Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакнашкал шухӑш хура питри шур куҫсене аса илтерет; тинтерех ҫеҫ пурӑнма пуҫланӑ хӗр ҫав куҫсем тинкернине чӑтса ҫитерейместех; яланлӑхах ӑн ҫухатни е ухмаха ерни, тен, вилӗм хӑй, — Моргиана йышӑнӑвӗнчен пӗртен пӗр ҫаксем ҫеҫ тухса тӑраҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Джесси, хывӑнтарнӑскер, сӑнарсӑрлатнӑскер, — уйрӑм пайсен пухӑмӗ евӗр, вӗсем Моргианӑна уйрӑммӑн нимӗнпех те хускатса кисретеймеҫҫӗ; анчах ҫакӑ тиркев материалӗ пӗтсе ҫитиччен ҫеҫ тӑсӑлчӗ; Моргиана ӑна туллин тепре курчӗ те — Джессин черчен хупанкисенчен куҫӗсем ӑнтӑлуллӑ йӑл кулӑпа йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ; акӑ унӑн туллин пурӑнаслӑха хыпарлакан сасси янӑрать; унӑн куҫӑмӗсен-хусканӑвӗсен ӑна ҫеҫ тивӗҫлӗ уйрӑмлӑхӗсем асне килчӗҫ те — Моргиана уҫӑмлӑн курать: йӑмӑкӗ ҫуркунне пек аван.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Темиҫе ҫултан ҫеҫ, Тавасса тӑрӑхӗнче ылтӑн тупма пуҫласан, авантюра пирки сӑмах-юмах тухрӗ, ара, ылтӑн ӗмӗт мӑн ҫынсене те ача-пӑчана ҫавӑраять; анчах паллӑ марлӑхшӑн лӑпланма пултарайман ҫынсем ҫеҫ ҫырлахрӗҫ ҫак шухӑшпа, чӑнни вара…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Манӑн вӑрттӑнни ҫинчен, хамшӑн ҫеҫ пӗлтерӗшли ҫинчен комиссар Браунпа Гез чухлӗ ҫеҫ пӗлет, урӑхла каласан — нимех те.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Мӗншӗн Садуров художникӗн Чернобыльте ӳкерсе килнӗ картинисене, вӗсене халиччен Мускаври тата ытти хуласенчи выставкӑсенче пӗрре ҫеҫ мар кӑтартнӑ пулин те, тӑван республикӑра выставка йӗркелеме художнике ҫамрӑксен хаҫатӗнче хӳтӗлесе ҫырнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ йышӑннӑ?
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Хӑйне ҫеҫ аса илмӗ, хӑйне ҫеҫ ӳпкелемӗ.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
— Паллах, эпӗ сире тӗшшине ҫеҫ уҫса кӑтартрӑм, — тӑсрӗ малалла калаҫташӑм, — тӳрӗ йӗр ҫеҫ чӗрсе хутӑм, ҫак легенда аталанӑвне, ун пирки туллинрех эсир пирӗн архивра пӗлеетӗр.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
«Вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнекисене ҫеҫ йышӑннине пӗлсе тӑрсах ҫак конкурса хутшӑнас килчӗ. Укҫа выляса илессишӗн мар. Ку — литература премийӗ, унта автор пултарулӑхне ҫиелтен, аннотаци тӑрӑх ҫеҫ, хакламаҫҫӗ, тӗплӗн тишкереҫҫӗ. Ку — пӗр сӑлтав. Тепӗр сӑлтавӗ — ҫак премие ача-пӑча валли сӑвӑ ҫыракансене хавхалантарас тата Елена Благинина ятне асра тытас, унӑн поэзине пропагандӑлас тӗллевпе йӗркеленӗ. Мана ҫак авторӑн поэзийӗ килӗшет», — тенӗ Галина Алексеевна.
Галина Матвеева кӗнеки диплома тивӗҫнӗ // Галина Никитина. https://chuvash.org/news/31644.html
Ҫулӑмлӑ кӑвайтран ҫивӗч кӑвар куҫӗсен купи ҫеҫ юлчӗ, вӗсем ҫӗре, хуҫланакан ҫӗҫҫе, эпӗ ларакан йӗнер тӑхине курӑни-курӑнми ҫеҫ ҫутатаҫҫӗ, эпӗ пуҫ ҫийӗнчи курӑнми ҫулҫӑсен салху чӑштӑртатӑвне тӑнлатӑп.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Чӑн та, ӑссӑрскер хӑйӗн пуҫ купташкине аркатассине хирӗҫ — пилӗк шанӑҫ ҫеҫ, анчах эпӗ темшӗн вӗсене пӗтерсе хурассине кӗтетӗп, ҫавӑнпа та нервсен хирӗҫлев туйӑмӗпе кӗтнӗ перӳ — курокӑн тимӗр янӑравӗ — вырӑнне чӑнклату ҫеҫ илтсен те тимлӗхӗм пӗртте йӑмшахланмарӗ.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Иккӗшӗ те хытах хумханаҫҫӗ, анчах ҫакӑ икӗ алӑ ҫирӗппӗн чӑмӑртаннинче ҫеҫ сӑнарланчӗ; британ вулкана ӳкнӗ чухне те тилӗрсе ҫухӑрашмасть, лӑпкӑн ҫеҫ евитлет:
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ку ҫутӑ мар, ҫутӑ ӗмӗлки ҫеҫ темелле, ӑна Гент тӑракан ҫӗртен сӗм тӗттӗмлӗхре ҫеҫ палӑртаятӑн.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Мӗншӗнне хам та тӗплӗн ӑнланмасӑр — эпӗ паянхи каҫ савӑнӑҫ ҫеҫ курасшӑн; кӑткӑс сӑлтавсем пайланӑ икӗ алла пӗр-пӗринпе телейлӗн перӗнтерес килнӗрен ҫеҫ мар, — манра савӑнӑҫ-хӑпартлану хистевӗ ҫӗкленет: кӑмӑлӑм, хӗрӳ туйӑм-ӗмӗт ҫапла ыйтаҫҫӗ, тӗлӗнмелле кунашкал лару-тӑрура ӗмӗт-туйӑм чипер-хитре кӑна пулма тивӗҫли иккӗлентермелле марах.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Ҫук, — терӗ мана хирӗҫ Чубук, тимлерех итлесе, — ку ахаль ҫеҫ… вӑхӑт иртсе кайсан, ҫиллисене шӑнарайманнипе ҫеҫ переҫҫӗ.— Нет, — ответил Чубук, прислушиваясь, — это так… после времени досаду срывают.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӗлӗнсе кайнӑскер, — ара, кунта вӑрман ҫеҫ, сӗм вӑрман ҫеҫ тӑсӑлса выртмалла, вун тӑватӑ кун кайсан та пур енче те негрсен пӗр ялӗ те ҫук, — сунарҫӑ сасӑ тӗлнелле утнӑ, ӑна унта питӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Вӑл хавхалансах кайрӗ, ҫак сӑмахсене витӗмлӗрех те мӑнаҫлӑрах янӑратмашкӑн тунката ҫине хӑпарса тӑчӗ; тепӗр хут ӑнтӑлса та тарӑхса хыттӑн кӑшкӑрчӗ ҫеҫ — ҫав самантрах сиксе анчӗ те Жан хыҫне пытанчӗ, «Ай!» — тесе ҫеҫ ӗлкӗрчӗ.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
Пӑр пек сивӗ ҫил ҫинчи пит евӗр — унӑн шурӑ кӑкӑрӗ ҫӗр нӳрӗлӗхӗнче шӑнса кӳтрӗ, тин ҫеҫ хӗп-хӗрлӗ пулнӑ пит ҫӑмартисене ӗсӗклесе йӗнӗрен сӑрӑ тӗс ҫапрӗ; ҫӗнтерейми вӑйсӑрлӑх майӗпен-майӗпен сывлава чакарчӗ, — унӑн нервла тикӗс марлӑхӗнче вил тӑпри курӑкӗ, хӗр тӑнлавне ытамланӑскер, куҫҫуль ахрӑмне ҫеҫ кӑштах туять.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Арно Нессар профессор сыватмӑшне вырнаҫтарнӑ Скоррей ӑсран кайнӑ ҫеҫ мар, урма та пултарать-мӗн, чӑн та, вӑйсӑр шайра ҫеҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Акӑ сана тин ҫеҫ хатӗрленӗ катлет — пӗҫермелле ҫеҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Пӗр ҫакӑ ҫеҫ кӑштах лӑплантарать: темле йӑнӑшсем тунӑ пулсан та, эпӗ совӗҫе, чуна хирӗҫ кайман, ку е вӑл ӗҫе халӑхшӑн усӑллине чӗререн ӗненнипе, шаннипе ҫеҫ туса пынӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.