Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗслеме (тĕпĕ: тӗрӗсле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗсйисем нумаййипе чылайччен шырарӗ, кӗсйисене ҫапкалама пӑрахрӗ, пӗр тӗксӗмленсе, пӗр хӗремесленсе, кашни кӗсйинех тавӑрса тӗрӗслеме тытӑнчӗ.

Карманов оказалось много, и потом он перестал шлепать, стал чуть ли не выворачивать каждый наизнанку, все мрачнея, мрачнея.

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Тепӗр кунтан Сяо Сянпа Го Цюань-хай ҫара кайма ҫырӑннисен списокне тӗрӗслеме тытӑнчӗҫ.

Через день Сяо Сян вместе с Го Цюань-хаем занялись проверкой списка добровольцев.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӗҫ нумай пирки, эпӗ ӑна тӗрӗслеме те ӗлкӗреймен.

Было так много хлопот, что я действительно не имел времени проверить.

XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ялти активистсем помещиксен хурӑнташӗсемпе пӗлӗшӗсене тӗплӗ тӗрӗслеме калаҫса татӑлчӗҫ.

Деревенские активисты решили проверить как следует всех родственников и прихвостней помещиков.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл Бай Юй-шань Сяо начальник чухлӗ пӗлнипе пӗлменнине тӗрӗслеме шутларӗ.

Вот она сейчас проверит, действительно ли муж знает не меньше начальника Сяо.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпир тахҫанах тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ! — кӑшкӑрчӗ Чу.

— Мы давно уже все проверили! — крикнул Чу.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо комиссар помещик ҫемйинчи пур хӗрарӑмсене те тӗрӗслеме сӗнет.

Комиссар Сяо советует обыскать всех женщин из помещичьих семей.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл пирӗн пулсан, эпир унти япаласене те тӗрӗслеме пултаратпӑр.

А раз они наши, мы можем проверить и имущество.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Комисси туса хурас пулать, — терӗ вӑл Го Цюань-хая, — лайӑх шутлама тата суту-илӳ кӗнекине тӗрӗслеме пӗлекен ҫын шыраса тупмалла.

— Надо создать комиссию, — обратился он к Го Цюань-хаю, — подыскать в деревне человека, умеющего хорошо считать, и проверить торговую книгу.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хресченсен пухӑвӗнче коопераци лавккине тӗрӗслеме тата Чжан Фу-инпа унӑн ҫывӑх ҫыннисене арестлеме йышӑнчӗҫ.

На общем собрании было решено проверить кооперативную лавку, арестовать Чжан Фу-ина и его сообщников.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл пирӗн ялта ӗҫсем мӗнле пынине тӗрӗслеме, хресченсемпе калаҫма тесе килнӗ пулнӑ.

Это, значит, чтобы проверить, как в нашей деревне идут дела, и с крестьянами побеседовать.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Сяо начальник, эпӗ ку ӗҫе тӗрӗслеме ыйтатӑп….

— Начальник Сяо, я прошу проверить такое дело…

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑтарту пуҫланас умӗн эпӗ, яланхи пекех, кайӑксене пӑхакансем вырӑнта тӑнипе тӑманнине тӗрӗслеме кайрӑм.

Перед спектаклем я, как всегда, отправился проверить, на месте ли сторожа.

Топтыгин аллинче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Кӗтӳ ачинчен тарса таврӑнса, хам ирӗкпе шкула ҫӳреме тытӑнсан, эпӗ мӗнле вӗреннине атте тимлӗрех тӗрӗслеме пуҫларӗ.

После того как я самовольно вернулся в школу, убежав из подпасков, отец стал требовательнее относиться к моему ученью.

8. Художник пулма шутлатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пур ҫулсене те партизансем тӗрӗслеме пуҫларӗҫ.

Все дороги берутся под наблюдение.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫак сӑмахсем чӑннипе чӑн маррине тӗрӗслеме эпӗ юланутлӑ боецсене ятӑм.

Послал конных на берег проверить.

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Батальонсем похода тухма мӗн чухлӗ хатӗррине тӗрӗслеме уйӑрнӑ комисси членӗсем кашни вак-тӗвек пиркиех, колоннӑна малалла куҫма чӑрмантарма пултаракан е хамӑр плансене тӑшман куҫӗ умне кӑларма пултаракан кашни пӗчӗк кӑлтӑк пиркиех ҫав тери чӑкӑлтӑшланса хирӗҫеҫҫӗ, ҫитменлӗхсене ҫавӑнтах пӗтерме хушаҫҫӗ.

Члены комиссии, проверявшей готовность батальонов к походу, придирались к каждой мелочи, которая могла бы помешать в пути, затруднить или демаскировать движение колонны, и тут же заставляла исправлять.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Анчах вӗсем Спадщан вӑрманне килсе тӗрӗслеме ҫаплах шутламаҫҫӗ-ха.

Но они всё ещё не предпринимали никаких серьезных попыток проникнуть в Спадщанский лес.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ку патруль ҫывӑхри вырӑнсене тул ҫутӑлас умӗн тӗрӗслеме тухнӑ.

Патруль вышел до рассвета из аванпоста осмотреть окрестности.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эпир ҫӗр пӳртрен тухса мӗн пулса иртнине тӗрӗслеме тытӑнтӑмӑр.

Мы решили выйти из балагана и расследовать дело.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех