Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗнне (тĕпĕ: тӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыраканни католикла архирей пулнӑ пулсан, вӑл, паллах, папа тӗнне тытса пыртарасшӑн пулнӑ пулӗччӗ.

Если бы католический архиерей писал, он, точно, стал бы обращать в папскую веру.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Апла вӑл унта папа тӗнне тытса пыртарасшӑн мар пуль-ҫке?

— Так он там не в папскую ли веру обращает?

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Католик тӗнне тытнӑ, шӑп ҫавна.

— Католик, натурально.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫав ҫын халӑх тӗнне пӑрахса ислам йышӑннӑ пулать, тавралӑхӑн тӑрӑхтӗперӗ (наместник) пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Эпӗ хӗрес лартасшӑнччӗ те, анчах темӗнле, лайӑх мар пек туйӑнчӗ: ҫапах та вӑл Христос тӗнне йышӑнманччӗ-ҫке-ха…

Я хотел было поставить крест, да, знаете, неловко: все-таки она была не христианка…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Чӑваш Ен православи тӗнне пӑхӑнать.

— Чувашия исповедует православие.

Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ // М.И. Игнатьев пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35

Православи тӗнне ӗненекенсем масар ҫине эрех-сӑра ӗҫме, апат ҫиме каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Чӑвашсем христианство тӗнне йышӑнсан ку йӑласем манӑҫа тухма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни халӑхра йывӑҫ-курӑка сума сӑвасси паян кунччен упранать, язычество тӗнне ӗненекенсем вара кашни йывӑҫӑн хӑйӗн хӑвачӗ пур, кашни ҫыннӑн — хӑйӗн йывӑҫӗ тесе шаннӑ.

У живущих на земле народов до сих пор сохранилось уважение к растениям, а язычники верили, что у каждого дерева есть своя сила, у каждого человека - свое дерево.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Каярах вӗсем Мӑнкунпа (ку ят чӑвашсем вырӑс тӗнне кӗрсен ҫирӗпленнӗ-тӗр) пӗрлешсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ку йӑлана ислам тӗнне йышӑннӑ пӑлхарсем те ирттерни паллӑ (Хусан тутарӗсен вӑл джиен ятпа ҫирӗпленсе юлнӑ).

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Оля православи тӗнне йышӑнчӗ, ывӑлсене тӗне кӗртрӗмӗр.

Оля приняла православие, и сыновей крестили.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Арҫынна хӑй ҫумне май пур таран ҫирӗпрех ҫыхас тесе вӑл тӑватӑ ача ҫуратнӑ, тӗнне улӑштарма хатӗрленнӗ.

Чтобы привязать мужа к себе как можно крепче, она родила четверых детей, готовилась сменить вероисповедание.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Православи тӗнне йышӑнтариччен авалтан килекен чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Ӗлӗкхи мӑн асаттесем чӑн чӑваш тӗнне, йӑли-йӗркине, ҫут ҫанталӑк саккунне пӑхӑнса масара ялӑн хӗвеланӑҫ енне тунӑ.

В старину наши прадеды, соблюдая настоящую религию чуваш, обычаи, законы природы, расположили кладбище на западной стороне деревни.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Хӑйӗн тӗнне, хӑйӗн культурине, хӑйӗн чӗлхине сутман, пӑрахман, улӑштарман.

Не продал, не сбросил, не изменял свою религию, свою культуру, свой язык.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Православи тӗнне ӗненекеншӗн ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Для православного человека это важно.

Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

13. Пурне те чӗрӗ тӑвакан Турӑ умӗнче, Хӑйӗн ырӑ тӗнне Понтий Пилат умӗнче каласа кӑтартнӑ Христос Иисус умӗнче сана хушса калатӑп: 14. хамӑра мӗн хушнине Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр киличченех таса та тӗп-тӗрӗс усра.

13. Пред Богом, все животворящим, и пред Христом Иисусом, Который засвидетельствовал пред Понтием Пилатом доброе исповедание, завещеваю тебе 14. соблюсти заповедь чисто и неукоризненно, даже до явления Господа нашего Иисуса Христа,

1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эпӗ унччен иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне епле пурӑннине эсир илтнӗ: эпӗ Турра ӗненекенсене хаярла, пӗтересле хӗсӗрленӗ; 14. аттемӗрсенчен юлнӑ йӑласемшӗн эпӗ виҫесӗр хытӑ тӑрӑшаттӑм, иудей тӗнне ман чухлӗ пӗлекен, ӑна ман пек ҫирӗп тытса тӑракан хамӑн тантӑш хушшинче сахалччӗ.

13. Вы слышали о моем прежнем образе жизни в Иудействе, что я жестоко гнал Церковь Божию, и опустошал ее, 14. и преуспевал в Иудействе более многих сверстников в роде моем, будучи неумеренным ревнителем отеческих моих преданий.

Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Пуху вӗҫленнӗ хыҫҫӑн темӗн чухлӗ иудей тата суя тӗнрен иудейсен тӗнне куҫнисем, Турра хисеплекенскерсем, Павелпа тата Варнавӑпа пӗрле кайнӑ; лешӗсем ӗнтӗ, вӗсемпе калаҫса пырса, вӗсене Турӑ тивлетне шанса пурӑнма ӳкӗтленӗ.

43. Когда же собрание было распущено, то многие Иудеи и чтители Бога, обращенные из язычников, последовали за Павлом и Варнавою, которые, беседуя с ними, убеждали их пребывать в благодати Божией.

Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех