Шырав
Шырав ĕçĕ:
37. Исаак Исава хуравласа каланӑ: акӑ эпӗ ӑна санӑн хуҫу туса хутӑм, унӑн тӑванӗсене пурне те унӑн чури турӑм; ӑна тырӑ-пулӑ, эрех пиллерӗм; ывӑлӑм, саншӑн эпӗ мӗн тӑвайӑп ӗнтӗ? тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Авраам чури, вӗсен сӑмахне илтсессӗн, ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ.52. Когда раб Авраамов услышал слова их, то поклонился Господу до земли.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ килнӗ ҫула Эсӗ ӑнӑҫлӑ тӑватӑн пулсассӑн, 43. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, [хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ,] шыв ӑсма тухакан пӗр хӗрне эпӗ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тейӗп, 44. «хӑв та ӗҫ, эпӗ тата санӑн тӗвӳсене те ӑсса парӑп» тесе калакан хӗр манӑн хуҫамӑн ывӑлӗ валли [Хӑйӗн Исаак чури валли] Ҫӳлхуҫа тупса хунӑ хӗр пулӗ; [Эсӗ манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тунине эпӗ ҫавӑнтан пӗлӗп], терӗм.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ — Авраам чури; 35. Ҫӳлхуҫа Турӑ манӑн хуҫама питех те пиллерӗ, вӑл асла тухрӗ: Ҫӳлхуҫа ӑна сурӑхсемпе вӑкӑрсем, кӗмӗлпе ылтӑн, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем, тӗвесемпе ашаксем пачӗ; 36. Сарра, манӑн хуҫамӑн арӑмӗ, ватӑлса ҫитсессӗн манӑн хуҫама [пӗр] ывӑл ҫуратса пачӗ, хуҫамӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне пачӗ; 37. хуҫамӑм мана тупа тутарса каларӗ: манӑн ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗрти ханаансен хӗрне ан ил, 38. манӑн аттем килне, манӑн тӑванӑмсем патне кай, манӑн ывӑлӑм валли арӑм [ҫавӑнтан] илӗн, терӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Чури хӑй хуҫин тӗвисенчен вунӑ тӗве илнӗ те кайнӑ.10. И взял раб из верблюдов господина своего десять верблюдов и пошел.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Чури ӑна каланӑ: тен, хӗрарӑмӗ манпа пӗрле ҫак ҫӗре килесшӗн пулмӗ? вара манӑн санӑн ывӑлна эсӗ тухса килнӗ ҫӗре каялла илсе каймалла-и? тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Унтан каланӑ: Симӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ; Ханаан Симӑн чури пулӗ; 27. Турӑ Иафет йӑхне хушсах пытӑр, вӑл Сим чатӑрӗсене кӗрсе вырӑнаҫтӑр; Ханаан унӑн чури пулӗ, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ной мухмӑртан урӑлса тӑнӑ та хӑйне кӗҫӗн ывӑлӗ мӗн тунине пӗлсе 25. каланӑ: Ханаан ылханлӑ пултӑр; вӑл хӑйӗн тӑванӗсем патӗнче чурасенӗн чури пулӗ, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.