Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чысне (тĕпĕ: чыс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне те пирӗн ҫӗршывӑн чысне Хусан ушкӑнӗ хӳтӗлерӗ.

И тогда честь нашей страны отстояла казанская группа.

Японире — чӑваш юрри // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Раҫҫей спорт-сменӗсене Олимпиадӑна хутшӑнма ирӗк парасса, унта вӗсем ҫӗршыв чысне хӳтӗлессе шанатӑп.

Верю, что Российским спортсменам разрешат участвовать в Олимпиаде, что они там защитят честь страны.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Шупашкар район чысне 3-ӗн хӳтӗлерӗҫ.

Втроём защищали честь Чебоксарского района.

Ҫӗршыв шайне тухас ӗмӗт тата пӗр утӑм ҫывӑхрах // Любовь ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Кӗрешме чӗнни, этем чысне хӳтӗлеме пӗлни, шухӑш-туйӑм пуянлӑхӗ, ҫут ҫанталӑк илемӗ, юрату, халӑха ҫывӑх чӗлхе…

Призыв к борьбе, умение защищать честь человека, богатство мыслей и чувств, красота природы, любовь, близкий народу язык...

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Кӗркунне Чӑваш Республикин чысне хӳтӗлеме Самар хулине кайӑп.

Осенью поеду в город Самару защищать честь Чувашской Республики.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тата район чысне те хӳтӗлемелле! Ҫавӑнпа: «Манӑн вӑхӑт ҫук», — теттӗм.

И честь района нужно защитить! Поэтому говорила: "У меня нет времени".

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Рассых Ямалетдинович тӑван республика тата Раҫҫей чысне вӑтӑр ҫула яхӑн хӳтӗленӗ, ҫак вӑхӑтра 300 ытла медальпе диплом ҫӗнсе илнӗ, Чӑваш Енре паян ун пек пархатарлӑ ветеран урӑх ҫук, — терӗ паллӑ журналист Юрий Плотников.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫӗнтерӳҫӗ командӑсем район чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Вӗсем Куславкка районӗн чысне республика, ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗлеме пултарччӑр, — тет Юрий Александрович.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Планетӑри халӑхсене пӗрлештерес тесе пирӗн те ҫине тӑрса ӗҫлемелле, Раҫҫей чысне ҫӳллӗ шайра тытма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Тирпейлӗх ял чысне ҫӗклет, тасамарлӑх ята ярать.

Куҫарса пулӑш

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Унтанпа 20 ҫул ытла иртнӗ пулин те, виҫӗ тус хоккей вӑййи районта аталантӑр тесе тӑрӑшать, район чысне республика шайӗнче хӳтӗлет.

С той поры хотя и прошло 20 лет, три друга стараются за развитие в районе хоккейной игры, честь района защищают на уровне республики.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

«Кӗтне» команда тренерсӑрах вӑйӑ техникине хӑнӑхса район чысне республикӑра ҫӳллӗ шайра хӳтӗлет.

Команда "Кубня" приучаясь к технике игры без тренера, на высоком уровне защищает честь района в республике.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Хальхи вӑхӑтра Шалти ӗҫсен министерствин Чулхулари академин тата Муркаш район чысне хӳтӗлекен Анатолий Кожевников 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Раҫҫей спорт мастерӗсем Е.Машенькина, Д.Кошкина, Т.Иванова, Е.Ларионова, Л.Купташкина тата ыттисем тӑван республика чысне ҫӗршыв турнирӗсенче ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

16. Сӑваплӑ савӑтсене ирсӗр аллипе тытнӑ, ытти патшасем ҫав вырӑнӑн мухтавӗпе чысне ҫӗклеме кӳнӗ парнесене ирсӗр аллипе йышӑнса, савӑнсах ҫылӑхлӑ аллипе ҫаратса тухнӑ.

16. Скверными руками принимая священные сосуды и иные вещи, пожертвованные от других царей на возвеличение и славу и честь святаго места, восхищая нечестивыми руками, раздавал.

2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пуян чухне чысне ҫухатнӑ ҫын чухӑна юлсассӑн мӗн тери чыссӑртарах пулӗ?

А бесславный в богатстве насколько будет бесславнее в бедности?

Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Вилӗ шӑна мирӑ шӑратаканӑн ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшне пӑсса пӑсӑк шӑршӑллӑ тӑвать; хисеплӗ ҫыннӑн чӗптӗм ухмахлӑхӗ те унӑн ӑслӑлӑхӗпе чысне ҫавӑн пекех пӑсса хӑварать.

1. Мертвые мухи портят и делают зловонною благовонную масть мироварника: то же делает небольшая глупость уважаемого человека с его мудростью и честью.

Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӗрлӗ олимпиада-конкурса хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекеҫҫӗ, шкул, район чысне ҫӳлти шайра тытма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫак командӑри Валерий Осипов, Василий Львов, Пахом Евгеньев, Вениамин Васильев, Авксентий Якимов, Валентина Иванова, Галина Николаева темиҫе хут та район чысне республика шайӗнче ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех