Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана ларма пит кансӗр.
LXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫӑри ытла та тӗреклӗскер пулнӑ, ниепле те ванман, ҫитменнине тата ҫӑрине чулпа ватма кансӗр пулнӑ.
6 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хир чӑххи ларакан вырӑн патне, чӑтлӑх витӗр кӗме те хӗн, тата вӑл ӑҫта ларнине курма та кансӗр пулать.И бывает трудно пролезть в чаще к дереву, где сидит фазан, и трудно рассмотреть его.
Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тыткӑнрисене, сӑнчӑрламан пулсан та, тарма кансӗр пулнӑ пулӗччӗ.Невольникам было бы трудно бежать, даже если бы они не были скованы.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах бухтӑна кӗрес тесен, шарлаксеенчеен пӑрӑнса иртмелле, вӗсен хушшипе иртме вара ҫав тери кансӗр.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ӑна, ахӑртнех, амӑшӗсӗр кансӗр пулас.
Кивӗ кресло // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Кун пек пулсан «Пилигрима» хуса ҫитме май килсен те вельбот патне ҫывхарма чылаях кансӗр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӑрахут ҫинчен пӑрахут ҫине куҫса ларасси ҫул вӑрӑма каясса пӗлтерет, ку ачаллӑ хӗрарӑма кансӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Совинформбюро паракан сводкӑсенче юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗ направленисен ячӗсем тӑтӑшах илтӗнме пуҫларӗҫ, фронтри лару-тӑрӑва ӑнланма та кансӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ӑшаланса хӗрелнӗ ҫӗрулмине вилкӑпа илме кансӗр, ҫавӑнпа унӑн ҫиелти хытӑ сийне ҫӗҫӗпе касаҫҫӗ.Надрезают лишь поджаристую кожицу картофеля, так как она слишком тверда для вилки.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ачасемпе ҫул ҫӳреме питӗ кансӗр.
Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пысӑк багажпа ҫул ҫӳреме питӗ кансӗр.
Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Какайӗ хытӑ, шӑлпа туртса татма кансӗр.
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Кансӗр ҫав пирӗн ҫынна ҫутӑ кун курмашкӑн…
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Халь ӑна-кӑна уйӑрса илме те кансӗр.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Никаккуй та кансӗр мар.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Кансӗр мар.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тӑхӑнма кансӗр беретсене, хӑлхаллӑ ҫӗлӗксене, ҫыхнӑ калпаксене саламланӑ чухне хывмаҫҫӗ.
4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сӑпайлӑх йӗрки тӑрӑх, тӑхӑнма кансӗр (ҫӳхе тиртен, капронтан ҫӗленӗ т. ыт, те) перчеткене хӗрарӑмӑн хывмасан та юрать.
4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫав тери хӑвӑрт калаҫакан ҫынна итлеме кансӗр, ӑнланма йывӑр.
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.