Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярать (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вагон сӑпкари пек канлӗн сиктерсе пырать, кустӑрмасем шӑлтӑртатни ачашласа ыйха ярать.

Вагон мягко покачивает, перестук колес убаюкивающе сонлив.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Суранӗ чӑтма ҫук ыратни ӑна халтан ярать, ураран ӳкерет.

Боль играла с ним, валила его навзничь…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗвеланӑҫ тӗксӗмленсе пырать, тайкаланчӑк пӗлӗтсене ҫил хӑваласа ярать.

Меркли краски на западной концевине неба, рассасывал ветер тучи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мана… «ҫухалнӑ рай» пирки хуйхӑрни ҫисех ярать.

Меня сжирает тоска по… «утерянном рае».

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пыйтӑ ҫисе ярать мана.

— Вша меня заела.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑна ҫав тери тинкерсе итлеҫҫӗ, хутран-ситрен кӑна, юмахри паттӑр хӑйӗн ҫулӗ ҫине тӗрлӗ-мӗрлӗ шуйттансем кӑларса тӑратнӑ чӑрмавсенчен питӗ ӑслайлӑн ҫаврӑнса тухни ҫинчен каланӑ вырӑнсенче, вут ҫути ярӑмӗнче хӑшӗн те пулин шурӑ алли, ҫӗкленсе илсе, пӗҫҫине шартлаттарса ҫапать те, тӗтӗмленсе кайнӑ чыхлануллӑ сасӑ хавасланнӑн кӑшкӑрса ярать:

Слушают с неослабным вниманием, изредка лишь, когда герой рассказа особенно ловко выворачивается из каверз, подстроенных ему москалями и нечистой силой, в полосе огня мелькнет чья-нибудь ладонь, шлепнет по голенищу сапога, продымленный, перхающий голос воскликнет восхищенно:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тенор, картлашка ҫине пусса пынӑ пек, ҫӳлерех ҫӗкленет, чуна кайса тивекен сассипе янӑратса ярать:

Тенор берет ступенчатую высоту, хватает за самое оголенное:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Унта утса ҫитиччен ҫунтарса ярать… — хашлаттарса сывласа ячӗ Наталья.

— Покель дойдешь оттель… — вздохнула Наталья.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ахаль кунсене илес пулсассӑн — пӗр евӗрлӗ ӗҫ вӑхӑта нимӗн сиссе юлмалла мар ирттерсе ярать, вырсарникун вара ирхине ирех ҫынсем, пӗтӗм ҫемйи-ҫемйипе кӗпӗрленсе, чиркӗве тӑкӑлса тулаҫҫӗ; мундирсем тата праҫник шӑлаварӗсем тӑхӑннӑ казаксем утаҫҫӗ, тӗрлесе пӗтернӗ кофтӑсемпе пӗвӗсене ҫӑтӑ-ҫӑтӑ туртса лартнӑ хӗрарӑмсем тӗрлӗ-мӗрлӗ тӗслӗ юбкисен кӑштӑртатакан вӑрӑм аркисемпе тусана шӑлса ҫӳреҫҫӗ.

По будням серенькая работа неприметно сжирала время, по воскресеньям с утра валили в церковь семейными табунами; шли казаки в мундирах и праздничных шароварах; длинными шуршащими подолами разноцветных юбок мели пыль бабы, туго затянутые в расписные кофточки с буфами на морщиненых рукавах.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аннӳ сана типӗтнӗ чие ҫырлипе пӗр мӑшӑр ҫӑм чӑлха, кунсӑр пуҫне тата салӑпа тӗрлӗрен кучченеҫсем парса ярать.

Сушеной вишни мать тебе посылает и пару шерстяных чулок, а ишо сала и разного гостинцу.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асатте чееленме пуҫлать; вӑл хӑйӗн кӳршине калавӗнчи чи вӑйлӑ вырӑнӗпе хӑй ҫине пӑхтарасшӑн, ҫавӑнпа та, малтан нимӗн систермесӗрех, калавне тӳрех варринчен пуҫласа ярать:

Дед пускается на хитрость; он хочет привлечь внимание соседа ударным местом своего рассказа, а поэтому начинает без предварительной подготовки прямо с середины:

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья Степана лагере ӑсатса ярать те Григорипе епле те пулин сайрарах тӗл пулма шутлать.

Проводив Степана в лагеря, Аксинья решила с Гришкой видеться как можно реже.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан каллех, чиркӳ чанӗ янӑратнӑ пек, янӑраттарса ярать Христоня.

И снова колокольно-набатным гудом давит Христоня голоса.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапах та апла ан калӑр: усал тени вӑл ҫынна пӑтраштарса яратех, тупата, пӑтраштарса ярать!..

Однако ж не говорите этого: захочет обморочить дьявольская сила, то обморочит; ей-богу, обморочит!

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кайӑк пек, унта та кунта вӗлтлерет вӑл; кӑшкӑрса илет та дамасск хӗҫӗпе сулса ярать, сылтӑмрине те, сулахайрине те турать.

Как птица, мелькает он там и там; покрикивает и машет дамасской саблей и рубит с правого и левого плеча.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сапаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ тухатмӑш кӗпе вӗҫҫӗнех ӗне суса ларать, имӗш, вӑл пур, кӗтӳҫӗ, вырӑнтан та хускалаймасть, тухатнӑ иккен лешӗ ӑна; ӗнесене суса пӗтерет те хайхи, кӗтӳҫӗ патне пырса, унӑн тутине темскерле лапӑрчӑк сӗрсе ярать, ҫавӑн хыҫҫӑн кӗтӳҫӗ кунӗпех сурса ҫӳренӗ пулать.

Она была с распущенною косою, в одной рубашке, а он не мог пошевельнуться, так был околдован; подоивши коров, она пришла к нему и помазала его губы чем-то таким гадким, что он плевал после того целый день.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пуҫне улансенни евӗр кӑтрашка кӑшкарлӑ ҫӗлӗк тӑхӑнса ярать, кӑвак тӑлӑппа, тӑлӑпӑн аркисене хура та пӑтӑр-пӑтӑр кӑтрашкаллӑ путек тирӗ тыттарнӑ; аллинче вара тем шуйттанла явнӑ саламат, унпа вӑл кирек хӑҫан та хӑйӗн ямшӑкне хӑваласа пырать.

В шапке с барашковым околышком, сделанной по манеру уланскому, в синем тулупе, подбитом черными смушками, с дьявольски сплетенною плетью, которою имеет он обыкновение подгонять своего ямщика.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Лешӗ тата ытларах ҫиме пуҫлать! тепӗр чашӑкне те тӗппипех ҫисе ярать!

Еще лучше стал уплетать! и другую выпорожнил!

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл капӑрланса ҫӳреме юратмасть; яланах килте тӗртсе тунӑ хура тӑларан ҫӗлетнӗ сӑхманпа ҫӳрет, тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм ҫипрен тӗртнӗ пиҫиххи ҫыхса ярать, урӑхла тумланнине ӑна никам та, ниҫта та курман; майра патшана Крыма ӑсатнӑ чух ҫеҫ вӑл козаксем тӑхӑнса ҫӳрекен кӑн-кӑвак сӑхманпа пулнӑ.

Голова терпеть не может щегольства: носит всегда свитку черного домашнего сукна, перепоясывается шерстяным цветным поясом, и никто никогда не видал его в другом костюме, выключая разве только времени проезда царицы в Крым, когда на нем был синий козацкий жупан.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫавӑнтанпах ӗнтӗ голова, хӑйӗнпе мӗн ҫинчен те пулин калаҫма тытӑнсан, калаҫӑва урӑх ҫӗрелле пӑрса ярать, кирек хӑҫан та, сӑмах май тенӗ пек, хӑй майра патшана ӑсатни ҫинчен, унӑн кучерӗпе пӗрле ларчӑк ҫинче ларса пыни ҫинчен аса илтерет.

И с той поры голова, об чем бы ни заговорили с ним, всегда умеет поворотить речь на то, как он вез царицу и сидел на козлах царской кареты.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех