Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурлӑха (тĕпĕ: пурлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Андрейӑн сасартӑк ҫак пурлӑха пуҫтарас килсе кайрӗ.

Андрею внезапно захотелось собрать это имущество.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӳстерсе ҫитӗнтернӗ пурлӑха Кивӗ Эйпеҫе турттармалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Халӗ ӗнтӗ манӑн, ҫакӑнти тавралӑха сӑнаса тухса, пурӑнма тата хамӑн пурлӑха тӗрӗс-тӗкел упрама меллӗрех вырӑн тупасси юлчӗ.

Теперь мне предстояло осмотреть окрестности и выбрать себе удобное местечко для жизни — такое, где я мог бы сложить все свое имущество, не боясь, что оно погибнет.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Матроссене вӑл ман пурлӑха пӗрне те тивме хушмарӗ, унтан ман япаласене шутласа хут ҫине ҫырса хучӗ те хӑй япалисемпе пӗрле пуҫтарса хума хушрӗ.

Он приказал, чтобы никто из матросов не смел прикасаться к моему имуществу, затем составил подробный список всех принадлежащих мне вещей, велел сложить их вместе со своими вещами.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Мӑян тепӗр пайӗ иккӗмӗш жандарм кӗсйинче тупӑнчӗ, хӑрах куҫли ҫак пурлӑха тепринпе тӑваллах пайланӑ иккен.

Она была у второго турка, с которым одноглазый по-братски разделил и добычу и кару.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсир Катя пурлӑха шелленӗрен салхуллӑ тетӗр-и?

Вы думаете, что Катя задумчива, так это оттого, что она жалеет о богатстве?

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кунта пӗлни те кирлӗ пулнӑ вӗт, — старик ҫапла хӑйне чылайччен мухтаса ларчӗ, — тарпа, юнпа, анчах пуринчен ытларах, ӑспа, пуҫпа тупаттӑм вӑл мула, — тесе пӗтерчӗ вӑл хӑй сӑмахне; вара хӑй малтан ҫакӑн пек инкеке тӳссе ирттерме йывӑр пулни, уншӑн Катя та куляннӑ пулсан, вӑл ҫакӑнпа ухмаха тухма пултарни, анчах Катя пӗтнӗ пурлӑха хӑй шеллеменнисӗр пуҫне тата ӑна та лӑпланма ӳкӗтлени ҫинчен тата тепӗр хут каласа пачӗ.

И уменье какое нужно было, — старик долго рассуждал в этом самопохвальном тоне, — потом и кровью, а главное, умом было нажито, — заключил он и повторил в заключение предисловие, что такой удар тяжело перенести и что если б еще да Катя этим убивалась, то он бы, кажется, с ума сошел, но что Катя не только сама не жалеет, а еще и его, старика, поддерживает.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ҫак пурлӑха пӗтӗмпех пирпе чӗркӗр те, шӑппӑн, йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнса, лупас айне кайӑр.

— Пусть все это имущество завернет в полсть и тихонько, оглядевшись предварительно, пройдет в сарай.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Малтанхи юр ӳксен, ҫӗрле хам пурлӑха чавса кӑлартӑм, хутора илсе килтӗм те ют ҫын пахчине, ватӑ йӑмра хӑвӑлне пытартӑм.

Уже по первому снегу ночью откопал свое имущество, принес в хутор и схоронил ружье в чужой леваде, в старой дуплястой вербе.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кам пӗлет, савнӑ Лушка, каҫхи ӗҫ — тӗттӗм ӗҫ; кам — юрату шырать, кам — ют пурлӑха вӑрлать.

— Да ведь, милая Луша… ночное дело — темное: кто — любовь пасет, а кто — чужое несет.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Опись тӑрӑх ман ҫире шутланса тӑракан пурлӑха сана парса яма пултараймастӑп-ҫке-ха эпӗ!

Не могу же я отдать тебе имущество, раз оно у меня по описи числится!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пӗтӗм пурлӑха пӗрлештермелле пулать-и?

— Все надо обобществлять?

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каҫ пулас умӗн Андрей Разметнов хӑйпе пӗрле ӗҫленӗ чухӑнсенчен тунӑ пулӑшу ушкӑнне килӗсене салатрӗ, раскулачить тунӑ Гаевӑн картишӗнчен конфискациленӗ пурлӑха юлашки лав ҫине тиесе Титок килне, кулаксен пурлӑхӗсене пурне те турттарса пуҫтарнӑ ҫӗре, ӑсатрӗ, хӑй ял Советне кайрӗ.

Уже перед вечером Андрей Размётнов распустил работавшую с ним группу содействия из бедноты, отправил со двора раскулаченного Гаева последнюю подводу конфискованного имущества к Титку, куда свозили все кулацкие пожитки, пошел в сельсовет.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем хуторта пулман вӑхӑтра Давыдов икӗ кулак хуҫалӑхӗнчи пурлӑха опись туса тухрӗ, хуҫисене килӗсенчен кӑларса ячӗ.

За время их отсутствия Давыдов описал имущество в двух кулацких хозяйствах, выселил самих хозяев.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӳртри пурлӑха опись туса пӗтере пуҫларӗҫ.

Опись находившегося в доме имущества подходила к концу.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурлӑха туртса илни ҫитмест, юлашки кӗске пӑшалӑма та илесшӗн-и?

Имущество забираете, да еще отрез последний?

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ акӑ пӗтӗм пурлӑха — выльӑх-чӗрлӗхне те, тыррине те, чӑх-чӗпне те, кил-ҫурта та пӗр хурана памалла пулать.

Теперь добро отдай все в обчий котел, и скотину, и хлеб, и птицу, и дом, стало быть?

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав амакпа чирлет вӑл: мӗнпур пурлӑха улӑштарса та сутса ҫеҫ пурӑнӗччӗ.

Этим он и хворает: все бы он менял да перепродовывал.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун пек ҫумӑр ылтӑнран та хаклӑ, вӑл пирӗн пурлӑха ӳстерет.

Такой дождь дороже золота, он все богатство наше растит.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Штольц, ним шутламасӑрах, хӑйпе хӑй калаҫнӑ пек, пӗр-пӗр туяннӑ пурлӑха Ольга умӗнчех хак хурать, вара хӑйӗнчен те, Ольгӑран та тӗлӗнет; унтан вара тимлесех сӑнать; Ольга кӑмӑлсӑрланса пӑхмасть-и, унӑн сӑнӗ кӑмӑллӑн йӑлкӑшать-и, вӑл Штольца ҫӗнтерӳҫӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхса ӑсатать-и?

Почти бессознательно, как перед самим собой, он вслух при ней делал оценку приобретенного им сокровища и удивлялся себе и ей; потом поверял заботливо, не осталось ли вопроса в ее взгляде, лежит ли заря удовлетворенной мысли на лице и провожает ли его взгляд ее, как победителя.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех