Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ир сăмах пирĕн базăра пур.
Ир (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне ирхине такамшӑн кӑвак хуппи уҫӑлнӑ пек илемлӗ ир килчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ир енне урам еннелли кантӑк умӗнчи ҫамрӑк хурӑн шӑнӑр туртнӑ пек шарт сиксе ыйхӑран вӑранчӗ те, шӑмшакне ҫемҫетнӗ пек, авкаланса, карӑнса илчӗ, вара хуллен шӗпӗлтетме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сӗлӗ ӑшӗнче тӗл-тӗл, сухал кӑпӑкламалли сӗркӗч пек, хӗрлӗ авӑрлӑ, шурӑ ҫемҫе мамӑклӑ уй пиҫенӗн пуҫӗсем сулланаҫҫӗ, хушшӑн-хушшӑн ана ҫийӗн ир пулнӑ хурхухӑн, пиҫенӗн кӗлт ҫиппи пек мамӑкӗсем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ир еннелле ҫеҫ каҫхи сулхӑнпа, пӳрӗ сывлӑшпа вӑй илсе чӗрӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Йӑмрасем тӑрринче ир пуҫласа каҫченех саркайӑксем юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кашни ир ҫарана хӑваласа тухнӑ вӑл пӑрусене, кун каҫиччен куҫ умӗнчен ямасӑр пӗрле ҫӳренӗ вӗсемпе.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Трактор уй урлӑ каҫать, ӑна хирӗҫ илемлӗ ир килет…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

«Паян каяймӑн тырӑ вырма, хиртех аптраса ӳкӗн тата», — тенӗччӗ вӑл, ир тӑрсан, арӑмне.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ав, килнӗренпе тӑватӑ-пилӗк сӑмах каларӗ-и, каламарӗ те-и. Ир тӑрать те тимӗрҫӗ лаҫҫине каять, таврӑнать те килте ӗҫ тупать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ир тӑрсан ун хӗрачи патне выляма чупатчӗ пӗчӗк Павӑл, е хӗрачи хӑй кӑн-кӑвак куҫне ҫиҫтерсе, сарӑ ҫӳҫне вӗҫтерсе ҫитетчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кӑвак ҫӳҫ тухма ир вӗт-ха — тет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ир те, каҫ та халь сӑмах ун пирки ҫеҫ, куҫ ун ҫинче ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ир тӑрсанах мастерскоя каять, унта куҫлӑ-пуҫлӑ ҫынсемпе юнашар тӑрса, чӳрече рамисем ӑсталать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ир те, каҫ та сан анкарти хыҫӗпе иртетӗп-ҫке.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӗҫтук вилни ҫинчен хут килнине пӑхмасӑр, ир те, кӑнтӑрла та, каҫ та упӑшкинчен ҫыру кӗтекен Укаҫ кама та пулсан чӗре ҫывӑхне ярӗ-и?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ир те, каҫ та ҫав сӑмах чӗлхе ҫинчен каймасть: подряд, подряд, подряд… —

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ир те, каҫ та вӗчӗрхенсе-кӑмӑлсӑрланса каланӑ сӑмахсене илтеттӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ир те, каҫ та: «Ниҫта ларма-тӑма ҫук, мӗншӗн кӑна пуҫа килсе чикрӗм кунта», — тесе калаҫатчӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юрарӗ мана ҫак ҫӗрҫӑташшӗ: виҫӗ ир кусарпа хӑйпӑтса лартӑм та плитасене — ҫитрӗ те лаҫӑ ӑшчиккине капӑрлатса хумалӑх.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку шухӑш Таранова ир те, каҫ та канӑҫ памарӗ: «Наталь пек вӗлтӗрккешӗн Инессӑна сивӗтрӗм, чӑнах тӑр ухмах эп», — вӑрҫрӗ вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех