑнкӑр юррӑма Шӑнкӑрч чӗппи туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш пайӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ватӑ кил хуҫи эпир ӗҫрен таврӑннӑ тӗле кӑмакара ҫӗр улми пӗҫерсе хуратчӗ, каҫсерен пирӗн ҫӗтӗлнӗ ҫӑпатасене юсатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Ҫӗр улми чӑвашӑн тӗп апачӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Ҫӗр улми сорчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Курорт тени вӑл ҫӗр улми сорчӗ пулать-и?

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Хӑмӑш пекех пӗвӗм ман Улӑм ури пулайрӗ; Сарӑ ука ҫӳҫӗме Хурӑн шурри ҫапайрӗ; Пан улми пек питӗме Хура куҫҫуль хуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат умне вӑл пӗҫернӗ ҫӑмарта, пан улми, капӑртма тата тем те пӗр купалать.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗри-тавра утса ҫаврӑнса каччӑ шӗшкӗ тӗмне пан улми йывӑҫҫине силленӗ пек силлерӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улми вӑл, шӑла шантараканни, хамӑн та пур.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Типӗ ҫанталӑкра улми те, ҫырли те пулас ҫук, — терӗ Тимуш, ватӑ ҫын пек сӑмахласа.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Улпут сачӗ ҫине (те) куҫӑм ӳкрӗ: Тӑкӑннӑ иккен хӗрлӗ улми, ай, ҫилпеле.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Улми ҫук чух — ҫылӑх: укҫалла илес пулать-ҫке вара, ий-я…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех