Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑм сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑм (тĕпĕ: ҫӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карчӑк пир, ҫӑм сутас пулӗ тесе ларатчӗ, пӗр ятшӑн тӳлеме укҫи пухӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ашшӗпе пиччӗшне пӗрер мӑшӑр алсыш ҫыхса патӑм та, кун валли пӗр ывӑҫ ҫӑм та юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Урине сырма ҫӑм чӑлхапа нуски ҫук-ҫке, — тет анне кӑмӑлсӑрланса.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӑмарта сут, пир-авӑр, ҫӑм таврашӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗрлес-ха ача кӗпеккине хӗрлӗ ҫӑм ҫиппипе, илемлӗ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑна курса Улля аппа та ҫӑм арлама тытӑнчӗ, ывӑлӗ ҫинчен калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ун-кун ҫинчен калаҫкаласа ҫӑм арлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав кун, каҫ пулсан, анне ҫӑм кӗнчелине илчӗ те таҫта тухса кайма тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Урине ҫӑм тӑлапа ҫӗнӗ ҫӑпата сырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ивук ҫӑм шлепкине сак ҫине пӑрахрӗ.

Ивук хватил войлочной шляпой об лавку.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем салтаксем валли ҫӑм нускисем ҫыхассине йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ чӑлха-нуски – парне // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/11/11/a%d1%88a-%d ... %bd%d0%b5/

Упӑшки кивӗ ҫӑм калпакпа, пӗрмечисем сӳтӗлсе пӗтнӗ ҫӗтӗк кӗрӗкпе те ҫӑпатапа.

Муж в старой войлочной шляпе, рваной шубе, сборки которой распоролись и горчат колом, в лаптях.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫутӑлса пынӑҫем тӗтре, тӗтӗм пек, чӗррӗн йӑсӑрланма тытӑнать, пайӑркан-пайӑркан уйрӑлса вӗҫкелет, шурӑ ҫӑм пек, туратсенчен ҫакланса усӑнса тӑрать.

Но вот он начинает клубиться, как дым, разрывается на клочья, которые повисают на ветвях, будто валки белой овечьей шерсти.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Иккӗмӗшӗ — ҫамрӑк ача ҫеҫ-ха, питне вӗтӗ ҫӑм туха пуҫланӑ.

Второй был совсем мальчишка с едва заметным пробивающимся пушком на верхней губе.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑтрекен аллисемпе старик ҫӑм шлепкине сулахай хул хушшине хӗстерет те йӗм кӗсйинчен пӗр тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа туртса кӑларать.

Зажав под мышкой замусоленную шляпу, он дрожащей рукой выгреб из кармана рубль серебром.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуҫӗнче унӑн, ӗннӗ кӗҫҫе пек, хӗрелсе кайнӑ ҫӑм шлепке, ҫурӑмӗ хыҫӗнче — кивӗ кушил.

На голове у него красноватая, как опаленный войлок, шерстяная шляпа, за спиной — старый мешок.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тутӑ ҫыннӑн тутӑ сӑмахӗсем Мултиер хӑлхине ҫемҫен пырса тивеҫҫӗ те ачашласа, ҫӑм пӳске пек, хуллен ҫӗре ӳкеҫҫӗ.

Речь сытого чиновника мягка, туманна, так и обволакивает голову сладким дурманом; слова касаются уха и мягким войлочным мячиком тихо скатываются наземь.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумайӑшӗн урисенче — каҫат, пуҫӗсенче — тӗсне ҫухатнӑ ҫӑм шлепке, аллисенче — якалса кайнӑ туя.

На ногах у многих стоптанные валенки, на головах — потерявшие цвет войлочные шляпы, в руках — гладкие посохи.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗрӗкӗн хул пуҫҫийӗсем ҫинче, калча тӗмӗ пек, ҫӑм пайӑркисем тухса тӑраҫҫӗ.

Из дырок шубейки вылезали клочья свалявшейся шерсти; пестротканые штаны были унизаны сотней заплат.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хыпаланса калаҫнӑ май Ивук йӗкӗт тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрет, унӑн сӗрме купӑс чикнӗ пушӑ кутамккине вӗҫертсе урапа ҫине хурать, ҫӑм шлепкине хывса илет, ҫӳҫне тӳрлеткелет, юратса ӑна куҫӗнчен пӑхать, тарлӑ ҫурӑмӗнчен ҫупӑрлать.

— Ивук до того рад встрече, что прямо вьюном вьется вокруг парня, снимает с его плеч котомку со скрипкой, бережно укладывает на телегу, похлопывает по взмокшей спине, поправляет сбившиеся под войлочной шляпой волосы, заглядывает в глаза.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех