Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярать (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫ тӗттӗмне ҫиҫӗм шӑр та шар ҫура-ҫура ярать.

Темноту за окном рвала молния.

10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ун ыйтӑвӗсене хирӗҫ хуравлать, хуйхи ҫинчен васкаса каласа пама пуҫлать, каласа пӗтермест — ҫур сӑмахрах чарӑнать, ӗсӗклесе ярать те аллипе хуплана-хуплана ларать.

Отвечала на его вопросы, торопясь, начинала рассказывать о своем горе, на полуслове умолкала, всхлипывая, закрывалась ладонями.

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хӗрарӑм чарӑнмасӑр ӗҫлет, чарӑнмасӑр салтать, вӑхӑт-вӑхӑт умӗнче выртакан ҫын пичӗ ҫине пӑхса илет те ассӑн сывла-сывла ярать.

А она все мотает и мотает, время от времени смотрит в лицо больному, вздыхает и вновь сматывает бинт.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ялтӑраса тӑракан ҫурхи хӗвел куҫа шартса, йӑмӑхтарса ярать, хӑлхана хӗсет, сӑмса шӑтӑкне кӑтӑклать.

Яркий весенний свет слепит глаза, давит в уши, щекочет в носу.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

«Янклаттарса ярать ак ӑна Гриша!» — вӗчӗрхенӳллӗн хӗпӗртесе шухӑшларӗ Рябчиков, анчах икӗ марковец халӑх ушкӑнӗ витӗр прикладсемпе ҫул уҫса полковника пулӑшма васканине курсан, Григорие ҫаннинчен туртрӗ:

«Зараз Гриша его резнет!» — со злобным удовольствием подумал Рябчиков, но, увидев, как двое марковцев, прикладами очищая дорогу сквозь толпу, спешат на выручку полковнику, предупреждающе тронул Григория за рукав:

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пыйтӑ ҫисе ярать пире, Гриша!

Вши нас заедят, Гриша!

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Йӑпӑлтатса-туса, ҫавӑртӑм-ҫавӑртӑмах ҫакна, унтан ӗҫ ҫылӑха кӗрес патне ҫитрӗ те, мӗнле ӳлесе ярать ҫакӑ!

И так-таки достиг ее, улестил, и доходит дело близко до греха, а она как вдарится в слезы!

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Взвод командирне черетсӗр-мӗнсӗр мана заставӑсемпе хуралсене яртарать, нарядсем витри-витрипе, пӑрҫа сапнӑ пек, ман ҫине тӑкӑнаҫҫӗ, кӗскен каласан, эппин, чӗрӗллех кӑшласа ярать мана, йӗксӗк!

Велит взводному без очереди меня в заставы и караулы посылать, наряды на меня сыплются, как горох из ведра, ну, словом, съедает меня, стерва, поедом!

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ — апла та, капла та ӗнтӗ; ним канӑҫ пами пулчӗ мана, ҫисех ярать — хӑйне эпӗ хӗҫ йӗннипе ҫурӑм тӑрӑх туртса панине аса илсенех тарӑхса кайса чӗтре пуҫлать!

Я — туда, я — сюда, не дает он мне никакой пощады — и как вспомнит, что я его ножнами потянул, так аж весь затрясется!

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тен, хамах тухса кайӑп-и, тен, вӑл мана хӑваласа ярать, халлӗхе вара сирӗн килтен ниҫта та тапранмастӑп.

Может, сама уйду, а может, и он выгонит, а зараз я из вашего дома никуда не тронусь.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Арӑмӗ чӗрӗлле кӑшласа ярать ӑна.

Ему баба все уши прожужжит!

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Акӑ ӑҫта!» — тет те тепри тихана амӑшӗ патӗнчен хӑваласа ярать, пӑшалне ҫурӑмӗ хыҫӗнчен хывса, персе те пӑрахать.

— «А вот куда!» — говорит другой да с тем отогнал его от матки, снял с плеча ружье и вдарил в него.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кашни кун Ильинична илӗм-тилӗмлех ыйхӑран вӑранать, ӗне суса пӗтерсе, апат ҫакса ярать.

Каждый день Ильинична просыпалась чуть свет, доила корову и начинала стряпаться.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Турӑ ан хуштӑрах, каллех ӗнтӗ ӑна шырама ярать

«Не дай бог, опять заставит ее разыскивать…

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл сывӑ пулас пулсан, мӗн шуйттанӗ хӑваласа ярать мана ҫакӑн пек ҫанталӑкра вутӑ патне?

Разве погнал бы меня бес в такую непогодь за дровами, если б он был здоровый?

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пурте сан пек калаҫас пулсан, Аникей пире пӗрре шӑнкарсах йӑвантарса ярать.

— Ежели будем все вот так рассуждать, тогда Аникей нас одной соплей перешибет.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах ку малтанхи пек ютшӑнтармасть, пистермест, хӑратмасть, пачах урӑхла, темӗнле хаярлантарса ярать, вӑй хушать.

Но эта явь не отталкивала, как прежде, не пугала, а как бы даже ожесточала и придавала сил.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шурӑ пӳрт тӑррисенче юр шӑлса, вӗҫтерсе тӑрать, таткаланчӑк тӗтӗме ҫил пӗрре ҫӳлелле ҫӗклентерсе ярать, тепре ҫӗр ҫинелле ҫапса антарать те, вӑл кӑпӑк пек шурӑ кӗртсем ҫийӗн шӑвать.

Белые крыши курились поземкой, над ними метался косматый дым — ветер то вздыбливал его, то сбивал вниз, и он пластался по скатам сугробов, кипевших пенными гребнями.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анохин малтан кӳреннӗччӗ, анчах кайран ҫакӑ уншӑн лайӑх та пулчӗ — вӑл Ксенипе тӗл пулма тухать, ӑна каҫхи урам тӑрӑх ӑсатса ярать, малашне темӗнле ҫӗнӗ пурнӑҫ пуласса кӗтсе пурӑнать.

Анохин вначале огорчался, а потом даже в этой отсрочке нашел свою прелесть — он должен был ходить на свидания, провожать Ксению по ночной улице, жить ожиданием неизведанной новизны.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл рысака кӑшт кантарать те каллех юртӑпа ярать, анчах чӑпӑрккапа хӑваламасть, ӑшӗнче ҫеҫ ыйтать: вӑйна ан хӗрхен-ха, утӑм, пулӑшсам, ӗмӗрне те манмӑп!

Давая Серому короткие передышки, он снова пускал его рысью, но не горячил кнутом, мысленно просил: «А ну, не пожалей сил, голубчик, помоги, сроду не забуду!»

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех