Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сылтӑм сăмах пирĕн базăра пур.
Сылтӑм (тĕпĕ: сылтӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сакӑр ҫул каялла юн тымарӗ кӗвӗлчӗкпе питӗрӗнсе ларнине (тромб) пула Коля тетен сылтӑм урине пӗҫ тӗпӗ таран таттарма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Курткӑн суллахай кӗсйинче хӗрлӗ тӗслӗ ҫиппе тӗрленӗ «03» логотип, сылтӑм енче Сывлӑх сыхлав министерствин тӗрленӗ эмблеми пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли 42 млн тенкӗлӗх ятарлӑ тумтир туянӗҫ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

Кунта, унӑн сылтӑм тата сулахай аллисем шутланаканскерсем, чи малтан икӗ ывӑлӗ тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3389124

Шӑматкун каҫхине Атӑл ҫинче Амоксар утравӗнчен Шупашкар округӗнчи Атӑл±ял тӗлӗнче юханшывӑн сылтӑм ҫыранне каҫакан моторлӑ ҫӑмӑл кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

— Пыйтӑ пӑх-ха, — тит, — ытла ҫывӑрса кайсан сылтӑм ураран атӑ хывса виҫҫӗ чыш.

— Голову посмотри-ка, — говорит, — если очень крепко усну, сними с правой ноги сапог и три раза ударь.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Авторучка вӗҫӗ сылтӑм хулпуҫҫийӗнчен «пӑраласан» Кирилл ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Сылтӑм енчи ҫтана ҫине пысӑк пӑтасем ҫапса кивӗ пиншаксем ҫака-ҫака тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Унӑн сылтӑм аллипе ури те ӗҫлемеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫаврака пичӗ пылчӑкпа вараланнӑ пулин те сылтӑм куҫ айӗ шыҫӑнса анни лайӑхах палӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫаппа-ҫарамас, пӗр труҫҫикпе ҫеҫ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ кӑмака милӗкӗ пек, анчах сылтӑм аллинче ҫур литр кӗленчи.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Тавтапуҫ, хисеплӗ юлташсем, эсир капла мана малашне тата хастарлӑрах ӗҫлеме хавхалантартӑр! — терӗ те Микки, сылтӑм аллине кӑкӑрӗ патне тытса, кӑвапа таранах пӗшкӗнсе пуҫ тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Дружина штабӗн начальникӗ, вӑрҫӑра сылтӑм аллине ҫухатнӑскер Чапаевӑнни пек уссийӗсене сулахай аллипе пӗтӗркелесе илчӗ те ҫамрӑксем тытса килнӗ «нарушителе» куҫӗсемпе шӑтармаллах пӑралама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Кӑвакарнӑ ҫеҫ мар — лутра Энтрейӗн пуҫӗ шӑтнӑ, тӑсланкӑ Унтрейӑн сылтӑм ури сусӑрӑлнӑ (ҫӳлтерехрен ҫапайман ӗнтӗ лутра Энтрей, пӗвӗ ҫитмен…).

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— Ҫу-ук, — тарӗ те, ыратакан чавсине сылтӑм алӑпа тытса, алӑкӑн-тӗпелӗн утса ҫаврӑнчӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хальхинче вӑл сылтӑм хулпуҫҫирен ҫакӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗрарӑм, ачине йӑтса, Саня патнех ҫывхарчӗ те пӗчӗк ачан сылтӑм аллипе Саньӑна хулӗнчен ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Каччӑ сылтӑм аллине ерипен хӗр хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӑвас ҫӑрса пӗтерчӗ те сылтӑм ал тунине, пӳрне хушшисене ҫӗҫӗ тӳрчӗпе хырса чустаран тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗри форточкисене илнӗччӗ, тепри сылтӑм еннелле уҫӑлакан пайне, виҫҫӗмӗш — сулахай енчине…

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Пахом Петровичӑн ҫӳхе пиншакӗ хӑрах енчен сирӗлсе кайнӑ, кӗпи тӳмисем вӗҫерӗннӗ — кӑкӑр тӗлӗнче шап-шурӑ ӳт курӑнать, ҫилпе тустарӑннӑ ҫӳҫ пӗрчисем куҫне-ҫӑварне кӗреҫҫӗ, сылтӑм куҫ айӗ чарӑнми чӗтрет — хытӑ хумханнӑ чух, хытӑ савӑннӑ чух ҫапла пулать ун аллисене ҫурӑм хыҫӗнче тытса, тракторсен речӗ умӗнчен иртет старик, хыта кӑшкӑрса калаҫать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех