Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралса (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунсӑр пуҫне вӑрман леш енчи ялсенче (Залесное) ҫуралса ӳснисем Валерий Леонидович Павлов счечӗ ҫине пурӗ 502 пин тенкӗ хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Хӑш хӗсӗк ҫамкара ҫуралса тӗвӗленнӗ ку киревсӗр йӑла?

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Кунтан инҫех те мар, ҫухрӑм инҫӗшӗнче, — эп ҫуралса ӳснӗ ял ҫӑви.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пӗр-пӗрин хушшинче ахрат ҫырмиех, ҫуралса, пӳ яраймиех тарӑнланса выртсан, ватӑсем апат-ҫимӗҫне те супинккен пӗҫерсе ҫиме, кӗпе-тумтирне те кашни харпӑр-хӑй ҫуса тасатса тӑхӑнма пуҫлаҫҫӗ, юлашкинчен кил-ҫурт таврашӗнчи пур-ҫук пурлӑха пайлама тытӑнаҫҫӗ (мӗн-мӗн пайланине пӗтӗмпех ҫырса кӑтартсан вулаканӑн тӗлӗннипе куҫӗ те ҫамки ҫине сиксе хӑпарӗ, лахлатса та ихлетсе, хырӑмӗ те хӗҫленсе ларӗ).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ялпа райцентр хушшинчи ҫула юсаса асфальт сарсан, кунта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем хуларан каялла, ҫуралнӑ ҫӗр ҫине тапа пуҫларӗҫ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫемье чӑмӑртаса ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкле-ҫӗкле лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Бодров Аркадий — ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ун пуҫӗнче ӗҫ укҫине пӑртак тӳлевсӗр сахӑрпа «тутлӑлантарма» та май паракан ытла та чее, чӑрсӑр операци ҫуралса тӗвӗленнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Умра, тӑвалла сӗвекленекен хула горизончӗ пӗлӗтпе сыпӑннӑ тӗлте, уйрӑм хуҫалӑхсен саланкӑр ҫурт-хуралтисемпе пӗрле ҫак ҫулсенче ҫуралса вӑй илнӗ пир-авӑр комбиначӗн корпусӗсем сӗмленеҫҫӗ (ытларах вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӑрҫӑ ачисем никӗслекен агрегат завочӗ «хул-ҫурӑмне сарсах» ҫитереймен-ха, вӑл ик-виҫ ҫулхи ача пек, пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑвать).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урӑх вӗсем, комсомолецсем, анчах турра тарӑн ӗненекен ҫемьесенче ҫуралса ӳснӗскерсем, ӑс-тӑнӗпе ача шутӗнчен тухса та пӗтейменскерсем, ӑшра сӑмсаланма ӗлкӗрнӗ икӗ хире-хирӗҫле «тӗнрен» (Турӑ пур — Турӑ ҫук) нихӑшне те сивлеме, ун вӗрентӗвне пӑрахӑҫлама хӑймарӗҫ, ҫавна пула, ура айӗнченех сиксе тухнӑ йӑка ӑша ҫӑтса, куҫа курӑнман вӑйсене (тен, вӗсем чӑнах пур?) кӳрентермелле тем вырӑнсӑр персе ярасран асӑрханса, пӗр-пӗринчен нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Вут вутпа пӗр мар, — аса килчӗ ӑна ашшӗ ача чухне каланӑ хайла (лешӗ ӑна хӑй те Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра Ҫӗпӗрте ҫуралса ӳснӗ пӗр салтакран илтнӗ пулнӑ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Е эп ҫуралса ӳснӗ вырӑнсенчи вӑрман та илӗртмест сана? — хӗрарӑм умнех пырса тӑчӗ Борис.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Никам та чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ хӗрача тес ҫук.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Хыпар» хаҫатӑн культурӑпа чӑваш диаспорин пайӗн редакторӗ Надежда Смирнова, Елчӗк районӗнчи Яманчурелӗнче ҫуралса ӳснӗскер, тӑван тӑрӑха килсе ҫӳремешкӗн питех те кӑмӑллине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Февралӗн 20-мӗшӗнче совет саманинче ҫуралса ӳснӗ поэт-лирик Нестер Кириллович Янгас (Ефимов) ҫуралнӑранпа утмӑл ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Чӗрӗлле тытнӑ упана, слонран та пысӑкскерне, эпӗ хам ҫуралса ӳснӗ яла парнелерӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫак майпа эпӗ вӗсене хам ҫуралса ӳснӗ колхозӑн ҫулла пушах ларакан ӗне витине ҫӑмӑллӑнах астарса-ертсе кӗтӗм те алӑксене тултан пӗр туххӑмрах питӗрсе илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Улӑпла стройка ӑна ҫав тери илӗртӳллӗ пурнӑҫа ҫавӑрса кӗртнӗ, Атӑл хӗрринчен инҫетри ялта ҫуралса ӳснӗ Василий вырӑс ҫӗрӗн аслӑ шывне ӗмӗрлӗхех юратса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хӑй ҫуралса ӳснӗ хулана вӑл чӗререн юратнӑ, унта сахал пурӑнма тивнӗшӗн пӑшӑрханнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин чи хаяр ҫапӑҫӑвне Тӗмерте ҫуралса ӳснӗ пирӗн ентешсем те хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Эсир лайӑх ҫемьере ҫуралса ӳснӗ ҫын.

Вы человек из хорошей семьи.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех