Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиплӗ сăмах пирĕн базăра пур.
сиплӗ (тĕпĕ: сиплӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн ҫак Машук тӑвӗ айккинче ларакан хулара кантурсем ытла нумай-ши — край кантурӗсем, темиҫе край хушшинче ӗҫ туса тӑракан кантурсем, тӗрлӗ союзсен кантурӗсем, союзсем хушшинче ӗҫ туса тӑракан кантурсем — те сывлӑхшӑн сиплӗ кӳкӗрт шывӗсем пуртан, те ту ҫинчи сывлӑш лайӑхран, те ҫутҫанталӑкӑн ытти сӑлтавӗсем пирки-ши, калама хӗн.

Трудно сказать, были ли тому виной серные источники, или горный климат, или какой-либо другой природный фактор, только у подножия горы Машук приютилось изрядное количество краевых и межкраевых, союзных и межсоюзных контор.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗлӗ-ҫӑвӗпе вӑл витере пушӑ стан ҫинче ҫывӑрса пурӑннӑ; лашасене унтан лайӑх тыткалама никам та пултарайман, вӑл конюх та, коновал та хӑех пулнӑ: ҫуркуннепе май уйӑхӗнче чечеке ларнӑ курӑксем пуҫтарнӑ, ҫеҫенхирте, тип ҫырмасенче тата лачака айлӑмсенче сиплӗ курӑк тымарӗсем чавса кӑларса ҫӳренӗ.

Зиму и лето спал он в конюшне, в порожнем станке; никто лучше его не умел обращаться с лошадьми, был он и конюх, и коновал: веснами в майском цветении рвал травы, выкапывал в степи, в суходолах и мокрых балках целебные корни.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак минутсенче Марийка хӑйне хӑй лайӑхрах, ҫирӗпрех туйрӗ: курайманлӑх вӑл, сиплӗ шыв пекех, ҫынна ҫирӗплетет.

И в эти минуты Марийка почувствовала себя лучше, тверже: ненависть, как живая вода, укрепляет людей.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсем ӑшне юрлакан сиплӗ тумламсем чанклаттарса анаҫҫӗ.

В них чирикала благодатная певучая капель.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Старикшӗн шыв кирек мӗнле спиртран та сиплӗ пулчӗ, вӑл шывсӑр аптӑранипе вилес патнех ҫитнӗ.

Вода оживила старика лучше всякого спирта: он, оказалось, умирал от жажды.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав кӗрешӳ умӗнхи тапхӑр пирки эпир уйрӑммӑнах тӗплӗн каласа парасшӑн пултӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫав тапхӑр усӑллӑ вырӑнта вӑй илсе ӳснӗ аслӑ идейӑн хӑватне виҫсе пӗлме чи сиплӗ май кӳрет.

Мы особенно подробно останавливаемся на этой прелюдии борьбы, ибо только она поражает нас, служа мерилом мощи великой идеи, попавшей на благоприятную почву.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чим-ха, ӗҫ эс, ӗҫ кофине, сиплӗ япала вӑл…

— Нет, выпей, выпей еще кофейку, это полезно…

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унта курӑкӗ аван, сиплӗ, ан тив, вӑй илччӗр, вӗсенчен пурӗ пӗрех ним усси те ҫук.

Там трава добрая, кормовитая, пущай поправляются, все одно от них никакого толку нету.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ӳсет, сарӑлать, ҫур тӳпене йышӑнать, — унӑн тӗксӗм ҫунат айӗсем, усала систерсе, шурала-шурала каяҫҫӗ, — унтан вӑл аннӑҫем анать, унӑн аялти шӑла пир пек витер курӑнакан лапка-лапка ҫупкӑмӗсем ҫеҫен хирти тӗме ҫинче ларакан ҫил арманӗ тӑррине лекеҫҫӗ; таҫта ҫӳлте илтӗни-илтӗнми лӑпкӑ аслати хӑлтӑртатса иртет те ырӑ, сиплӗ ҫумӑр ҫума пуҫлать.

Она росла, ширилась, занимая полнеба, — зловеще белели ее темные подкрылки, — а потом снижалась так, что прозрачные, как кисея, нижние хлопья ее цеплялись за крышу стоявшей в степи, на кургане, ветряной мельницы; где-то высоко и добродушно, еле слышной октавой разговаривал гром и спускался благодатный дождь.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех