Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗҫ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашисене тӑлласа ячӗҫ те, хуралҫӑсем уйӑрса, ҫывӑрма выртрӗҫ.

Стреножив лошадей и выставив сторожевое охранение, казаки улеглись позоревать.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унта ӑна сотньӑран казаксемпе сотня командирӗ хушшинче тухса кайнӑ хирӗҫӳ пирки канашлама ячӗҫ.

Туда посылала его сотня за советом по поводу возникшего с командиром сотни конфликта.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотньӑна станцӑран ҫурҫӗр тӗлӗнче кӑларса ячӗҫ.

Уже в полночь отправили сотню.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йӗпенсе кӳтнӗ сасӑсем юрра сӳрӗккӗн пуҫласа ячӗҫ те часах чарӑнчӗҫ.

Отсыревшие голоса вяло потянули песню и замолкли.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Офицерсем, ӑна утма ҫул уҫса парас тата хӗстерсе хурасран хӳтӗлес тесе, пӗр-пӗринчен тытӑнса йӗри-тавралла карта пекки турӗҫ, анчах пулӑшмарӗ — вӗсене тӗрлӗ енчен тӗрткелесе уйӑрса ячӗҫ.

Офицеры, взявшись за руки, образовали предохранительную цепь, но их разметали.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Саланас умӗн «Пӗр ҫӗкленчӗ те хумханчӗ православнӑй лӑпкӑ Дон» юрра янӑратса ячӗҫ, вуннӑмӗш сӑмавар чей ӗҫнӗ май, стаканӗсене чӑнклаттарса шаккарӗҫ, шӳтлӗ черккесем ҫӗклерӗҫ.

Перед уходом пели «Всколыхнулся, взволновался православный тихий Дон», допивали десятый самовар, под звон стаканов шутливые произносились тосты.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна пула ҫеҫ ҫарти начальниксен аллисене салтса ячӗҫ.

Ведь только благодаря ему отчасти развязали руки военачальникам.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем кулса ячӗҫ.

Солдаты засмеялись.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑштах шавлакаласа ларнӑ хыҫҫӑн вӗсем юрласа ячӗҫ.

Спустя немного они запели.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑвайт йӗри-тавра ларакансем пурте харӑссӑн пӗрӗхтерсе кулса ячӗҫ.

Сидевшие у огня дружно засмеялись.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Йӑлтах айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарса ячӗҫ!..

— Наворошили делов!..

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эх, лайӑх ислетсе ячӗҫ пире! — хӗпӗртенӗ евӗр каласа хучӗ Чубатый.

— Насыпали нам! — словно радуясь, выкрикнул Чубатый.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ку ҫакӑнтан та лайӑх палӑрчӗ: маршрут расписанийӗ тӑрӑх ҫӗр каҫма палӑртнӑ яла полкран каҫ пулас умӗн квартирьерсем кӑларса ячӗҫ те, вӗсем малтанхи кунах унтан нимӗнсӗр таврӑнчӗҫ; ялӗ Румыни чикки еннелле куҫакан артиллерипе пехота чаҫӗсемпе тулса ларнӑ пулнӑ.

Это видно было уже по одному тому, что в первый же день похода квартирьеры, высланные перед вечером в деревню, где по маршрутному расписанию была указана ночевка, вернулись ни с чем: деревня была до отказа забита пехотой и артиллерией, тоже передвигавшейся к румынской границе.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫыхӑнусӑр аса илӳсен уйрӑм татӑкӗсем Аксинья сӑнне тӗксӗмлетсе ячӗҫ.

Отдельные куски несвязных воспоминаний затемняли образ Аксиньи.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халтан ячӗҫ улма-чӑпар урхамаха!..

Укатали сивку!..

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулемет командинчен икӗ ҫынна арестлесе ҫар сучӗн аллине пачӗҫ; ыттисенчен — хӑшӗ-пӗрисене запас полксене ӑсатрӗҫ, теприсене казаксен 2-мӗш дивизийӗн полкӗсем тӑрӑх салатса ячӗҫ.

Из пулеметной команды двоих арестовали и предали военно-полевому суду, остальных — часть отправили в запасные полки, часть разбросали по полкам 2-й казачьей дивизии.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ытла вӑраха ячӗҫ ҫав…

— Кампанию затянули…

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тул ҫутӑличченех кимӗ ҫине апат-ҫимӗҫ, вӗрен, бурна, плащ, брезент хучӗҫ, кимӗ айккисене икӗ пакур ҫыхса ячӗҫ.

Еще на заре в нее погрузили продукты, два багра, укрепленных вдоль бортов, веревки, бурку, плащи, брезент.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Нумай пулмасть мана фермӑна агитатор туса ячӗҫ.

Недавно меня агитатором на ферме назначили.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Виҫҫӗшӗ те хаваслӑ кулса ячӗҫ, Мальцев Никита ҫеҫ кӑшт та кулмарӗ.

Все трое рассмеялись, а Никита Мальцев даже не улыбнулся.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех