Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акса (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сортлӑ тулла, паллах, виҫӗ пусӑллӑ уйра акса тӑваймӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл сортлӑ тулӑ «цезиум» акса ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ана-ҫаран хуп-хурах выртатчӗ, тырпул акса ӳстернин палли те юлманлах ҫунса кайнӑччӗ ыраш пусси.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тырӑ ҫук чухӑнсене ҫӗрне акса хӑварма та пулӑшӗҫ-и, тен, вӗсем «кивҫенле» тенӗ пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Иртнӗ ҫулта, юлташсем, чӑваш ҫӗршывне уйрӑммӑн илсен, кашни акса хӑварнӑ теҫеттин ҫӗр пуҫне ҫирӗм ултӑ пӑтшар тырӑ пухса кӗртнӗ, — малалла каларӗ Федоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кӗркунне акса хӑварнӑ ыраш пӗр ҫумӑр курмарӗ, шӑтмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сахвине карчӑкпа ун упӑшки, ӗҫке ернӗ Исампай, вӑрман хӑртмаҫҫӗ, ҫӗр тытмаҫҫӗ, тыр-пул акса тумаҫҫӗ, вутӑ хатӗрлемеҫҫӗ, килте выльӑх-чӗрлӗх тытмаҫҫӗ, хурт-хӑмӑр усрамаҫҫӗ, апла пулин те вӗсен ҫу та, пыл та, тыррипе вутти-шанки те, сӑрипе эрехӗ те ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Микул кунӗччен Кутемерсем тыр акса пӗтерекенччӗ иртнӗ ҫулсенче.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗр парсан, нивушлӗ тырпул акса тӑваймӗ хресчен?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Микуличчен тыр акса пӗтерме тӑрӑшать халӑх.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ехрем пичче, нихҫан чӗлӗм туртман ҫын, халӗ, ав, кунӗн-ҫӗрӗн ӳслӗкне аптраса выртать — ӗҫрен кӑларнӑ, пӗр ятлӑ ҫӗр ҫинче те тырӑ акса тӑваймасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Власть халӑх аллинче пулсан вӗренесси те, тырпул акса тӑвасси те, хапрӑк-савӑтсем лартасси те — пурте ӗҫхалӑх ирӗкӗнчен килӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ыраш кӗркуннепе пӑчӗ хӗрӗх пусран мала пулакан марччӗ, халӗ — аллӑ пуса ҫитрӗ, халӑх пӑри акса чӑх-чӗп валли кӗрпе тӑва пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Укҫа хакне пӗлми пулчӗҫ: тыр акса мар, ҫын ҫӑкрине ҫисе пурӑнасшӑн ку чухнехи ҫамрӑксем» — хӑй тӗллӗнех хыттӑн вӑрҫнӑ Уҫӑп Тимахвейч.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Мураты» предприятире пӗлтӗр кӗрхисене 514 гектар ҫинче акса хӑварнӑ, «Санары» агрофирмӑра — 323 гектар.

На предприятии «Мураты» в прошлом году озимых было засеяно на 514 гектарах, в агрофирме «Санары» — на 323 гектарах.

Вӑрнар районӗнче ҫурхи ӗҫсене пуҫланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31553.html

Ыранах акса пӑрахӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юр лариччен кӗр тыррисене акса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Тырӑ акса пурнӑпӑр, выльӑх ӗрчетӗпӗр, сад-пахчисем чӗртӗпӗр.

Займемся хлебопашеством, скотоводством и садоводством.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Таврари ҫӗре пит аван ӗҫлесе акса тултарнӑ, анчах мана нимрен ытла курӑк ҫӳлли шалт тӗлӗнтерсе ячӗ: унӑн ҫӳлӗшӗ ҫирӗм фута ҫитет.

Земля кругом была хорошо возделана, но меня поразила высота травы: она достигала двадцати футов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кусемсӗр пуҫне ӑна «Индипе Египетра акса тӑвакан» ҫу культурисен вӑрлӑхӗсем ҫав тери интереслентереҫҫӗ.

Его сильно занимают масличные семена, которые «сеются в Индии и Египте».

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех