Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Янах сăмах пирĕн базăра пур.
Янах (тĕпĕ: янах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнтрӗк Бахолдинӑн пит-куҫне тӗксӗмлентернӗ, ҫавӑнпа унӑн тарӑн куҫ шӑтӑкӗсем, путса кӗнӗ пит ҫӑмартисем, янах айӗнчи пӗркеленнӗ ӳчӗ тата лайӑхрах палӑрать.

Сумрак утяжелял лицо Бахолдина, подчеркивал глубокий провал глазниц, ввалившиеся щеки и дряблый мешочек под подбородком.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алӑк яр уҫӑлчӗ те, пӳрте кулкаласа, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, Егор ачисем вирхӗнсе кӗчӗҫ: сап-сарӑ ҫӳҫлӗ хӗр-ача — сӑнӗпе амӑшнех пӑхнӑ хӑй, — унран пысӑкрах вун виҫӗ ҫулалла ҫитнӗ тӗксӗм пит-куҫлӑ арҫын ача тата пысӑк янах шӑммиллӗ, хура тутлӑ, ҫич-сакӑр ҫулти кӗрнек ача, — каснӑ-лартнӑ ашшӗ.

Дверь с шумом распахнулась, и в избу, смеясь и толкая друг друга, ворвались Егоровы ребятишки — русоголовая девочка, поразительно похожая на мать, смуглолицый, выше ее на голову, мальчик лет тринадцати и крупно-скулый, веснушчатый крепыш лет восьми, вылитый Дымшаков.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл Иван Алексеевича тепре чӑпӑрккипе туртса касрӗ, питне шӑмми патӗнчен пуҫласа сарлака янах варринчи путӑкӗ таран ҫурса ячӗ.

Он ударил Ивана Алексеевича еще раз плетью, рассек ему лицо наискось от надбровной кости до крутого, с ямочкой посредине, подбородка.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫне карта ҫинчен вӗҫертрӗ те вӑл темле питӗ сасартӑк, бинокльпе курнӑ пек уҫҫӑн, ҫывӑхрах лашасене хыпаланса тӑваракан матроссене, вӗсен пылчӑкпа лапӑртанса пӗтнӗ хура бушлачӗсене, сӑмахсӑр карттусӗсене янах айӗнчен хытӑ туртӑнтарса тӑхӑннипе тӗлӗнмелле ҫавракан туйӑнакан пит-куҫӗсене курчӗ.

Он оторвал взгляд от плетня и как-то внезапно и четко, будто притянутых биноклем, увидел уже вблизи матросов, суетливо выпрягавших лошадей, их черные, изляпанные грязью бушлаты, бескозырки, туго натянутые, делавшие лица странно круглыми.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӳрмен чӗлхӳшӗн янах шӑммине ватса яма пултаратӑп!» — тет.

И морду тебе за грубость побью!»

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аникушка шӑлавар кӗсйинчен сухари кӑларчӗ те, вӗтӗ шӑлӗсене тискер кайӑк пек йӗрсе, ҫуррине ҫыртса илчӗ, унтан хыпаланса кӗмпӗртеттернӗ май, янах шӑммине мулкач пек мӗкӗлтеттерме тытӑнчӗ.

Аникушка достал из кармана шаровар бурсак, откусил половину, хищно оголив мелкие резцы, и суетливо, как заяц, задвигал челюстями, прожевывая.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫи, Бунчук! — сӗнчӗҫ юлташӗсем; вара вӑл, янах шӑммине йывӑррӑн та ӳркевлӗн мӗкӗлтеттерсе, пӗр ҫӗре сӳрӗккӗн тирӗнсе пӑхса, ҫикеленӗ пек турӗ.

— Ешь, Бунчук! — предлагали товарищи, и он ел, тяжко и лениво двигая челюстями, тупо уставясь в одну точку.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн пичӗ ҫинчи суран ҫӗвекӗ кулнипеле хӑлхи вӗҫӗнчен пуҫласа янах ай таранах хӗрелсе тухрӗ.

Шрам его на всем протяжении, от кончика уха до подбородка, порозовел от улыбки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Василиса Ниловна ҫӗнӗ кофтӑпа, янах айӗнчен ҫавӑрса ҫыхнӑ шурӑ тутӑрпа, сарлака аркӑллӑ ҫӗнӗ юбка тӑхӑннӑ, вӑл купӑс калакан умне тулли стакан эрех, килте тунӑ колбасапа ҫӑкӑр чӗлли илсе пычӗ.

Василиса Ниловна, в новой кофточке и в белом платочке, завязанном узлом ниже подбородка, в новой юбке с широкой оборкой, поднесла гармонисту стакан вина и кусок домашней колбасы с хлебом.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юрлама чарӑнмарӗ хӑй, хушӑран ҫеҫ аллисемпе тӑнлавне хӗскӗчлесе тытрӗ, шӑлӗсене кӑчӑртаттарчӗ тата, усӑнса аннӑ янах шӑммине чӗтрентерсе, ӑссӑрлӑхӑн вӗри сывлӑшӗпе пиҫсе кайнӑ пуҫне чалӑштарса пычӗ.

Петь не переставал и лишь изредка стискивал ладонями виски, скрипел зубами и, дрожа отвисшей челюстью, кособочил голову, опаленную горячим дыханием безумия.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пичӗ ун ҫук, янах шӑмми ҫара кӑкарӗ ҫинче чалӑшшӑн выртать; ҫӳҫӗнчен кӑшт аяларахра ансӑр ҫамка палли пур; Ҫамки ҫумӗнчи шуранка ӳчӗ йӑлтах кукӑрланса, пӗтӗрӗнсе ларнӑ.

Без лица, на обнаженной груди косо лежала нижняя челюсть, а ниже волос белела узкая полоска лба с опаленной, скатавшейся в трубочки кожей.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ку ун чи юратнӑ кӗпи пулнӑ, ӑна вӑрҫӑчченех шурӑ пиртен горецсен бешмечӗ евӗрлӗ ҫӗленӗ: урлӑ-пирлӗ машина ҫӗвви чуптарнӑ ҫӳллӗ ҫухаллӑ, ҫанӑ вӗҫӗсем сарлака, пӑрҫа пысӑкӑш чӑмӑр тӳмисене пӗр ӗрет янах айӗнчен пуҫласа пиҫиххи таранах лартса тухнӑ, — пӗр сӑмахпа каласан, ку казак кӗпи ӗнтӗ, бриджипе тӑхӑнма килӗшекен кӗпе Сергей урӑх тупас та ҫук.

Это была его любимая рубашка из белого полотна, сшитая еще до войны на манер горских бешметов: стоячий воротник, простроченный и вкось и вкривь, широкие обшлага на рукавах, круглые, величиной с горох, пуговицы, пришитые одна возле другой от самого подбородка до пояса, — словом, это была казачья рубашка, и к армейским бриджам, которые носил Сергей, лучшую подобрать было невозможно…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Эпир тимӗр шапан сыхланса юлнӑ виҫӗ метрлӑ панцире тата унӑн аялти янах шӑммине тӗпчерӗмӗр.

«Мы изучили останки, которые состоят из трехметрового панциря и нескольких фрагментов нижней челюсти древней гигантской черепахи.

Авалхи тем пысӑкӑш тимӗр шапа юлашкийӗсене тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24404.html

— Эпӗ саншӑн каналья мар, ҫӗлен! — терӗ Григорий, усӑнса аннӑ аялти янах шӑммине итлеттереймесӗр тухтӑр патне утса пырса, — фронтра ҫук эсир! —

— Я тебе не каналья, гад! — не владея нижней отвисшей челюстью, шагая к доктору, сказал Григорий, — на фронте вас нету! —

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫирӗппӗн хуҫланса выртакан янах шӑммисемпе ҫынна хирӗҫ витӗр шӑтарса пӑхакан куҫӗсем ҫеҫ ӑна ытти ҫынсенчен уйӑрса илме май параҫҫӗ.

Лишь твердо загнутые челюсти да глаза, ломающие встречный взгляд, выделяли его из гущи остальных лиц.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урюпин ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, курпунтарах ҫын, унӑн аялти янах шӑммийӗ малалла тухса тӑрать, мӑйӑхӗн вӗҫӗсем калмӑксенни пек усӑнса тӑраҫҫӗ.

Был Урюпин высок, сутуловат, с выдающейся нижней челюстью и калмыцкими косицами усов.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халӗ, акӑ, юррӑн ҫав сыпӑкӗ, нимрен ытларах унӑн юлашки сӑмахӗ: «По-коо-о-р-ны-ы-ы-ы» тени пуҫӑма шӑвӑнса тухсанах, — ҫӑварӑм карӑлса каять, анасланипе янах шӑммисем чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, нерв чирӗ пулас пулать ку япала.

А когда в уме встает эта фраза, особенно конец: «По-коо-о-р-ны-ы-ы…» — челюсти мне судорожно сводит зевота, нервная по всей вероятности.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аллинче вӑл хайхи сӳсмен тимӗрне ҫавӑркалать, хӑйӗн кӑвакарса кайнӑ аялти янах шӑммийӗпе куҫхаршийӗсем сиксе чӗтреҫҫӗ.

Он вертел в руках железную занозу, дрожал посеревшей нижней челюстью и бровями.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗри — ҫӳллӗ кӗлеткелли, казаксен хӗрлӗ кӑшӑллӑ картузне тӑхӑнса, анӑрлахне янах айӗн янӑскер, вӑкӑр сӳсменӗнчен кӑларса илнӗ тимӗрпе юнаса пырать.

Один — рослый, в казачьей краснооколой фуражке, со спущенным под подбородок ремешком, — махал выдернутой из ярма железной занозой.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫых, ҫых, ухмах, уншӑн вӑл сана, тав тӑвас вырӑнне, янах шӑмминчен тыттарать-ха.

— Вяжи-вяжи, дура, а он замест благодарности морду тебе набьет.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех