Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Комитет сăмах пирĕн базăра пур.
Комитет (тĕпĕ: комитет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хула ҫамрӑкӗсем комитет членӗсемпе пӗрле ушкӑнӗпех Лалкӑна пытарма тухнӑ.

Вся городская молодежь пришла на похороны во главе с членами комитета, глубоко потрясенными и грустными.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кандовӑн канӑҫсӑр чунӗнче сутӑнчӑка вӗлерес тенӗ шухӑшӗ вӑй илсен, шухӑшне комитет председательне пӗлтериччен малтан, вӑл ҫавӑн ҫинчен ҫӗрне-кунне шутламасӑр пуҫ ҫавӑрчӗ, амӑшӗ хӑйӗн юратнӑ ачине артакласа пӑхнӑ пек вӑл хӑйӗн шухӑшне ӳстерчӗ…

И когда мысль об убийстве предателя зародилась в мятущейся душе Кандова, он, прежде чем сказать об этом председателю комитета, много ночей подряд вынашивал ее в своем сердце, пестовал любовно и заботливо, как мать обожаемого ребенка…

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпах ҫавӑн пек вӑхӑтра вӑл, Соколов патне пырса, хӑйне комитет членне йышӑнма ыйтрӗ, Стефчова та хамах вӗлеретӗп тесе сӗнӳ пачӗ, эпир ҫавна ас тӑватпӑр-ха.

Тогда-то он, как мы видели, неожиданно явился к Соколову с просьбой принять его в члены комитета и с предложением убить Стефчова.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Комитет членӗсем хӑйсен туппине пӑхса тӑранаймаҫҫӗ, вӗсем калама ҫук хӗпӗртеҫҫӗ.

Члены комитета не могли налюбоваться на свою пушку, не могли вдоволь насладиться ее созерцанием.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хулари икӗ паллӑ ҫын ҫапла калаҫнӑ хушӑра, вӗсене асӑрхантарсах каймасӑр комитет членӗсем тата темиҫен пыра-пыра кӗчӗҫ, вӗсем те ҫула майӑн чарӑннӑ иккен, Бяла Черквари пӗр лупас айӗнче тупӑ мӗнле тунине курма кӗнӗ.

Во время этой беседы двух именитых горожан во двор, не привлекая их внимания, вошло несколько членов комитета; они тоже мимоходом завернули сюда, чтобы полюбоваться на пушечную мастерскую бяло-черковского Круппа.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Комитет секретарӗ Попов килсе кӗчӗ, Мичопа Маркона вӑл сывлӑх сунчӗ.

Вошел секретарь комитета Попов и поздоровался с Мичо и Марко.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Заманов ҫыру тавӑрса панӑ каҫран вара комитет ларӑвӗ яланах урӑх вырӑнта пулса иртет.

После того достопамятного вечера, когда Заманов вернул письмо, комитет каждый раз собирался в новом месте.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Э, Мичо бай иккен! — комитет председателӗн заместительне саламласа алӑ тӑсрӗ Марко.

— А, Мичо! — приветствовал Марко заместителя председателя комитета, протягивая ему руку.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӑмахне ытла шӑппӑн каларӗ пулин те, комитет членӗсем ҫав ята илтнипех чӗтренсе илчӗҫ.

Как ни тихо были сказаны эти слова, члены комитета расслышали зловещее имя и содрогнулись.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хальхинче вӑл сире тӗрӗссинех каланӑ, — терӗ вара Огнянов, комитет членӗсене паян вӑл хӑй мӗн курни-пӗлнине каласа пама ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, Карнарти трактирте пулса иртнӗ пӗчӗк ӗҫ ҫинчен ҫеҫ асӑнма манса кайнӑччӗ.

— Нет, он вам сказал правду, — проговорил Огнянов, который сегодня, рассказывая членам комитета о своих приключениях, позабыл упомянуть о незначительном случае на Карнарском постоялом дворе.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара такам ҫакӑн пек те сӗнсе пӑхрӗ; Курковран кивҫен илме пулать, вексельне ҫеҫ комитет членӗсем пурте алӑ пусмалла.

Тогда кто-то сказал, что можно взять деньги взаймы у Курки, с тем чтобы вексель подписали все члены комитета.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Комитет ҫак ӗҫ пирки хӗрсе калаҫма тытӑнчӗ.

Комитет начал оживленно обсуждать этот вопрос.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫырӑвӗ вӑрӑмччӗ; унта тем-тем тумашкӑн та канаш парса тултарнӑччӗ, вырӑнти комитет ӗҫне пӑлхавлӑн пӗтӗмлетнӗ планӗпе килӗштерсе туса пырасси ҫинчен тӗрлӗрен хушнӑ ӗҫсем тумаллаччӗ, ҫырӑвне Бенковский алӑ пуснӑ.

Письмо было длинное; в нем содержалось множество наставлений, приказов, распоряжений местному комитету, деятельность которого надо было согласовать с общим планом организации восстания; подписано оно было Бенковским.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Панагюриштири комитет ҫырӑвне вуласа пачӗҫ.

Прочитали письмо панагюрского комитета.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах комитет председателӗн заместителӗн сасси ытла йӑвашшӑн илтӗнчӗ, пырне такам пусса тӑтнӑ пек тухрӗ.

Но голос бедного заместителя председателя комитета звучалглухо; казалось, будто кто-то сдавил ему горло.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Комитет членӗсем тӗлӗнсе пӑхкаласа илчӗҫ.

Члены комитета удивленно переглянулись.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Комитет членӗсем пурте Каблешков вӗсене мӗн шантарасшӑн пулнине ӗненчӗҫ.

Все члены комитета уже были уверены в том, в чем их старался уверить Каблешков.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ытти сӑлтавсене каламӑпӑр, ҫав Каблешковӑн ҫулӑмлӑ та чаплӑ сӑмахне илтесси кӑна мӗне тӑрать, комитет членӗсем ун ытарайми сӑмахне икӗ сехет- хушши итлерӗҫ, итлесе тӑранаймарӗҫ, вӗсем хӑйсем ӑҫта ларнине те манса кайнӑ пек пулчӗҫ.

Не говоря уже о других причинах, красноречивое, пламенное выступление Каблешкова так опьянило членов комитета, что они вот уже два часа слушали его в каком-то безмолвном самозабвении.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Комитет члӗнӗсенчен пӗри, Пенчо Диамандиев, ҫукчӗ.

Один из членов комитета, Пенчо Диамандиев, отсутствовал.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Комитет членӗсене асӑннӑ ҫынсенчен урӑх ларура тата ҫаксем те пур: Илья Странджов, атӑ ҫӗлекен, ӗлӗк тӗрмере ларнӑскер, ним мар чикӗшме пултаракан ҫын, Христо Врагов, суту-илӳҫӗ, тата Димо Капасӑз, ӑнах Беспортев та теҫҫӗ, атӑ ҫӗлекен уксах — Редактор тесе тӑрӑхласа чӗнеҫҫӗ ӑна, ӗҫри пултарулӑхӗ вара — каварҫӑ.

Кроме упомянутых лиц, на заседании присутствовали члены комитета: Илю Странджов, сапожник, бывший ссыльный и отчаянный головорез; Христо Врагов, торговец, и Димо Капасыз, он же Беспортев, он же Редактор, хромой сапожник, заговорщик по призванию.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех