Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн тӗссӗр куҫӗсем ҫийӗнче куҫхарши таврашӗ ҫук, шупка пуҫчашки ҫӳҫсӗр.Его бесцветные глаза не имели бровей, матовый череп был лишён волос.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Атӑл ҫийӗнче кӗрхи хура пӗлӗтсем купаланса тӑраҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӗсене чӳрече витӗр ывӑтса пӗтерсен, вӗсем хыҫҫӑн эпӗ ҫӗлӗксем тултарнӑ ещӗке ӑсатасшӑнччӗ — ӑна кӑларма чӳречи ансӑр пулчӗ, вара эпӗ чӳрече сулине ҫур пӑт пуканӗпе ҫапса ватма тытӑнтӑм, анчах темскер хыттӑн ухлатрӗ, пӳрт тӑррине вӑйлӑн сапӑнчӗ, — эпӗ краҫҫин пички сиксе кайнине ӑнлантӑм; ман пуҫ ҫийӗнче пӳрт тӑрри ялкӑшса ҫунма, шатӑртатма тытӑнчӗ, чӳрече тӗлӗпе, ун витӗр шалалла кӗрсе, хӗрлӗ ҫулӑм юхса тӑчӗ, мана тӳсмелле мар вӗри пулса кайрӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫав хушӑра пӗчӗкҫеҫ, типшӗм, ют хулпуҫҫи ҫинчен хывса илнӗ ҫӗтӗк сӑкман тӑхӑннӑ ҫын асӑрханса утса пырса тӑчӗ; унӑн кӑвак тӗслӗ питне пӗрмай шӑнӑр туртса пӑсать, хурарах тутисене сарса, киревсӗррӗн кулнӑ пек тӑвать; ҫивӗч сулахай куҫӗ таттисӗр мӑчлатса тӑрать, ун ҫийӗнче ҫӗвӗксемпе ҫурса пӗтернӗ кӑвак куҫхарши сиккелет.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Яланхи пекех, вӑл «шуйттан тирӗ» тенӗ пусмаран ҫӗленӗ казакина ҫӑтӑ-ҫӑттӑн тӑхӑннӑччӗ, унӑн сарлака кӑкри ҫинче сарӑ сухалӗ сарӑлса тӑрать, ҫамки ҫийӗнче кӗскен кастарнӑ хытӑ ҫӳҫӗ шӑрт пек тӑрать, урисене мужиксем тӑхӑнакан йышши йывӑр атӑ тӑхӑннӑ, вӗсенчен тикӗт шӑрши кӗрет.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл пысӑках мар, сарлака хулпуҫҫиллӗскер, урине сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫийӗнче — пиртен ҫӗленӗ кӗпепе йӗм.Он был невысок и коренаст, обут в сапоги, одет в холщовые штаны и рубаху.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Лӑпкӑ пӗтӗм Мускав ҫийӗнче те.
XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Шыв ҫийӗнче пухӑнса ларнӑ хӑйне евӗр пӑрлӑ «икерчӗсене» вырӑнти халӑх ӳкерсе илсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ.
Биробиджанра пӑр «икӗрчӗленсе» ларнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30053.html
Тумланасса ҫеҫ урӑхла тумланнӑ — ҫийӗнче кӗрӗк пиншак, пуҫӗнче хӗрлӗ лентӑллӑ ҫӗлӗк.Только одет по-другому в полушубке и в шапке с красной ленточкой, пришитой наискось.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эпир сухаласа пӑрахнӑ анлӑ хир тӑрӑх пыратпӑр; ун ҫийӗнче ҫавӑн пекех сухаласа пӑрахнӑ ҫав тери вашӑк, ҫӳлех мар тӗмескесем хумсем пек курӑнаҫҫӗ; куҫа мӗн пурӗ те пӗр пилӗк ҫухрӑма яхӑн пушӑ анлӑш курӑнать; аякра — пӗчӗк хурӑн ращисем ҫеҫ хӑйсен ҫавракаллӑ картлӑ-картлӑ тӑррисемпе ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнин тӳрӗ йӗрне пӑсаҫҫӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Ун ҫийӗнче кӗрен хӑюллӑ симӗс фуфайка ҫеҫ пулнӑ, ҫанталӑкӗ вара самаях сивӗ тӑнӑ.На нем была одна зеленая фуфайка с розовыми лентами, а мороз трещал на славу.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Унӑн ҫийӗнче нимӗҫ тумтирӗ, анчах та хулпуҫҫийӗсем ҫав тери ҫӗкленсе тӑниех ӑна Российӑри вырӑс ҫӗвӗҫӗ касса ҫӗлеменнине лайӑх кӑтартса парать.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Пиҫсе хуралса кайнӑ тӳперен хӗвелӗ хӗртет ҫеҫ; шӑпах пирӗн тӗлте, тепӗр енче, сӗлӗ пусси саррӑн курӑнса выртать, ун ҫийӗнче хӑшпӗр тӗлте армути ҫитӗнсе ларнӑ, ҫав пусӑри хӑть пӗр пучах та пулин хумханасчӗ.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Пӗчӗк шыв мар вӑл Днестр, нумай унта тӗрлӗ шыв юпписем, ҫӑра хӑмӑшлӑхсем, ӑшӑк вырӑнсем тата тарӑн тӗлсем, шыв куҫкӗски пек йӑлтӑртатать, ун ҫийӗнче акӑшсен янӑравлӑ сасси хыттӑн илтӗнсе тӑрать, хир кӑвакалӗ хӑвӑрттӑн вӗҫсе иртет, хыт туналлӑ курӑксем хушшинче тата ҫыран хӗрринчи вырӑнсенче вӗтел-кайӑксем, хӗрлӗ пӗсехеллӗ ӑсансем тата ытти тӗрлӗ кайӑксем нумай хӗвӗшеҫҫӗ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫийӗнче унӑн мамӑк хурса ҫӗлетнӗ пиншак, пилӗкне чӗн пиҫихи туртса ҫыхнӑ.
Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Чӑнкӑ хысак ҫийӗнче тахҫан ӗлӗк пахча йӗри-тавра тытнӑ карта юлашки курӑнать: ҫывӑхрах сарлака ҫулҫӑллӑ хупах ӳсет, ун хушшипе мӑян аври, талпиҫен тата пуринчен ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ хӗвелҫаврӑнӑш курӑнать.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Андрий ҫаврӑнса пӑхрӗ те ҫакна курчӗ: ун хыҫӗнчи сӗвек ҫыран пӗтӗм хире ҫын ҫӳллӗшӗнчен те ытларах тӳрӗ стена пек хупӑрласа тӑрать, ун ҫийӗнче темиҫе хирти курӑк туни ҫилпе силленкелет, тӳпере таса ылттӑн тӗслӗ ҫурла пек уйӑх чалӑшшӑн хӑпарса пырать.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Таҫти кӳлӗ ҫийӗнче пӗлӗт пек капланса вӗҫекен хуркайӑксем кӑшкӑрни илтӗнет.Крик двигавшейся в стороне тучи диких гусей отдавался бог весть в каком дальнем озере.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Людмила Ильинична сӗтел хушшинчен тухать те, хӑй ҫийӗнче ялан тӑхӑнса ҫӳрекен жакет маррине манса кайсах, блузкине аялалла туртать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ежов патӗнче пӗр лапсӑркка этем ларнӑ, ун ҫийӗнче кипке тата кӑвакрах йӗм пулнӑ.У Ежова на диване сидел лохматый человек в блузе, в серых штанах.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.