Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртать (тĕпĕ: турт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй чӳрече умӗнче чӗлӗм туртать, урамра ун мӑкӑртатнӑ сасси кӑшт илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапах та сан чуну мӗнле ӗҫ патне туртать?

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та вӗсем лашасем пирки ытла шутласах кайман, ҫуракине хатӗрленнӗ чухне те нимрен ытла вӑрлӑхшӑн чупнӑ, плугсене тӗрӗсленӗ, кам туртать вӑл плугсене — ӑна аса илмен.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лаша вӑл, тӑрантарсан, туртать, ута пушӑпа мар, сӗлӗпе хӑваламалла, тенӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗренсен ҫапла вӗт вӑл: кашни каҫ урама туртать, кашни каҫ чун савнипе калаҫас килет, унта шурӑмпуҫ хӑпариччен, автансем ҫунат ҫапса авӑтиччен ларас килет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, ҫак минутра ӑна Анушка ҫав тери ӑслӑ, йӗркеллӗ, ытарма ҫук кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнчӗ: вӑл пӗрре те тантӑшӗ ҫинчен усал ят тухнӑ тесе питлеме, ӑна тӑрӑхлама тӑрӑшмасть, ӑна хӑй енне ҫеҫ кӑчӑк туртать, юлташла пулӑшу ҫеҫ сӗнет.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑрҫатӑн пулсан та, хамӑн та сан патна чун туртать ҫав, — чӑн сӑмаха пытарса тӑмарӗ Сехре.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре васкамасӑр чӗлӗм туртать, Кӗтерне пански ҫыхса ларать.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хир кӑркки — шултра кайӑк, мӑнтӑртараххи ҫур пӑт ытла туртать, нимле сунарҫӑ та уншӑн ыраш пусси тӑрӑх пӑчӑхса ҫӳреме ӳркенсе тӑрас ҫук.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ карачие ҫавӑ кирлӗ те: вӑл ҫын аллипе кӑвар туртать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, ҫамрӑкрах чухне эпир ҫакна туллин ӑнланаймастпӑр пулӗ, анчах ҫулсем иртнӗҫемӗн тӑван тӑрӑх та хӑй патне ытларах туртать, тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗмӗрхи йӑли-йӗркисене, хаклӑхӗсене те чунпа йышӑнма пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

Кӑчӑк! туртать ҫурхи вӑрман хӑй ытамне.

Весенний лес так и тянет в свои объятия.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Альбина Борисовна Новикова районти «Коминтерн» ЯХПК-на 27 ҫул ытла ертсе пырать, йывӑр лава пӗр тикӗс малалла туртать.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Кирек ӑҫта пулсан та, тӑван ҫӗр, тӑван кӗтес ҫав-ҫавах хӑйӗн патне туртать.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ регионта - хӑнара // Юлиана БОГАТЕЕВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10974 ... ta-kh-nara

Чунӑм ялаллах туртать.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виадук ҫийӗн пуйӑс хашлатса иртни илтӗнмест тата курӑнмасть пулин те вӑл ҫынсене хӑйӗн патне магнит евӗрех туртать.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей тележурналисчӗсем Мӑкӑр кӗперӗпе паллашрӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%80%d0% ... %bf%d0%b0/

Артист чунлӑ ҫынна театрӗ те пӗрмай хӑй еннелле туртать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Ман хамӑн та чун театраллах туртать.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Туртать чуна, илӗртет хӑй патне мӑрса хӗрӗ, мӗн чухлӗ кутӑнланать, мӗн чухлӗ пуҫ ҫаптарать, ҫавӑн чухлӗ ытларах та ытларах ӑмсанать ӑна алманчӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара Нухрата тӗпелти пӳлӗме кӑчӑк туртать.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех