Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Тепӗр кунне Моисей [тата Аарон] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ те — акӑ Левий йӑхӗнчен тухнӑ Аарон туйи ешерсе ларать: ҫулҫӑ сарнӑ, ҫеҫке ҫурнӑ, миндаль ҫимӗҫӗ ӳстернӗ.
Йыш 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев, ҫӗр пӑхма кайса килнӗскерсем, хӑйсен тумтирне туртса ҫурнӑ та 7. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне ҫапла каланӑ: эпир пӑхса ҫаврӑннӑ ҫӗр питех те, питех те аван; 8. Ҫӳлхуҫа, пире кӑмӑл курсассӑн, пире ҫав ҫӗре илсе кӗрӗ, ӑна — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пире парӗ; 9. анчах Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, ҫав ҫӗрти халӑхран ан хӑрӑр; вӗсем пирӗн алла лекӗҫ: вӗсен хӳтлӗхӗ пӗтрӗ, пирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр; вӗсенчен ан хӑрӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кам та пулин хӑйӗн ашакне е вӑкӑрне, е сурӑхне, е тата урӑх выльӑхне ҫывӑх ҫынни патне парса хӑварсассӑн, выльӑхӗ вилес пулсассӑн е амансассӑн, е ӑна тытса кайсассӑн, анчах ҫакна никам та куракан-тӑвакан пулмасассӑн, 11. илсе юлаканӗ «ҫын япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе Турӑ умӗнче тупа тутӑр; вара выльӑх хуҫин ҫакӑнпа ҫырлахмалла, лешӗн тӳлемелле мар; 12. хӑй патӗнченех вӑрласа тухас пулсассӑн, унӑн выльӑх хуҫине тӳлемелле пулать; 13. эхер те тискер кайӑк ҫурса пӑрахас пулсассӑн, ӗнентермешкӗн ҫурнӑ выльӑхне илсе пырса кӑтарттӑр: ҫурса пӑрахнӑ выльӑхшӑн вӑл тӳлемест.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем хӑйсен ҫийӗнчи тумтирӗсене туртса ҫурнӑ та, харпӑр хӑй ҫӗклемне ашакӗ ҫине тиесе, каялла хулана таврӑннӑ.13. И разодрали они одежды свои, и, возложив каждый на осла своего ношу, возвратились в город.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл хӑйӗн тумтирне туртса ҫурнӑ та 30. тӑванӗсем патне каялла таврӑнса: ача ҫук! ӗнтӗ манӑн, манӑн ӑҫта кайса кӗрес? тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ашакне йӗнерлесе тӑратнӑ, хӑйпе пӗрле икӗ тарҫине тата хӑйӗн ывӑлне Исаака илнӗ; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме вутӑ ҫурнӑ, вара ҫийӗнчех хӑйне Турӑ каланӑ вырӑна тухса кайнӑ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӗвел анса тӗттӗм пулса ҫитсессӗн, акӑ кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм тата вут ҫулӑмӗ касса ҫурнӑ выльӑхсем хушшинчен иртсе кайнӑ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.