Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярать (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн вӗсене хамӑр ҫӗр ҫине кӗртсе ярать?

Зачем их допущает на наши земли?

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫусем тӑпӑлса тухрӗҫ-и? — йывӑррӑн мӗкӗрсе ярать тахӑшӗ вилес пек хӑраса ӳкнӗ сасӑпа.

Повылазило тебе? — надсадно ревел оттуда чей-то насмерть перепуганный голос.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Айӑпа кӗрес-мӗн пулсан, ку тире сӳсе илет, кӑмӑлӗ ҫаврӑнсан, ҫӗннине ҫӗлесе ярать», — ҫапла сӑмах ҫӳренӗ ун чух Голубов йышши командирсем пирки.

Про таких, как Голубов, говаривали: «Этот по вине шкуру спустит, а по милости другую нашьет».

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сасартӑк пырса ҫапса, 3-мӗш Мускав отрядне каялла хӳтерсе ярать те, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче Харьков отрядне лӑскаса тӑкса, тӗлли-паллисӗр чакакан хӗрлӗ гвардеецсене хӑйсем малтан тӑнӑ вырӑна хӑваласа тартать.

Коротким лобовым ударом он опрокинул 3-й Московский отряд, изрядно потрепал в бою Харьковский отряд и отбросил панически отступавших красногвардейцев в исходное положение.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тапранса каять вара эшелон; Воронеж патӗнче, Дон урлӑ каҫнӑ ҫӗрте, пуйӑса илсе пыракан машинист пӑравуса юри майӗпен ярать, пи-итӗ-питӗ майӗпен… мӗншӗнне пӗлет-ҫке-ха вӑл.

Эшелон идет, и вот под Воронежем, где первый раз приходится переезжать через Дон, машинист, какой ведет поезд, дает тихий ход, — самый что ни есть тихий… он уже знает, в чем дело.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуҫине хӑй ҫывӑхнех ярать вӑл, ун аллинчи йӗвен ҫине хӑмӑр кӑвак куҫӗпе чалӑшшӑн пӑхса илет те унтан каллех, ҫурӑмне авса хурса, урӑм-сурӑммӑн тапса сикет.

Подпускал хозяина, косил фиолетовый глаз на уздечку в его руках и вновь вытягивал спину в бешеном намете.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пурнӑҫ ӑнлантарать сана, ӑнлантарать ҫеҫ те мар, вӑйпах хӑш еннелле те пулин тӗртсе ярать.

Жизнь заставит разобраться, и не только заставит, но и силком толкнет тебя на какую-нибудь сторону.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыран механик килмелле, станцие Виктор ӗҫе ярать.

Завтра должен приехать механик, а пускать станцию будет Виктор.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мана, Ниловна, урӑххи шухӑша ярать

А меня, Ниловна, другое опечаливает…

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Савва ярать

— Савва отправляет…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр Соня кӑна, итленҫи пулса ларса, хӑйӗн шухӑшне путнӑ: ниепле те ӑнланса илеймен вӑл, мӗншӗн-ха ӑна Виктор пӗр хут та пулин ӑсатса ямарӗ, Иринӑна кашни каҫ чӑх фермине ҫитиех ӑсатса ярать.

Одна только Соня хотя и делала вид, что слушает, а думала о своем: не могла она понять, почему Виктор ни разу ее не проводил домой, а Ирину провожает на птичник каждый день.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку сасӑ станица хыҫӗнчен, хӑма ҫуракан заводран илтӗнет: унта мотор кӗрлет, тӑкӑс та ӑшӑ сывлӑша ҫурас пек, кас-кас пӑчкӑ уласа илет, унтан сасартӑк чарӑнать те хытӑ шӑхӑрса ярать.

Звуки возникали за станицей, на лесопилке, — там стучал мотор и пила то взвывала, точно силясь разрезать теплый, отяжелевший воздух, то голос ее слабел, замирал или разливался острым свистом.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ноябрӗн 1-мӗшӗнче Корнилов Духонин патне ҫыру ҫырса ярать.

1 ноября Корнилов отправил ему письмо.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Быхов тӗрминче ларакансен ури айӗнчи ҫӗре Октябрьти революци тӑвӑлӗ йӑштарса ярать.

Октябрьский переворот колыхнул почву под ногами быховских заключенных.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗҫех канашлӑва салатса ярать те тепӗр сехет иртсен Лукомские чӗнтерет.

Совещание вскоре распустил, а через час вызвал к себе Лукомского.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унашкал сӑмаха, Митрич, хӑлхапа та илтес килмест ман, тарӑхтарса ярать

Даже обидно, Митрич, слухать такое…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов, пуҫӗ тӗлӗнче пӑрӑлтатса вӗҫекен пӗчӗкҫӗ кӑвак лӗпӗше тытма хӑтланса, аллине сулса ярать.

Корнилов, суетливо выкидывая руку, пытался поймать порхавшую над ним крохотную лиловую бабочку.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксен шухӑш-кӑмӑлӗнче татӑклӑ самант килсе ҫитнине Иван Алексеевич туйрӗ; тепӗр темиҫе минут иртет-и те — япшар чӗлхеллӗ офицер пӗтӗм сотньӑна хӑй майлӑ ҫавӑрса ярать.

Иван Алексеевич понял, что в настроении казаков назрел переломный момент: еще несколько минут — и краснобаю-офицеру удастся повернуть сотню на свой лад.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗҫ унтан пӗр-пӗр пӑру хӳрине каялла пӗтӗрсе хурать те малтан мӗкӗрсе ярать — эх, тапса сикет вара!

Обнаковенно, какая-нибудь телка задерет хвост на спину, мыкнет — да как учешет!

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑвансем! — пин-пин карланкӑна кӑшкӑрса ҫӗнтерме пикенсе пыр тӗпӗпе антӑхса ҫухӑрса ярать Манжулов.

Братцы! — надрывался Манжулов, стараясь перекричать тысячу глоток.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех