Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапӑл сăмах пирĕн базăра пур.
хапӑл (тĕпĕ: хапӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ноябрӗн улттӑмӗшпе ҫиччӗмӗшӗнче Сталин юлташ тухса калани ҫинчен, Залкинд патӗнче пулса иртнӗ канашлура Петя Гудкин ӑна питлесе калаҫни ҫинчен, Миронов генерал вилни ҫинчен тата хӑйӗн шӑллӗ Володя ҫинчен, ача чухнехи тусӗсемпе Днепр хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳртре тупа туни ҫинчен, вӑхӑт хуса ҫитме ҫук часах иртни ҫинчен, пурнӑҫпа пӗрле пырассине манса кайни ҫинчен, Моцартпа Сальери ҫинчен, каппайчӑк мещенӗн ирсӗр, кая юлса пыракан ватӑ инженерсем «лояльность» тесе ят панӑ теорие хапӑл тӑвакан Грубский ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Он говорил о выступлениях товарища Сталина шестого и седьмого ноября, о совещании у Залкинда и обличительной речи Пети Гудкина, о гибели генерала Миронова и своем племяннике Володе, о друзьях детства и о клятве юности в домике над Днепром, о непостижимом беге времени и об утере им чувства ритма жизни, о Моцарте и Сальери, о патроне своем Грубском — носителе гнусной теории самодовольного мещанства, именуемой «лояльностью» отсталыми инженерами его возраста.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӑй те, арӑмӗпе ывӑлӗ те мана ялан хапӑл туса йышӑнатчӗҫ.

Он, его жена и сынишка встречали меня всегда очень приветливо.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Лазаревсем, яланхи пекех, мана хапӑл туса йышӑнчӗҫ.

Лазаревы встретили меня, как всегда, очень радушно.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Партизансен командованийӗ колхозниксене хапӑл туса йышӑнать.

Командование партизан устроило беженцам радушную встречу.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

«Костя» амӑшӗ, Мария Павловна, хапӑл тусах йышӑнчӗ мана: — Халлӗхе пирӗн патӑмӑрта пурӑнма пулать.

Мать «Кости» Мария Павловна встретила меня приветливо и просто: — У нас пока можно пожить.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Партизансене пытарса пурӑннӑшӑн персе вӗлерессине вӗсем аван пӗлнӗ, ҫапах та пире хапӑл туса йышӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

Они хорошо знали, что за укрытие партизан рискуют жизнью, и старались дать нам почувствовать, что мы им не в тягость.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вунӑ ҫын тупӑнчӗҫ хапӑл тӑвакансем.

Целых десять человек оказалось желающих.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Ҫук, эпӗ Железкин патне каятӑп, ӑна эпӗ рабочисене каласа пама ыйтасшӑн, — тен кайма хапӑл тӑвакансем тупӑнӗҫ.

— Нет, я пойду к Железкину: пусть скажет рабочим. Охотники найдутся.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Аха-а, — терӗ те мужик тӑсарах, темӗншӗн, хапӑл тунӑ пек, пуҫне сулчӗ.

— Ага! — протянул мужик, почему-то одобрительно кивнул головою.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Евангели ҫинче те: «тутлине ҫинӗ хыҫҫӑн йӳҫҫине хапӑл тумӑн» тесе каланӑ вӗт.

И в евангелии сказано — поевши сладкого не захочешь горького.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Лешсем ӑна хапӑл тусах кӗтсе илмерӗҫ, паллах.

А они, надо сказать, встречали ее далеко не приветливыми гримасами.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Утатри-чупатри, вылятри-кулатри, пире хапӑл тӑватри?

— Ну, как поживаете, подружки, меня в бригаду примете?

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗнле амӑш хапӑл ан тутӑр ун пек вӑрҫа?

Какая мать не благословит такой войны?

«Тӗп пултӑр вӑрҫӑ!» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хапӑл тӑватпӑр!

Добро пожаловать!

Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хапӑл тӑватпӑр, хаклӑ хӑнасем!

— Добро пожаловать, дорогие гости!

Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хӑшпӗр ҫынсем хӑнасене хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, анчах хӑшӗ-пӗрисемшӗн хӑна вӑхӑчӗ пустуй сӑмах персе ларнӑ вӑхӑт пек ҫеҫ туйӑнать.

Есть люди, которые с удовольствием принимают гостей, а есть и такие, для которых это обуза и лишняя трата времени.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Чӗнмесӗр-тумасӑр хӑвӑр лайӑх пӗлекен, сире ялан хапӑл тӑвакан ҫын патне ҫеҫ кайма юрать.

Можно без приглашения идти только в тот дом, где вы заведомо уверены, что визиту вашему будут рады.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хуҫисене хапӑл тӑватӑр пулсан юрлӑр та ташлӑр.

А коль хотите хозяев уважить — спойте им да спляшите.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Малтанласа ӑна страшник хапӑл туса йышӑнмарӗ, каярахпа ӑнланчех пуль ҫав Ваҫилей камне, кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ.

И все равно Васьлей был доволен, хотя поначалу стражник принял его по-хамски.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫунан вута пуҫна ан чик, хапӑл туман ҫӗре кӗме ан сӗкӗн.

Так что не суй голову в пекло, не вступай в разговор с теми, кто не рад твоему приезду.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех