Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсемпе (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирлӗ ҫынсемпе темиҫе хутчен курса калаҫни, тӗрлӗ архивсене — Мускав таранах — ҫыра-ҫыра чӑрманни сая каймарӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Иртнӗ вӑхӑта каялла тавӑрма, ун чухнехи ҫынсемпе вӗсен ӗҫне-хӗлне ал тупанӗ ҫинчи пек курса тӑма, ҫавсем ҫинчен хальхи саманара пурӑнакансем ӗненмелле ҫырса кӑтартма ҫӑмӑл мар ҫав.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Илюш хӑйӗнчен аслӑрах ҫынсемпе ҫывӑх пулма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Мастерсем пире, паллах, кашнинчех пӗр ӗҫ тупса параймастчӗҫ, пирӗн тепӗр чух урӑх ҫынсемпе пӗрлех ӗҫлеме тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫак юлташсем инҫе ҫула тухнинчен ним чухлӗ те тӗлӗнмелли ҫук, мӗншӗн тесен тепӗр чух вӗсене укҫа ӗҫлесе илме ӗмӗтленнинчен ытларах хальччен пулман вырӑнсене ҫитсе курас, унти йӑла-йӗркепе, ҫынсемпе паллашас текен шухӑш та килтен хӑвалать, пуйӑс ҫине лартать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫавна май вӑл тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе тӑрӑннӑ, мана тӗлӗкре те тӗлленмен тӗрлӗрен ҫынсемпе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Мӑн кӑмӑллӑскер ҫынсемпе хӑр-хар калаҫать, вӗсене ним вырӑнне те хумасть.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Улшӑнусене пӑхмасӑр юлашки вӑхӑтра Скорпионсем профессире ҫӗнӗ картлашкасене парӑнтараҫҫӗ, ҫывӑх ҫынсемпе тата туссемпе хутшӑнӑва ҫирӗплетеҫҫӗ.

Несмотря на переменчивость, в последнее время Скорпионам удаётся достичь новых высот в профессии, укрепить отношения с близкими и преданными друзьями.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫывӑх ҫынсемпе уҫа пулӑр, унсӑрӑн вӗсем эсир тем пытарнине сисӗҫ.

С близкими людьми нужно быть откровеннее, иначе они заметят, что вы что-то скрываете.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсенче ҫывӑх ҫынсемпе кӑшт вӑрҫӑнма пултаратӑр.

На выходных возможны лёгкие недомолвки с близкими вам людьми.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑрӑн шухӑша улӑштара килменни, хирӗҫле кӑмӑл-туйӑм таврари ҫынсемпе харкаштарма пултараҫҫӗ.

Нежелание менять свою точку зрения, противоречивый характер могут привести к мелким ссорам с вашим окружением.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫынсемпе калаҫрӗ, шутлекелесе те илчӗ, хӑйне савӑнӑҫлӑ тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан хӑй ӑшӗнче ҫынсемпе, хӗвелпе, уҫӑ та ирӗк сывлӑшпа, таса тӳпепе сывпуллашрӗ те сасартӑк юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсене хирӗҫ вӑрмантан хӑшместӗр ҫыннисем туха пуҫларӗҫ, вӗсемпе пӗрле — кӑрал вырӑнне мӗн килчӗ, ӑна тытнӑ ҫуран ҫынсемпе палламан юланутҫӑсем.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӑвапине каснӑ чухне, — пӗлтерчӗ вӑл пурте илтмелле, — «Аҫу пек ҫирӗп те вӑйлӑ, ӗҫчен пул, тырпул акса тума та, аллунта пуртӑ тытма та, выльӑх-чӗрлӗх усрама та, тӑшманпа кӗрешме те пултар. Патька-патша пек ӑслӑ, пархатарлӑ, ҫынсемпе тарават, ырӑ кӑмӑллӑ пул. Вӗсем сан ҫинчен ӗмӗр ырӑ сӑмах кӑна калаччӑр», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сана хамӑн чи шанчӑклӑ ҫынсемпе пӗрле Хусан енне яратӑп.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карпиярвие ҫитсен, ялти ҫынсемпе тӗл пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Журналистикӑра, литературӑра тата радиора палӑрнӑ Надежда Силпи пултарулӑхне хисепе хурса ҫакнашкал сумлӑ ҫынсемпе ушкӑнсем йышлӑн пуҫтарӑнни — пысӑк чыс.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Территори пайӗсене ертсе пыракансен йышӗ те кӑҫал ҫӗнӗ ҫынсемпе пуянланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa

Ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе кӗрекере саркаланса ларма япӑх-им, терӗмӗр те, ача парнине васкасах илсе хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех