Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вӑхӑта сая ямасӑр кӗлете ҫӗмӗрсе кӗме, выҫса ҫитнӗ вӗренекенсене апат-ҫимӗҫ валеҫсе пама сӗнчӗ.Он предлагал немедленно взломать склад и распределить продукты между голодными учениками.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Володя шкулти чи пултаруллӑ та ӑста слесарьсенчен пӗрне — Горовица комитета суйлама сӗнчӗ, анчах Горовиц именчӗклӗн: «Мана кунта суйламалӑх тивӗҫӗм ҫук, ан суйлӑр», тесе хирӗҫлерӗ, мӗн кирлине унсӑрах пурне те тума сӑмах пачӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Акӑ, — сӗнчӗ вӑл.
Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.
— Атя, Якур, Сантӑркка хупахне кӗрер, — сӗнчӗ Пазухин.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Фермӑран тухсан, Нагасова мана колхоз пахчине ҫитсе курма сӗнчӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Кӗрсе пӑхар-ха ҫавӑнта, — сӗнчӗ председатель.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Таня ун ҫумне пырса ларчӗ, аллинчи чие ҫырли пакетне ӑна сӗнчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫак самантра Вадим, хаяр салтака юрас тесе, ун ҫывӑхнерех пычӗ, кӗсйинчен «Казбек» пачки кӑларса ӑна сӗнчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ме, ак, хам тутӑра — мӑйна та пулин чӗрке, — сӗнчӗ амӑшӗ, пуҫри ҫӑм тутӑрне хывса.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Унтан мана апат ларса ҫиме сӗнчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Анфис аппа мана плаща хулпуҫҫи ҫине уртса яма сӗнчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Телефонпа калаҫнӑ хушӑрах аллипе сулса мана ларма сӗнчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Сазонов юлташ мана чи лайӑх виҫӗ лесничество ӗҫӗпе паллаштарчӗ, вӗсенчен пӗрне суйласа илме сӗнчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
— Юмах яр лавсем ҫитиччен, — сӗнчӗ тепри.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Амӑшӗ Сашӑна хӑйӗн плащне илме сӗнчӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
— Ме, туртса яр, — сӗнчӗ вӑл, «Север» пачки кӑларса.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Сӗтел хушшинчен тухсан, Кузнецов Микулана хирӗҫ ларчӗ те пирус туртма сӗнчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хывӑнӑр та малалла ирке ларӑр! — вашаватлӑн сӗнчӗ те Дуся текенни Кузнецов хыҫҫӑн кӗчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Михха Платуна та сӗтел хушшине ларма сӗнчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула эрех тултарчӗ те Ваҫлие сӗнчӗ:
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.