Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрманта (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрманта та, ялти пахчасенче те йывӑҫсем ҫара турачӗсене хурлӑхлӑн чӗриклеттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑнтӑр ҫутинчен вӑтанакан суккӑр кайӑк пурӑнать вӑрманта, мӗн вӑл?

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫырмалла, ҫырмалла, ҫаплах ҫырмалла, ҫавӑнпа та вӑрманта нумаях ҫӳремерӗм — хваттерелле васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑрманта ав епле сехӗрленсе ӳкрӗр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Йывӑҫсем хӑрушшӑн кашланисӗр пуҫне вӑрманта нимӗнле сас-чӗвӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗсене Изамбаев вӑрманта хӑваласа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑрманта ӑнсӑртран тӗл пулнӑ тӑватӑ ҫын ҫӑка сыпписене кузов ҫине хӗвел аннӑ вӑхӑтра тиесе пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Шыв», «Выльӑх», «Алӑк» ятлӑ йывӑҫсем шӑтса ӳснӗ вӑрманта.

Так в лесу выросли деревья «Вода», «Скотина», «Дверь».

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Малтанласа, вӑрманта пурӑннӑ чухне, вӑл Ишмука шансах та пӗтерменччӗ, ӑна ҫичӗ ют вӑслатса янӑ ҫын пуль тесе те шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрманта кӗтмен инкек пулма пултарасса пӗлмелле-ҫке-ха манӑн?

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан вӑрманта ут ури сасси илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрманта сӗтӗрӗнсе ҫӳреме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрманта чуна кантармалли сулхӑн тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрманта.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Укаслу хыҫҫӑн сӗм вӑрманта хӑваласа ҫурет, ҫитсе-ҫитсе пырать, леш вара хӑраса ӳкнӗ выҫӑ кашкӑр ами пек улать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрманта юлма та хӑрушӑ пӗччене.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна хӑйсем кам пулнине, хӑйсен командирӗ камне вӑрманта чухнех хӑшместӗр каласа пама ӗлкӗрнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрманта темиҫе хутчен шартлатни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗтсен сассине илтсе, ҫывӑхри вӑрманта йӑва ҫавӑрнӑ кайӑксем ирхи ыйхинчен вӑранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑл маншӑн пӗркун, вӑрманта чухне Пихампар пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех