Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янаххи сăмах пирĕн базăра пур.
янаххи (тĕпĕ: янаххи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Казак мулаххайне хаяррӑн пусса лартрӗ те, коридора лӳпперрӗн йӑраланса тухса, алӑка хуллен хупса хучӗ; анчах коридорта, ҫиллине ирӗк парса, тулти алӑка пӗтӗм вӑйпа шалтлаттарса хӑварчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр пилӗк минут пулӗ урайпа чӳрече янаххи ҫине штукатурка тӑкӑнса тӑчӗ.

Казак остервенело нахлобучил малахай, глыбой вывалился в коридор, тихонько притворил дверь; но зато в коридоре развязал руки гневу и так хлопнул выходной дверью, что штукатурка минут пять сыпалась на пол и подоконники.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн питне хӑлхинчен пуҫласа янаххи таранах касса янӑ.

У него разрублены ухо и щека до самого подбородка.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевой, чӳрече янаххи ҫинчен шуса анса, милиционерсем патне кайрӗ.

Кошевой сполз с подоконника, пошел к милиционерам.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевой чӳрече янаххи ҫине урине чармакласа ларчӗ.

Кошевой сел, разбросав ноги.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унпа юнашар, ҫав вӑрӑм кавалерист шинелӗпех, Штокман чӳрече янаххи ҫинче ларать.

Рядом с ним на подоконнике, все в той же длинной кавалерийской шинели, сидел Штокман.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӳрече янаххи ҫинче (пӳлӗмре пӗр пукан кӑна) Вешенскинчен янӑ Ольшанов милиционер ҫурӑмӗпе сӗвенсе ларать.

На подоконнике (в комнате был только один стул) полулежал присланный из Вешенской милиционер Ольшанов.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӑрмантарчӗ-и? — ыйтрӗ Григорий, алӑк янаххи ҫине тӑрса.

Помешала? — спросил Григорий, став на пороге.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пушӑ гильза алӑк янаххи ҫине чӑйклатса ӳкрӗ.

На порог, звеня, упала порожняя гильза.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Янаххи чӗтрерӗ унӑн, куҫӗсем пӑлханчӑклӑн сиккелесе вылярӗҫ.

У него дрожала челюсть, растерянно бегали глаза:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӳрече умӗнче, ҫурӑмне алӑк еннелле туса, Анна тӑрать; Абрамсон хуҫлатнӑ урине чӗркуҫҫийӗ тӗлӗнчен пӳрнисемпе хӗреслесе тытнӑ, — чӳрече янаххи ҫинче ларать; унпа юнашарах, пуҫне хӑяккӑн чалӑштарса, латышсем пек кӗрнеклӗ те ҫӳллӗ хӗрлӗ гвардеец тӑрать.

У окна спиной к двери стояла Анна, на подоконнике, скрещенными пальцами поддерживая колено своей согнутой ноги, сидел Абрамсон, рядом с ним, склонив голову набок, стоял высокий, латышской складки красногвардеец.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анфисӑн пичӗ-куҫӗ тӗксӗмленни те, ҫӳлти тутипе янаххи ҫине чӗкеҫ шатри тухни те, унӑн хӑмӑр куҫӗсем кулӑшларах та кӑмӑллӑрах пулни те, вӑл тӑртанса илемленни те — пурте Ҫемене савӑнтарнӑ.

Его радовало и то, что у Анфисы потемнело лицо и появились серые пятнышки на верхней губе и на подбородке, и то, что ее глаза как-то смешно округлились и сделались еще ласковее, и то, что вся она и пополнела и похорошела.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ку ӗҫре секретарь нимӗн те пулӑшаймасть, — Лукерья Ильинишна янаххи айӗнче шел тутӑрне тӳрлетрӗ те каллех ал тупанӗпе тутине шӑлчӗ.

— Ничего тот секретарь не поможет, — Лукерья Ильинишна поправила у подбородка шаль и снова ладонью вытерла губы.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей, чӳрече янаххи ҫумне таянса, сивӗ те нумай ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт ҫине тахҫанчченех пӑхса тӑчӗ…

Сергей прислонился плечом к косяку и долго смотрел на холодное, в частых звездах, небо…

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Алӑк янаххи ҫумӗнче пӗр хӗр таянса тӑрать.

В дверях, опершись плечом о притолоку, стояла девушка.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пичӗ ҫинче шӗпӗн, янаххи ҫинче — тепӗр шӗпӗн.

На щеке бородавка, на подбородке другая.

Генерал-Кар // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Старик, священник аллине чуптуса, алӑк янаххи ҫумне сӗвенсе тӑчӗ те, ывӑлӗ вилни ҫинчен хыпар илнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут пӗчӗк ача пек ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.

Поцеловав руку священника, старик припал к дверному косяку и в первый раз за все время после известия о смерти сына заплакал, бурно содрогаясь.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штабран тухсан, вӑл, ҫак тӗлпулу темле йӗрӗнчӗкрех сисӗм хӑварнине туйса илсе, малтан полковника унӑн сарлака янаххи ҫинчи суранӗпе ӗшенчӗк тӗсӗшӗн кӑна хисеплеме хатӗр пулнишӗн хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа малалла утрӗ.

Он ушел из штаба, неприязненно вспоминая встречу, иронизируя над тем уважением, которое невольно внушили ему усталый вид и шрам на широком подбородке полковника.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малти пӳлӗмре сотника ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, янаххи ҫинче виҫ кӗтеслӗ суран паллиллӗ, темӗн пирки тарӑхнӑ полковник кӑмӑлсӑррӑн тӗл пулчӗ.

В передней недружелюбно встретил его высокий, с треугольным шрамом на подбородке, чем-то расстроенный полковник.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Картузӗн лакпала сӑрланӑ, нумай ҫӗртен таткаланса пӗтнӗ ҫыххине Степан янаххи урлӑ ҫаклатса янӑ.

На подбородке Степана висел лакированный, во многих местах потрескавшийся ремешок фуражки.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пан патне пырать те алӑк янаххи ҫумне кӗрсе тӑрать.

Григорий входил, становился у притолоки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех