Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫатӑртатса (тĕпĕ: ҫатӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кухньӑра типӗ курӑкпа турат-тӗрет ҫатӑртатса ҫунни илтӗнет.

слушал, как потрескивает на кухне горящий хворост.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Пурте йӗркеллех иртсе каятчӗ-и тен, анчах Ефим шӳтлесе кӑшкӑрни пӗтӗм ӗҫе пӑсса хучӗ, вара Ефимшӑн пачах кӗтмен ӗҫ пулса иртрӗ: хӗрарӑмсем, ахӑлтатса ҫухӑрашса, ӑна парта ҫинчен туртса антарчӗҫ, тахӑшӗн тӗксӗм алли Ефимӑн сарӑ сухалне ҫатӑрласа илчӗ, ун ҫийӗнчи саттин кӗпе ҫӗввисем тӑрӑх та, ҫӗвӗсӗр вырӑнтан та ҫатӑртатса ҫурӑлма пуҫларӗ.

Может быть, все и обошлось бы чинно-мирно, но шутливый выкрик Ефима послужил как бы сигналом к разрядке напряженности, и дело приняло совсем неожиданный для Ефима оборот: с хохотом и визгом женщины стащили его с парты, чья-то смуглая рука зажала в кулаке каштановую бороду Ефима, и звучно затрещала на нем по всем швам и помимо швов новая сатиновая рубаха.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кулнӑ сасӑ пӗрре типсе хӑрнӑ вӑрман ҫатӑртатса ҫуннӑ пек кӗрлесе илет, тепре лӑпланса ларать.

Смех то вспыхивал горящим сухостоем, то гаснул.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хыҫалта хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗҫ, шавлама тытӑнчӗҫ, анчах Любишкин хаяр куҫӗсемпе йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн каллех лампа хӑювӗ шӑппӑн ҫатӑртатса ҫунни илтӗнекен пулчӗ.

Позади заигогокали, загомонили, но Любишкин повел кругом суровым глазом, и опять стало слышно, как с тихим треском горит в лампе фитиль.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лампа тӗтӗм кӑларса ҫунать, хутран-ситрен кӑмака питлӗхӗ ҫатӑртатса илет, урайӗнче выртакан ҫӑкӑр хыттисем кӑштӑртатаҫҫӗ.

Коптила лампа, изредка потрескивала заслонка печи, и корки испеченного хлеба на полках тоже трещали.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Пӗчӗк ҫынсем пысӑк йывӑҫсем хушшипе, хаяр аҫа ҫапса шавланипе пӗшкӗнсе, малалла утнӑ; улӑп-йывӑҫсем, тайӑла-тайӑла, ҫатӑртатса, ҫилӗллӗ, хӑрушӑ юррине янӑратнӑ; ҫиҫӗмсем, сивӗ, сенкер ҫутӑпа йӑлтӑртатса, вӑрман ҫийӗпе вӗҫе-вӗҫе иртнӗ; вӗсем, ҫынсене хӑратса, сасартӑк ҫиҫсе илнӗ те, ҫийӗнчех таҫта кайса ҫухалнӑ.

Шли маленькие люди между больших деревьев и в грозном шуме молний, шли они, и, качаясь, великаны-деревья скрипели и гудели сердитые песни, а молнии, летая над вершинами леса, освещали его на минутку синим, холодным огнем и исчезали так же быстро, как являлись, пугая людей.

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Ҫав наркӑмӑшлӑ сывлӑш сарса выртакан шурлӑха хӑваласа кӗртнӗ телейсӗр ҫынсем пурӑннӑ вӑрман шӑв-шавӗ ҫинчен куҫ умне курӑнмалла, илтӗнмелле, юрланӑ пек, чун тӗпӗнчен ҫатӑртатса тухакан сасӑпа каласа парать вӑл…

Она говорила певуче, и голос ее, скрипучий и глухой, ясно рисовал предо мной шум леса, среди которого умирали от ядовитого дыхания болота несчастные, загнанные люди…

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Унӑн ҫатӑртатса тухакан сассинче манӑҫа юлнӑ ӗмӗрсен, халь асаилӳсем пулса карчӑк чӗрине пуҫтарӑннӑ ӗмӗрсен, кӳленӗҫлӗ сасси илтӗннӗн туйӑнчӗ.

Ее скрипучий голос звучал так, как будто это роптали все забытые века, воплотившись в ее груди тенями воспоминаний.

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Кӗпе ҫатӑртатса ҫурӑлни илтӗнчӗ — Гаврила куҫне ӑссӑр тавӑрса пӑрахса, пӳрнисемпе сывлӑшран тытасшӑн пек пулса, урисемпе тапкалашса хӑйӑр ҫинче выртрӗ.

Треск разрываемой рубахи — и Гаврила лежал на песке, безумно вытаращив глаза, цапаясь пальцами рук за воздух и взмахивая ногами.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Хӑйӗн шӑллӑ ҫӑварне типсе ҫитнӗ, ҫатӑртатса тӑракан кӗлтесем тӗртсе кӗртсен, вара вӑл шӑмӑ кышлакан йытӑ пекех хӑрӑлтатрӗ, мӑкӑртатрӗ.

Когда в ее зубастую пасть совали жаркий шуршащий сноп, она ворчала, задыхалась, словно пес над костью.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑкӑр, хӑйӗн ҫулне пӳлме хӑйнӑшӑн тӗлӗннӗ пек пулса, чугун пек ҫирӗп ҫамкипе кивӗ картана пырса тӗкрӗ; лешӗ вара ҫатӑртатса йӑванса кайрӗ.

Удивляясь, как это ему посмели перегородить путь, бык уперся своим чугунным лбом в старенькую изгородь; та крякнула и повалилась на землю.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах вӑл ҫак пурнӑҫа юратать: хура куҫҫулӗ юхтарать пулин те, канӑҫа пӗлмест пулин те, вӑл ӑна ӗлӗкхи лӑпкӑ пурнӑҫпа улӑштарас ҫук; ун чухне вӑл Обломова пӗлменччӗ, сиксе вӗрекен, ҫатӑртатса ҫунакан кастрюльсем, ҫатмасем, чӳлмексем таврашӗнче хуҫаланатчӗ, Акулинӑна, дворнике ӗҫ хушатчӗ.

Но она любила эту жизнь: несмотря на всю горечь своих слез и забот, она не променяла бы ее на прежнее, тихое теченье, когда она не знала Обломова, когда с достоинством господствовала среди наполненных, трещавших и шипевших кастрюль, сковород и горшков, повелевала Акулиной, дворником.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Лӗпӗртетме мар, эпӗ шухӑшламастӑп та, — терӗ Анисья, хӑйӑ чӗлнӗ пекех ҫатӑртатса.

Я и в мыслях не думаю, не токмо что болтать, — трещала Анисья, как будто лучину щепала.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кухньӑра каллех ҫатӑртатса вут ҫунать, каллех ҫӗҫӗсем пӗр ҫеммӗн шаклатни илтӗнет: каҫхи апат пӗҫереҫҫӗ.

На кухне опять трещит огонь, опять раздается дробный стук ножей: готовится ужин.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӑр ҫатӑртатса ҫурӑлнӑ, арканнӑ пӑр катӑкӗсем карап корпусӗн айне пулнӑ.

Лед с глухим треском ломался, разбитые льдины уходили под корпус.

Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Шӑплӑхра пӑхӑр шандалсене вырнаҫтарнӑ ҫуртасем ҫатӑртатса ҫунни те лайӑх илтӗнет.

В тишине потрескивали свечи в тяжелых медных шандалах.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Каминри вутӑ ҫатӑртатса ҫунать.

Потрескивают дрова в камине.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ӗҫе пӑрахмасӑрах пӗлӗт ҫинелле пӑхрӑм та тӗлӗнсе кайрӑм: прожекторсем ӑсран кайса шыранипе сарӑ уйӑх ҫутатакан лӑпкӑ каҫ хушшинче тавҫӑрса илейми уйрӑмлӑх пур, тискерӗн те капӑрӑн курӑнчӗ вӑрҫӑ сӑн-сӑпачӗ, пулеметсем кӗскен-кӗскен ҫатӑртатса янратаҫҫӗ, ҫӳлӗ уяр тӳпе ҫине тӗрлӗ тӗслӗ ракетӑсем ярӑнса хӑпараҫҫӗ.

Не отрываясь от работы, я взглянула на небо и поразилась: так странен был контраст между безумством шарящих прожекторов и спокойствием чистой ночи с равнодушно жёлтой луной, так страшна и нарядна была картина войны с коротким треском пулемётов, стремительным полётом разноцветных ракет в ясном, высоком небе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эх, ҫатӑртатса кайрӗ вара!

Ого, как она затрещала!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫипсем ҫатӑртатса татӑлнине илтсессӗн, Савельич кӑшт ҫеҫ уласа йӗрсе ямарӗ.

Савельич чуть не завыл, услышав, как нитки затрещали.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех