Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗҫ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Боецсем кулса ячӗҫ.

Бойцы рассмеялись.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Мужиксем ҫапла хушса ячӗҫ.

Такой наказ от мужиков имею.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Мужиксем те кулса ячӗҫ.

Засмеялись и мужики.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кепкӑпа бушлат тӑхӑннӑ чармак куҫлӑ ҫамрӑк каччӑ, аякрарахри йывӑҫ диван ҫинче лараканскер, Чеснокова ярса тытас тесе, вырӑнтан тапса сикрӗ, анчах темиҫе рабочи, хӑйсем те пӑлхавҫа тытасшӑнҫи пулса кӗпӗрленсе, леш качча аяккалла тӗрте ячӗҫ.

Молодой парень с косоглазым лицом в кепке и бушлате, сидевший вдали на деревянном диване, выбежал с места, чтобы схватить Чеснокова, но несколько рабочих, решившие поймать бунтаря, нагромоздились друг на друга и оттолкнули того парня в сторону.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсем иккӗшӗ те макӑрса ячӗҫ, пӗр-пӗрин сӑмахне итлемесӗрех, пӗр-пӗрне темӗн калама тытӑнчӗҫ.

Они плакали, что-то говорили друг другу и сами не слышали своих слов.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗр кун маларах, урӑхла каласан, январӗн 15-мӗшӗнче, ирхине ирех Андрее лазарет ҫывӑхӗнчи уборнӑй шӑтӑкӗсене тасатма ячӗҫ.

Накануне, то есть пятнадцатого января, рано утром Андрея послали на очистку выгребных ям возле лазарета.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Двина фронтӗнче нумаях та пулмасть пӗр яла тӗппипех ҫунтарса ячӗҫ.

Недавно сожгли целую деревню на Двинском фронте.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пурте кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ӳлесе ячӗҫ, ҫӗлен-калтасем! — терӗ Жемчужный хыттӑн, пӗтӗм барака илтӗнмелле.

— Завыли, гады! — громко, на весь барак сказал Жемчужный.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл хушнӑ тӑрӑхах, заключённӑйсен пӗр пайне тавар вагонӗсем патне ячӗҫ: вӗсен йӗплӗ пралука пушатса, ӑна транспорт ҫине тиемелле.

Часть заключенных по его приказу была послана к товарным вагонам: они должны были выгрузить колючую проволоку и перетащить ее на транспорт.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ӑна Тихон ҫӑварне ячӗҫ.

Его влили в рот Тихону.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпӗ килсе ҫитрӗм ҫеҫ, мана ҫийӗнчех кӑларса та ячӗҫ… —

Как только я прибыл, меня сразу послали… —

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Боецсем пӗр харӑс ахӑлтатса кулса ячӗҫ те, Андрей те вара вӗсемпе пӗрле ирӗксӗрех йӑл кулчӗ.

Бойцы дружно хохотали, а вместе с ними невольно улыбался и Андрей.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Разведчиксем ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Разведчики засмеялись.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрейпе Валерие разведкӑна ҫӗрле ӑсатса ячӗҫ.

Андрея и Валерия провожали в разведку темной ночью.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл алӑ ҫупма пуҫларӗ, цехра та алӑ ҫупса ячӗҫ, вара алӑ ҫупнӑ хушӑра хӗрелсе кайнӑ Степан трибуна патне тухрӗ.

Он начал аплодировать, аплодисменты разлились по цеху, и под шум их порозовевший Степан прошел к трибуне.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унта ятарласах бригада ячӗҫ, вырсарникунсенче Алеша сӑрчӗ ҫине пӗтӗм колхозпа — шкул ачисемпе, стариксемпе, карчӑксемпе пӗрле «воскреснике» ҫӳрерӗҫ.

Туда была направлена специальная бригада, а по воскресеньям на Алешин холм ездили всем колхозом вместе со школьниками, стариками и старухами — на «воскресник».

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пурте кулса ячӗҫ, вӑл именчӗ: «Мана япӑх сӑмахпа асӑнман-ши?»

Все засмеялись, она смутилась: «Не плохим ли словом меня поминали?»

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн сӑмахӗсем первомаецсене тӗлӗнтерсех ячӗҫ.

Слова его разочаровали первомайцев.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ксюша хӗрелсе кайрӗ, хӗрсем алӑ ҫупса ячӗҫ.

Ксюша покраснела, а девчата захлопали в ладоши:

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех