Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑм сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑм (тĕпĕ: ҫӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑм тапакан арман лартас терӗмӗр — мӗнпур укҫана чиксе хурас пулать, — радиоузел лартма ӗмӗтлентӗмӗр — каллех вӑй нумай кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл халь патак вырӑнне аллине кӗреҫе тытнӑ, урине шап-шур ҫӑм чӑлха ҫийӗнчен калуш тӑхӑнса янӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳртри ҫынна Укахви сӗтел патне ҫитсе пӑхмасӑр та паллаймарӗ: пӗчӗк ҫеҫ карчӑк ҫӑм тутӑрне пуҫ ҫинченех пӗркеннӗ те пит-куҫне нимӗн чухлӗ те кӑтартмасть.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ хӑйӗн ҫӑм шӗлепкине пусарах лартрӗ те правленине кӗмесӗрех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ку сахал-ха, — терӗ Людмила, — халӗ вӑл пӗр ҫынна ман валли ҫӑматӑ тума ҫӑм леҫсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрарӑмсем, сӑмахран, ал тутрисем тӗрлеҫҫӗ, кинемейсем — ҫӑм нуски ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Ҫавӑн пек ӑсталӑх сехетӗнче Ҫӗнӗ Шупашкари 18-мӗш лицейра ачасене литературӑна вӗрентекен Ольга Кузьминова ҫӑм арлама вӗреннӗ, халӗ вӑл ҫав ӑсталӑха ыттисене хӑнӑхтарать.

Во время проведения одного из мастер-классов преподаватель литературы в лицее №18 Новочебоксарска Ольга Кузьминова усвоила премудрости по пряже шерсти, и теперь она учит этому мастерству других.

Музейра ҫӑм арлама вӗрентеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33259.html

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Литература музейӗнче ҫӑм арлама вӗрентекен ӑсталӑх класӗсем иртеҫҫӗ.

В Литературном музее имени Михаила Сеспеля проходят мастер-классы по прялке шерсти.

Музейра ҫӑм арлама вӗрентеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33259.html

Пӗлтӗр халӑхран аш-какай, сӗт, ҫӗрулми, пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла, ҫӑм, эмел курӑкӗ, макулатура, ҫӗтӗк-ҫатӑк 18 миллион та 735 пин тенкӗлӗх пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

Ольга Федоровна ал ӗҫӗпе кӗҫӗн классенче ӑс пухнӑ чухнех кӑсӑкланма пуҫланӑ, чи малтанах вӑл ҫӑм арлама, унтан тӗрӗ тӗрлеме вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Музейра чӑвашсен алӗҫӗсене кӑтартса паракан хатӗрсем те чылай - кӗнчелепе ҫӑм арлани, пир тӗртме станок лартнӑ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пӳрчӗ. 20 ӗмӗр // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Ахтупай тусанланса пӗтнӗ ҫӑм шӗлепкине пуҫ ҫине пусса лартса тулалла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫӑм тутӑрӗ айӗнчи ҫӳхе явлӑкне туртса антарчӗ те унпа Северьян пуҫне ҫыхса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуҫне вӑл шап-шур ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хальхи пек ӑшӑ тумтир пулман: ҫӑпата, сайра хутра ҫӑм атӑ, фуфайка, ҫӳхе кӗпе, улача тутӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Хӗрарӑм-тарҫӑсем нимрен малтан Чураппапа Нухрата систерме васканӑ, лешсем ҫӑм тутӑр пӗркенсе сӑхмансӑрах тухнӑ та ҫухалнӑ хуҫана хапха умӗнче кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Страствуй! — терӗ хуралҫӑ йӑвашшӑн, ҫӑм шлепкине хул хушшине хӗстерсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӑм алсиш тӑхӑнма именетӗп, — ӑшшӑн кулса илчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр кунхине ҫамки ҫинчи хушка чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш курӑнса тӑратчӗ, халь ав вӑл пачах палӑрми пулнӑ, вутпа ӗнтнӗ ҫӑм пек тӗксӗмленсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр ача ӑна шӑпӑрне тыттарчӗ, тепри ҫӑм шлепкине тӑхӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех