Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хворостянкин секретаре кӑкӑрӗнчен чышкипе тӗкрӗ те кулса ячӗ.Хворостянкин толкнул кулаком секретаря в грудь и рассмеялся.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ирина вӑранса Сергея тӗкрӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ашкӑннӑ пекле хӗрарӑмсене куҫ хӗссе кӑтартрӗ те, кӑлкан пек малти ҫӳҫ пайӑркине сӗтел ҫинелле усса, чикаркӑ вӗҫне лампа ҫуннӑ ҫӗре пырса тӗкрӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Любкин Макарова чавсипе тӗкрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ваня ӑна хуллен хыҫалтан тӗкрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володьӑна пуҫ тӳпинчен ҫатлаттарнӑ хыҫҫӑн, вӑл кӳрентерекене пуҫӗпе хырӑмӗнчен тӗкрӗ те, леш ҫавӑнтах пӗшкӗнчӗ: Володя хыҫалтан чупса пырса, ун ҫурӑмӗ ҫине вӑшт хӑпарса ларчӗ те, ӗнселеме тытӑнчӗ, хӑй ҫавӑнтах: — Тимӗрҫӗ Вакула шуйттан ҫинче! Илнине каялла пар, унсӑрӑн эпӗ сан ҫинче киле каятӑп! — тесе кӑшкӑрчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Марьяна Устенькӑна тӗкрӗ те, ним чӗнмесӗр, йӑл кулса, ӑна Оленин ҫине кӑтартрӗ.Марьяна толканула Устеньку и молча, улыбнувшись, указала ей на Оленина.
XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Куҫлӑхӗ ҫийӗпе аялалла ним ҫӳҫенӳ-туртӑнусӑр тинкерсе пӑхса, Ромашов енне вӑл хӑйӗн, ҫӗрмесӗр типнӗ ӳт татӑкӗ евӗр, йӑлт пӗркеленсе пӗтнӗ, хуралса ларнӑ пӗчӗк-пӗчӗк аллине тӑсрӗ те тӳрех тутаран тӗкрӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Аптраса ӳкнӗ Марийка нӑшӑклатса йӗме тытӑнчӗ, унӑн пӗтӗм шанчӑкӗ татӑлчӗ, анчах сасартӑк такам хӑйне ҫурӑмран тӗкрӗ те, вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ.
VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Викентий пӗр-икӗ минут итлесе тӑчӗ, унтан ҫӑраҫҫине чикрӗ те майӗпен кӑна пӑрчӗ, алӑкне тӗкрӗ.Минуты две Викентий прислушивался, потом всунул ключ в замок, легонько повернул его и толкнул дверь.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов алӑка тӗкрӗ те уҫса кӗчӗ.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Нагульнов сулахай хул пуҫҫипе алӑка пӗтӗм вӑйран тӗкрӗ, Яков Лукича стена ҫумне сирпӗтсе ячӗ те алкумне сарлакан ярса пусрӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӑнсӑртран Кондрат нумай пулмасть Ҫӑрттан мучи ларнӑ вырӑна пӑхса илчӗ те, шӑппӑн кулса ячӗ, Антипа чавсипе тӗкрӗ:
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗмӗр тӑршшӗпех вӑл хӑйне асаплантаракан туйӑмсене май пур таран чарса тӑма хӑнӑхнӑ, мӗнле пулсан та, ӑна сентименталлӑ тесе калама ниепле те юраман, анчах халӗ ӑна темле курӑнман вӑй тӗкрӗ те вӑл Нестеренкӑна ыталаса илчӗ, хытӑ тутисемпе секретарӗн хырман питне тӗкӗнчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл куҫне чеен хӗссе лартрӗ, Давыдова чавсипе тӗкрӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ну, мӗн шухӑша кайрӑн, ҫӗр ҫинчи моряк? — сасартӑк хастаррӑн кӑшкӑрчӗ те Нестеренко Давыдова хулпуҫҫийӗпе хыттӑн тӗкрӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл мана пӗрехҫех тӗкрӗ…
29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Автан хайхи, пурне те хӑнӑхса ҫитнӗскер, мӑйракипе ҫав тери вӑйлӑн пырса тӗкрӗ, ача айккинелле вӑркӑнса, лапах ҫӗр ҫине персе ӳкрӗ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑкӑр, хӑйӗн ҫулне пӳлме хӑйнӑшӑн тӗлӗннӗ пек пулса, чугун пек ҫирӗп ҫамкипе кивӗ картана пырса тӗкрӗ; лешӗ вара ҫатӑртатса йӑванса кайрӗ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пӑх-ха, кӗпине хывать, — тесе тӗкрӗ Зина Колесова Машӑна.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951