Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Асли сăмах пирĕн базăра пур.
Асли (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асли салтакра халь ман, вӑталӑххи Мускавра вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Асли те ҫирӗм виҫҫӗре кӑна.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Аса илтерер: асли вӗсен – хӗрача, Аделина ятлӑ.

Напомним: старшая у них — девочка, ее имя Аделина.

Татьяна Акимова ывӑл ҫуратнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33920.html

Вӑл кунта, ялсем суйласа янӑ уполномоченнӑйсем хушшинче, чи асли.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Павел Антонович, асли пулнӑ май, йывӑр ӗҫсене аслӑ ҫын пек пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Ачи-пӑчи, асли, ватти – пурте ытларах уҫӑ сывлӑшра халӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Ку пилӗк ҫӑлтӑрли, пуринчен те асли, — терӗ те вӑл черккесене тултарчӗ, пӗрне кил хуҫине тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрейпе калаҫса пӑхар та, ӑна асли пулма ыйтас.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Асли те, Владимир, ҫар хирӗҫтӑрӑвӗсен участникӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Пухӑвӑн ҫӗнӗ председательне палӑртиччен ларӑва депутатсенчен чи асли тата ку ӗҫре пысӑк опыт пухнӑ Валерий Шумилов ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем уҫӑмлӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11394-t- ... vsem-uc-ml

Ҫемьере асли - ашшӗ-амӑшӗн пӗрремӗш пулӑшаканӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Манран асли кунта Ондрей кӑна.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахматека, хӑйӗн паттӑрне, шанчӑклӑ тусне, илмен вӑл, Кӑкшамарта асли туса хӑварнӑ, Усеин-Сеита инкек-мӗн пулсан ӑна ӑс пама, вӗрентме, кирлӗ пулсан Атӑл леш енне пӗр ушкӑн ҫар яма хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асли вырӑнне вӑл Ахтупая суйласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни хутӗнчех асли те, кӗҫӗнни те, ырлӑх кӳрекенни те, хурлӑх кӳрекенни те нумай.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чулхулана ҫитмелле, унта ӗҫ тухмасан Мускава, патша патне ҫитмелле, — вӗрентрӗ чи асли, Туринке аслашшӗ Эптельмен.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кайса килӗпӗр, — майӗпен хӑйӗн хулӑн сассипе тавӑрчӗ асли.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чухлатни, Тинехмат? — эсӗ ӑнланма тивӗҫ ӗнтӗ тенӗ пек, асли ҫине пӑхса каларӗ Исмаил.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ан аташ, — асли кӗҫӗннине вӗрентнӗ пек каларӗ Али-Акрам.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юрамасть, — асли вырӑнне пулса вӗрентрӗ Иливан.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех