Шырав
Шырав ĕçĕ:
Филькӑн аллисем лӑштах усӑнчӗҫ, чун хавалӗ пӗтсе кайрӗ.Как только заметил, руки его опустились, душевная слабость охватила его.
III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Чун пӗр хурланса, пӗр ачашланса килет, куҫсем шывланаҫҫӗ.Грудь стесняется чувством горьким и нежным, вызывающим слезы на глазах.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Манӑн та чун вырӑнта мар, анчах эпӗ шлепкене хывмастӑп.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Манӑн чун сӳ-ӳ! туса кайрӗ, пукан ҫине лак лартӑм та хускалайми пултӑм.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Манӑн чун вырӑнта мар, кӑмӑл пусӑрӑнчӑк, нимӗнле усал ӗҫ туман пулин те, темшӗн айӑплӑ пек туятӑп хама.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах кун пек чухне манӑн чун сӗмленекенччӗ; хальхинче те эпӗ пӑрахут анатран, Орлеантан, хӑпармалла пулӗ-ха тесе туйса илтӗм.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑт тӗлӗнтермӗш, ҫав самантрах манӑн чун ҫӗкленсе, хавасланса кайрӗ, мӗн тумалли те тӑруках паллӑ пулса тӑчӗ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Сӑмахпа эпӗ совесть хушнӑ пек тӗрӗс тӑватӑп тесе калатӑп, негр хуҫине ҫав негр ӑҫта пурӑннине ҫырса пӗлтеретӗп тетӗп, анчах хам пӗтӗмпех суятӑп иккен, ҫакна чун туять та пӗлет.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ак хайхи, чун кӗчӗ ҫаксене.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Джим хӳшӗрен чупса тухрӗ, аллисене сарса, мана ыталаса илчӗ — ҫав тери савӑннӑ вӑл; анчах эпӗ ҫиҫӗм ҫутинче ӑна курсан, манӑн чун тухсах тарчӗ — эпӗ каялла чака-чака шыва ӳкрӗм; ара, Джим Лир королӗ те, шыва путса вилнӗ араба та вылянине мансах кайнӑ-ҫке эпӗ, хӑранипе чутах вилмерӗм.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Шалта пӗр ҫутӑ та ҫук, ҫурчӗ хуп-хуран курӑнса ларать; чун хурлансах кайрӗ, темшӗн ҫав тери кӑмӑл пусӑрӑнчӗ манӑн, — хам та пӗлместӗп.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хулана ҫитрӗм, пӑхатӑп — урамсенче пӗр чун та ҫук, аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче кам тухса ҫӳретӗр.Добежал я до города, вижу — на улицах никого нет из-за грозы.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кирек мӗн калӑр та, унӑн чун хавалӗ, ман шутпа, кирек хӑш хӗрӗнчен те ҫирӗпрехчӗ; чӑн-чӑн вутчулӗ тетӗп эпӗ ӑна.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫакӑншӑн хӗрачасем те, негрсем те чӗрисем ҫурӑлса каясла кулянчӗҫ, пӗр-пӗрне ыталасах макӑрчӗҫ, вӗсене пӑхса хамӑн та чун питӗ пӑшӑрханчӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Чун канлӗ мар манӑн: ҫав тухтӑр мана килӗшмест, ман пуҫран тухмасть вӑл!Я все беспокоюсь: не нравится мне этот доктор, не выходит он у меня из головы!
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ну, тинех ҫӑлӑнтӑм тетӗп, чун кӑшт лӑпланчӗ, савӑнса кайрӑм.Ну, тут я понял, что выпутался благополучно, и мне стало много легче и веселей.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл «аминь» тенӗ-теменех халӑх хушшинче тахӑшӗ псалом юрлама тытӑнчӗ, ун хыҫҫӑн пурте хыттӑн кӑшкӑрса юрларӗҫ, вара манӑн чун ҫӗкленсе, хавасланса кайрӗ, чиркӳрен тухнӑ чухнехи пекех.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӑш-пӗр чухне юханшыв ҫинче пирӗнсӗр пуҫне чылай вӑхӑт пӗр чун та ҫук.Случалось, что на всей реке долго-долго не было никого, кроме нас.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫилленес-тӑвас пулсан, вӑл ашшӗ евӗрлех пӑхать те, чун чӗрне вӗҫнех ҫитет.А когда рассердится, то взглянет, бывало, не хуже отца — просто душа уйдет в пятки.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ӳкерчӗкӗсем хитре, анчах вӗсем мана темшӗн ытлах килӗшмерӗҫ, мӗншӗн тесен пурнӑҫра хутран-ситрен кулянмалли те пулкалать, ҫавӑн пек чух вӗсем ҫине пӑхатӑн та, чун пушшех хурланса каять.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.