Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшса (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗркунне тӗш тырӑпа, пахча ҫимӗҫпе пуян пултӑр тесен паян тӑрӑшса ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫураки алӑкран шаккать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60495

Мускавра мӗнле те пулин постановлени йышӑнаҫҫӗ кӑна — ҫавӑнта кӑтартнисем пурте тӗп-тӗрӗс пулнӑ пек ӗнентерме тӑрӑшса Саркай тӳрех роман кирпӗчрен те хулӑнрах ҫырса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Тӑрӑшса ӗҫлени яланах пысӑк кӑтартусем патне ӑнтӑлма витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Ҫирӗн пек ҫитӗнӳсемпе палӑрассишӗн кашнин яваплӑха туйса, таса чунпа халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Хӑйсен ӗҫне чыслӑ, сумлӑ, тӑрӑшса ӗҫлесе пыракансене Раҫҫей, Чӑваш Ен шайӗнчи наградӑсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫуралнисен ачалӑхӗ питӗ йывӑр пулнӑ пулин те, вӗсем шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Пӗлтӗр вӑл пултаруллӑ яш-кӗрӗмпе «У Тимоши» ҫӑлкуҫа юсанӑ, ун таврашне тирпей-илем кӗртнӗ ҫӗрте тӑрӑшса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Ваня шкулта пур предметпа та тӑрӑшса вӗреннӗ-ха, тавракурӑмне те анлӑлатса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Чи малтанах Александр Николаевич Обществӑлла палатӑн хастарӗсене ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑннӑ ятпа саламланӑ, Комсомольски округӗнче пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ларӑва пухӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

Сӑлтавне Радик никамран та пытармасть, вӑл — ӗҫе юратни тата тӑрӑшса ӗҫлени.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Татах та тӑрӑшса ӗҫлеме тытӑнатӑн вара, ывӑнма та пӗлместӗн…

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Ҫу-ук, — терӗ вӑл, Сергей Николаевич пекех шӳт тума тӑрӑшса, — манӑн хӑрамалли нимех те пулман.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Каярахпа эпӗ вӗсене питӗ тӑрӑшса ҫӗнӗрен турӑм.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Эсӗ йӑнӑшатӑн, Анюк, эпӗ нихҫан та ҫывӑрман, ун пек япала халиччен пулман-ха манӑн, — ӗнентерме тӑрӑшса, виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

— Атя-ха, Петя, пӗрле тӑрӑшса пӑхар, тен, кил ӑҫтине те тупӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Ну, мӗнле, Алтаккин пичей? — ыйтрӑм эпӗ, хам тӗлӗннине пытарма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Паянхи рабочисен пурнӑҫне сӑнласа парас тӗлӗшпе юлашки вӑхӑтра чылаях тӑрӑшса ӗҫленӗ Иван Григорьев прозаик 1964 ҫулта вулакансене тепӗр ҫӗнӗ произведени — «Ҫӑлтӑрпала ҫӑлтӑр калаҫать» ятлӑ повеҫ парнелет.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вара вӗсем иккӗшӗ, ҫӗрӗн-кунӗн тӑрӑшса, оперӑна тӳрлетсе ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Театр валли ҫӗнӗ произведенисем хатӗрлесе парас тӗлӗшпе Т. Фандеев, М. Алексеев, А. Петров тата ытти композиторсем те тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Хӑйсем тӗллӗн вылякансем хушшинче тӗл пулакан талантсене профессилле искусство патне ҫывхартас, вӗсен чӑн-чӑн пултарулӑхне палӑртас тесен, вӗсемпе ҫине тӑрса, пӗлсе, тӑрӑшса ӗҫлес пулать.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех