Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑлта сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑлта (тĕпĕ: вӑлта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санька каялла чакать, вӑкӑр ҫинчен куҫне илмест, ӑна вӑлта аврипе хӑратать, касмӑкри йытта йӑпатнӑ пек, пӗрре хаярланса, тепре йӑлӑнса ӳкӗте кӗртме тӑрӑшать.

Санька пятился назад, не сводил глаз с быка, грозил ему обломком удилища и все продолжал уговаривать — то строго, то просительно, как уговаривают злую цепную собаку.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька хӗрачана хӑйӗн ҫурӑмӗпе хупларӗ, унтан Автана хуҫӑк вӑлта аврипе хӑратса, ерипен каялла чакма тытӑнчӗ.

Санька заслонил девочку своей спиной и, грозя Петушку обломком удилища, начал медленно отступать назад.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька янӑраттарса шӑхӑрса ячӗ, вӑкӑра хӑваласа кӑшкӑрчӗ, шӗшкӗрен тунӑ вӑлта аврипе мӗн хуҫӑлса пӗтичченех енчен енне ҫапкаларӗ.

Санька пронзительно свистел, улюлюкал, хлестал коров ореховым удилищем, пока оно не превратилось в короткую расщепленную палку.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька вӑлта аврине аллине тытрӗ, тулӑ хушшинчен тухрӗ.

Санька поднял удочку, вылез из хлебов.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирӗлсе шӑраннӑ ӑвӑс ҫурта ҫиппи хура вӑлта пек авӑннӑ, ун таврашӗнче сывлӑш чӗтренни палӑрать, ҫакӑ ҫеҫ ҫурта ҫунса ларнине кӑтартать.

Над расплавленной ямкой воска виднелся лишь черный крючок фитилька, окруженный зыбким воздухом, дававшим понять, что свеча горит.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Миҫе хутчен вӑл Петяна вӑлта хӗлӗхне мӗнле ҫыхма, путаркӑҫ яма вӗрентнӗ!..

Сколько раз он налаживал Пете грузило и учил, как надо привязывать лесу!..

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑлта валли аш?

— Мясо для наживы?

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Мӗнле, асатте, вӑлта ҫине яма аш илтӗн-и?

— Ну что, дедушка, купили мясо для наживы?

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Паллах ӗнтӗ, хуҫалӑхра парус пулмасан, старикӗн вӑйӗ кашни кун чакса пырсан, вӑлта ҫине тирме аш илме укҫа ҫук пулсан, темиҫе хут таса святой та нимӗн те тӑваймасть — вӗтӗ те нимӗне юраман пулӑ ҫеҫ лекет вара…

Конечно, если паруса нет в рыбацком хозяйстве, если силы у старика с каждым днем убывают, если денег не хватает на мясо для наживки, то будь ты хоть самый распрочудотворец — рыба пойдет мелкая, никудышная…

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ӑна хӑйсен укҫа ҫукки ҫинчен епле те пулин ҫӑкӑр тата вӑлта ҫине лартма аш илмелли ҫинчен каласа кӑтартма пултарӗччӗ.

Он мог бы ей сказать, что у них с дедушкой совершенно нет денег, что надо обязательно купить хлеба и мяса для наживки.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Аврисем ҫумӗнче ҫурри хӗрлӗ, ҫурри кӑвак вӑлта пробкисем ҫакӑнса пыраҫҫӗ.

Рядом с удочками висели поплавки, наполовину красные, наполовину синие.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хыҫалти площадка ҫинче ҫӳлелле бамбукран тунӑ вӑлта аврисен ҫыххи тӗрӗнсе тӑрать.

С задней площадки торчал вверх пучок бамбуковых удочек.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑлта ҫине аш тирсе ярас пулать.

Надо мясом наживлять.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах Федя шӑлнӗ Вася, кӗске ҫанӑллӑ, йӑрӑм-йӑрӑм тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, Гаврика курсан, вӑлта хӗлӗхне сӳтме чарӑнса, хӗвеле аллисемпе хупларӗ те: — Эй, Гаврюха, нимӗн те ан хӑра, шывран лайӑхрах ярса тыт — путмӑн! — тесе кӑшкӑрма ӗлкӗрчӗ.

Но Федин брат, Вася, в полосатом тельнике с короткими рукавами, увидев Гаврика, перестал раскручивать лесу самодура и, приложив к глазам против солнца руку, успел крикнуть: — Эй, Гаврюха, ничего, не дрейфь, держись за воду — не потонешь!

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хул айӗнче ун — вӑлта аври.

Под мышкой у Игоря торчало удилище.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Спиннинг вӑл — хутланчӑклӑ вӑрӑм вӑлта, пӗчӗк кустӑрми: ҫине вӑрӑм кантрине чӑрканӑ, пулӑ тытнӑ чух ӑна ҫыран хӗрринчен хӗрӗх метра катана ывӑтса яма пулать.

Спиннинг — это такая складная длинная удочка с длинной леской на колесе, так что наживу можно закидывать от берега метров на сорок.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ак ҫакӑнтан, эпир тӑна ҫӗртен, Гек, эпӗ тухса килнӗ шӑтӑк анине эсӗ нимӗн карӑнмасӑрах вӑлта хуллипе тӗртме пултаратӑн.

— Ну, Гек, с того места, где ты стоишь, можно удочкой достать до входа.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑш чух ҫӗрлечченех вӑлта тытса ларать, ачисем хунар илсе ӑна шырама пыричченех.

Иногда она за удочкой сидит до полуночи, когда дети в фонарем приходят в ее поисках.

90-ри кинемей кашни кун пулла ҫӳрет // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22343.html

— Лакрица татӑкӗ тата пулӑ тытмалли вӑлта паратӑп.

— Кусок лакрицы и рыболовный крючок.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑш чух Аркадий аллинче вӑлта хулли курӑнкалатчӗ.

Иногда в руках Аркадия можно было увидеть удочку.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех