Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарса (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран вара, хамӑра ан тупчӑр тесе, тарса пытантӑмӑр…

А потом спрятались, чтобы не нашли нас…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсен хушшинче — ӗлӗкрех хресчен пулнӑ, анчах типӗ ҫанталӑка тата чӑтма ҫук йывӑр налога пула хулана тарса килнӗ ҫынсем, пӗрре ӗҫрен хӑваласа кӑларнӑ, халӗ хӑйсене хӑҫан та пулин ӗҫ тупса парасса шанми пулнӑ ватӑ ремесленниксем, квалификаци илме ӗлкӗричченех ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑксем пулчӗҫ.

чернорабочие — вчерашние крестьяне, которых засуха и непосильные налоги погнали в город, старики-ремесленники, очутившиеся за бортом и уже потерявшие надежду на то, что их когда-нибудь еще примут на работу, молодежь, еще не успевшая получить никакой квалификации и уже попавшая в ряды безработных.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ытлашши супӗлтетме те, ӗҫрен тарса ҫӳреме те юрамасть.

Нельзя ни болтать, ни отлынивать от дела.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сӑнран кайнӑ ватӑ мастер кивӗ шӗлепкесӗрех будка алӑкӗнче курӑнсан, хӑраса ӳкнӗ ачасем ӑҫта тарса пытанмаллине те пӗлеймерӗҫ.

Перепуганные ученики не знали, куда броситься, когда, бледный, без шляпы, в дверях будки показался старый мастер.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасем пӗри те пӗри, тарӑхнӑ старик хӑйсене мӗн те пулин тӑвасран хӑтӑлас тесе, ӑҫта кирлӗ унта тарса пытанаҫҫӗ.

Ребята разбегались кто куда, лишь бы спрятаться от его гнева.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шӑвӑҫ япаласем тӑвакан мастерскойра пуринчен те ытла телейсӗртерех ҫамрӑксем — ытти мастерсене чӑтаймасӑр кунта тарса килнисем, мӑлатук ҫӗклеме е мотора ӗҫлеттерме вӑй ҫитерейменнисем, директор калашле, тӗрлӗрен «йӑх-яхсем» ӗҫлеҫҫӗ.

К жестяничным работам примазывались самые неудачливые ребята — те, что сбежали от тяжелой руки других мастеров, малыши, выгнанные потому, что были не в силах поднимать молот или заводить мотор, и вообще «сброд», как их называл директор.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Арӑм, йытӑран хӑранӑ мулкачӑ капан айне тарса пытаннӑ евӗр, кухньӑна кӗрсе ҫухалчӗ, урай сӗрмелли шӑвапӑр аврипе алӑка тӗкӗлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Лисука анаткассем пасартанах «вӑрласа» кайрӗҫ, анчах вӑл ҫав каҫах, хӗве хупнӑ йӑлине тунӑ хыҫҫӑн, киле тарса килчӗ, виҫӗ кун анкартинчи арлаҫҫинче пытанса пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑна вӑйран кайиччен ӗҫлени килӗшет, унтан та ытларах вӑл кунта арӑмӗнчен тарса килет.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах ман хӗрсем кулмаҫҫӗ, вӗсем хӑвӑрт хайхи йывӑҫ патне сукмак такӑрлатрӗҫ те аяккалла тарса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл, тӑван хулашӑн ассӑн сывланӑ пек, йывӑррӑн хашкаса, хуллен тапранчӗ, вара, хура хӗреслӗ нимӗҫ самолечӗсенчен тарса хӑтӑласшӑн пулнӑ евӗр, тухӑҫалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унчченхи ҫулсенче тунӑ преступленисем пирки те, хӗҫ-пӑшалпа, наркотиксемпе саккуна пӑсса усӑ курнине тӗрӗслесе тӑрассипе те, тарса ҫӳрекен преступниксене шыраса тупас тӗлӗшпе те ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

— Мӗн эсӗ тарса ҫӳретӗн?

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Ҫумӑртан ҫын патне вилепе тарса кӗрейместӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Милиционерсем ӑна ҫывӑрнӑ вӑхӑтра тытасшӑн пулнӑ, анчах вӗсене сиссе кӗтӳҫӗ арман пӳртне тарса кӗнӗ, чӑн-чӑн ҫапӑҫу пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ашшӗ-амӑшӗсене Ҫӗпӗре ӑсатиччен вӑл тарса юлнӑ, пирӗн яла кӗтӳҫе пырса кӗрӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пӑрӑнмасть, тарса та пытанмасть.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Урамри ачи-пӑчи, ҫитӗннисем чӑл-пар тарса пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анук, кӗнчелеҫҫийӗ ҫинчен тарса, кӑмака умӗнче кӑштӑртатакан аппӑшӗ патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарса хӑтӑлчӗ-хӑтӑлчех кулатник ҫӑрттанӗ!

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех