Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тулта (тĕпĕ: тулт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫитет сире тулта ҫӳресе, кунӗпех чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тулта никам та курӑнмасть — Блюм садри сукмакпа утать; йӗри-тавра — ҫӳллӗ вулӑсен шурӑ тӗсӗ саланнӑ ырӑ шӑршӑллӑ сулхӑн; шупка кӗрен, шутсӑр йышлӑ венчиксен тарӑнӑшӗнчи чӗрӗ юр мӗльюн-мӗльюн хурт-кӑпшанкӑна сӗрлет-нӑйӑлтатать-мӑйлать-ҫатӑртатать; шӗвӗр вӗҫлӗ, йӗплӗ, ҫавра, сапака евӗрлӗ чӗнтӗрлӗ ҫулҫӑсен ярӑмӗсем пуҫ ҫийӗн тата малта вӑрттӑн ҫутӑ ӗнтрӗкӗн эрешӗсем пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; сукмак вӗҫӗнче, карта леш енче, чул куписен хушшинче сӑртсем ҫинелле — Суаналла — чупакан чуллӑ ҫул каҫхи тусанра йӑлтӑртатса шуранкаланнӑ.

За дверью никого не было — Блюм двинулся по тропам сада, в душистой прохладе осыпанных белизной цвета высоких крон; живой снег бесчисленных, в глубине розовых, венчиков гудел миллионами насекомых; каскады остроконечной, иглистой, круглой, гроздьеподобной, резной листвы свешивались над головой и впереди узорами таинственных светлых сумерек; в конце тропы, за изгородью, ослепительно белела вечерней пылью каменистая, бегущая на холмы среди груд камней, дорога в Суан.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Пӗлес килеслӗхӗн ансат кӑмӑл-туйӑмӗ ҫеҫ кӑштах уҫӑлтарчӗ; ку — тӗрмене хупса лартнӑскерӗн пӗлес килеслӗхӗ евӗр; унӑн чирлӗ ӑнӗ алӑк кӗмсӗртетсе уҫӑлнине, ӑна кӗртсен хупӑннине илтет те ирӗксӗрех майӗпен-майӗпен кӑсӑкланма пуҫлать: ӑна чӗрӗллех пытарнӑ чул кӗлет мӗнлерех, тимӗрлетнӗ чӳречерен тулта мӗн курӑнать?

Отчасти выручило Тиррея естественное любопытство — печальное любопытство узника, больное сознание которого после звука ключа в дверях камеры, устанавливающего погребение заживо, начинает постепенно интересоваться устройством камеры и видом из окна сквозь решетку.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пӗлеймесӗр — иккӗленмелле-и е тав тумалла-и, йӗмелле-и е ташламалла-и, — повар кутӑн чакса тухрӗ те тулта калпакне тӑхӑнчӗ.

Не зная — недоумевать или благодарить, плакать или плясать, повар вышел спиной, надев шапку за дверью.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫапла чӗрӗк сехет те иртрӗ, ҫапах пӳртре те, тулта та урӑх нимӗнле сас-чӳ тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑматкун хайхискер тӳсеймерӗ, тулта пӗрремӗш ҫил-тӑман алхаснине пӑхмасӑр, пултӑрӗ патне тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин халӗ ӗнтӗ тулта мӗн пулса иртнине кантӑкран самантлӑха хӑпмасӑр сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тулта та такамсем чупкалаҫҫӗ, командӑсем параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тахӑш самантра тулта утарҫӑ йыттисем харӑссӑн вӗрсе яни илтӗнчӗ, пӗри таҫта вӑрманаллах чупса кайрӗ, тепри кунтах, касмӑкра, хӑлхана хупласа хамлатать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ачасем, юр ҫурӗ паҫӑр унта, тулта.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чунӗ Калюкова урамаллах, ялйыш патнех туртрӗ, ҫавӑнпа вӑл каллех малти чӳречесенчен пӗрре сулахайринчен, тепре сылтӑмринчен тулта мӗн пулса иртнине сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл пуҫне сулчӗ те вӗлле пӳртӗнчен ҫаврӑнса пӑхмасӑр тухса кайрӗ, тулта кӗтсе таракан йыттине тем каласа, васкамасӑр хӑйӗн пӳртне уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тулта тӗттӗм.

Было темно.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тулта тимлӗ, уҫӑмлӑ шӑплӑх; вӑл халӗ ҫеҫ сӑрхӑнса тулнӑ тейӗн.

За окном стояла внимательная чуткая тишина; она как бы наступила только сейчас.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тулта сивӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Пӳртрисем те, тулта — кантӑк умне пухӑннисем те сербӑн вӑйсӑртарах сассине итлесе тӑраҫҫӗ.

В помещении и за окнами в тишине — слушали слабый голос серба.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тулта калинке алӑкӗ халтлатрӗ.

Хлопнула калитка.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тулта ҫил тапраннӑ пек туйӑнать.

Будто начинался ветер.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тулта пушшех те сивӗтнӗ пулас, — терӗ вӑл хулӑн сасӑпа.

— Мороз, пожалуй, еще крепче, — сказал густым голосом.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тулта — тӗнче ишӗлсе аннӑ тейӗн…

Кругом — всемирный потоп…

18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех