Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур ҫӗрте те снарядсем ҫурӑлни курӑннӑ, унта та кунта пульӑсем ялкӑшса вӗҫнӗ.Во многих местах поднимались огненные фонтаны зенитных снарядов и трассирующих пуль.
Пӑтӑрмах // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫил вӑйлӑн кӗрленӗ пирки, пульӑсем аран илтӗнмелле шӑхӑраҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Пульӑсем шӑтарса пӗтернӗ, хӗвелпе шупкаланнӑ ялавсем ҫеҫенхирӗн кирек хӑш кӗтессинче курӑнсан та, пур ҫӗрте те, вӗсем патне рабочисемпе ял ҫыннисем пыра-пыра хутшӑннӑ.
XXVII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Соловей чарӑнать те, пульӑсем мӗнле ӳкнине сӑнаса илсе, тӑшман вут-хӗмӗ айӗнченех отряда упаленсе ертсе каять.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Пуҫ тӑрринче те, сылтӑмра та, сулахайра та, хыҫалта та ҫурӑлакан пульӑсем шартлатаҫҫӗ, ункӑна кӗрсе ӳкнӗ пекех туйӑнать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Халӗ ҫутӑ йӗр хӑварса вӗҫекен пульӑсем пирӗн еннелле мар, урӑх еннелле вӗҫеҫҫӗ.Но теперь трассирующие пули летели уже в противоположную от нас сторону.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Пирӗн ҫул ҫинче ҫутӑ йӗр хӑварса вӗҫекен пульӑсем курӑнчӗҫ, ҫавӑнтах пульӑсем пирӗн ҫине ушкӑнӑн-ушкӑнӑн киле пуҫларӗҫ.Наперерез нам летели трассирующие пули, и целый сноп их был направлен в нашу сторону.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Анчах пульӑсем е маларах, е каярах ӳкеҫҫӗ, партизансен тӗлне ниепле те пулаймаҫҫӗ.Но пули ложились то ближе, то дальше наступавших, не попадая в цель.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пульӑсем, сӑрлатса, пуҫсем урлӑ шӑхӑрса каҫаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Илтетӗр-и, пирӗн пуҫ ҫинче пульӑсем шӑхӑраҫҫӗ, куратӑр-и, авӑ уҫланкӑра пире тӳртӗн, шуррисен цепӗсем сапаланса выртаҫҫӗ?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вӗсем окопран площадка ҫине чупса тухсанах, пульӑсем ҫумӑр пекех ҫума тытӑнчӗҫ.Когда они выбежали из-за траверса на открытую площадку, пули посыпались буквально как град.
25 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пульӑсем, штуцернӑй пульӑсем пек пӗччен-пӗчченӗн иртмен, вӗсем пуҫ тӑрринченех кӗрхи кайӑк ушкӑнӗсем пек ирте-ирте кайнӑ.Пули свистели не по одной, как штуцерные, а роями, как стадо осенних птичек пролетает над головами.
25 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫул тӑршшӗпех, ишсе антарнӑ театр патне ҫитичченех, пӗр вӗҫӗмсӗр тенӗ пек, етресем улаҫҫӗ, пульӑсем шилетеҫҫӗ, анчах эсир темшӗн вӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмастӑр, лӑпкӑн, ҫӗкленнӗ чун хавалӗпе утса пыратӑр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗр япаларан ҫеҫ хӑратӑп эпӗ, пульӑсем шилетнине кура, эсир, тӑшмана курас тесе, амбразурӑран пуҫӑра кӑларса пӑхсан, нимех те кураймӑр, курсан та тӗлӗнсе кайнӑ пулӑттӑр, ав ҫав, хӑвӑрпа юнашар пекех курӑнса выртакан шур чултан купаласа тунӑ вал хыҫӗнче тӑшман иккен, вал хӳтлӗх тӗлӗнче шурӑ тӗтӗм чӑмӑрккисем курӑна-курӑна каяҫҫӗ, ҫавӑ теҫҫӗ ӑна салтаксемпе матроссем.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл офицер, тупӑ ҫинче лараканскер, сарӑ хутпа пирус чӗркет, лӑпкӑн чӗркет вӑл ӑна, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр уткаласа ҫӳрет вӑл пӗр амбразура патӗнчен теприн патне, хуҫкаланмасӑр-тумасӑр калаҫать вӑл сирӗнпе, пульӑсем ҫине-ҫинех, халичченхинчен те тӑтӑшрах шилетсе иртеҫҫӗ пулин те, эсир ӑна уяса тӑмастӑр, хӑвӑр та хӑрами пулатӑр, офицертен тимлӗн ыйта-ыйта пӗлсе, вӑл каласа панине итлетӗр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Кӑшт кӑна улӑхма ӗлкӗретӗр эсир ту ҫинелле, сылтӑмран та, сулахайран та шӗвӗр вӗҫлӗ пульӑсем шилетсе иртме тытӑнаҫҫӗ, эсир вара, ҫулпа юнашар тӑсӑлса выртакан траншея тӑрӑх каймалла марччӗ-ши тесе шухӑшласа та илӗр, тен; анчах траншейӑра чӗркуҫҫи таран шӗвек пылчӑк, сарӑрах, шӑршланса кайнӑ пылчӑк, вара эсир ту тӑрӑх каякан ҫулах суйласа илетӗр, мӗншӗн тесен эсир курсах тӑратӑр, пурте ҫулпа утаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл хӑйне хӑй ытла ирӗккӗн тыткалать, хӑлаҫланать, хыттӑн калаҫать, кулать, ҫакна кура эсир ӑна малтанах сӗмсӗр те пуҫтах ҫын вырӑнне хуратӑр, анчах кайран ку ҫынра халь тесен халь, хӑть мӗнле пулсан та, ҫапӑҫӑва тухас кӑмӑл тапса тӑнине тавҫӑрса илетӗр, хӑрушлӑха чӑтса ирттернӗ хӑш-пӗр ҫамрӑк ҫынсем час та часах ҫавӑн пек кӑмӑлла пулса каяҫҫӗ; ҫапах та эсир, ку ӗнтӗ 4-мӗш бастионра бомбӑсемпе пульӑсем канӑҫ паманни ҫинчен каласа пама тытӑнать, тесе шухӑшласа илетӗр: ҫук, ун ҫинчен мар-мӗн!
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тен, ҫар почтальонӗ ҫак ҫырупа пульӑсем айӗн ҫарансем, вӑрмансем урлӑ аран-аран тухнӑ пулӗ, минӑланӑ уйсем тӑрӑх шӑва-шӑва каҫнӑ пулӗ, тӑвӑллӑ шывсем урлӑ ишнӗ пулӗ…
Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Пульӑсем каҫса кайнипе татӑлнӑ пӗчӗк туратсем пуҫ ҫине ӳккелерӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Йывӑҫ ҫулҫисем хушшинче пульӑсем шӑхӑрса ирткелерӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.