Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шарлотта Иннокентие юратнӑ пек туйӑнать, анчах кас-кас хӗр ыйтнине Кеша вӑхӑтра пурнӑҫлаймасан Лоттӑн турти кӗске пулни палӑрать.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Хӗвелӗ тӳпене пӑталансах ларнӑн туйӑнать.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Эпӗ сиснӗ-ӑнланнӑ тӑрӑх эсӗ, Татьяна, — терӗ юлташ хӗрӗ, — пур ӗҫе те ӑсу-тӑну хушнӑ пек тӗплӗ, ҫынран намӑс курмалла мар тума тӑрӑшнӑн туйӑнать.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Утнӑ май тӗпсӗр шӑтӑка чӑмнӑн туйӑнать.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Кӗтнӗ чухне ҫеккунт та минут пек туйӑнать.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Сасӑ пӗрре кӑшт сулахаярахран, тепре сылтӑм енчен илтӗннӗн туйӑнать.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Аслати ума та, хыҫа та пыра-пыра ҫапнӑн туйӑнать.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Тӗлпулу тата ытларах общежитире пулса иртмелле пек туйӑнать: вӑл ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре Мукин урай варринче тӑрать, айӑпа кӗнӗн, каҫару ыйтнӑн ун ҫине пӑхса: «Акӑ эпӗ таврӑнтӑм, сансӑр пурӑнаймастӑп, Вӗҫелис…» — тет.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
— Ну, хӗрсем, тавах сире, — тет Вӗҫелис. — ҫӗр ҫинче хӑвна хисеплекен ҫук та пек туйӑнать.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Яла, амӑшӗ патне, маларах час-часах кайса ҫӳретчӗ, тӑван килшӗн тунсӑхлатчӗ, халӗ вара ҫак кивӗ ҫурта хӑнӑхса ҫитрӗ, кунтан лайӑххи ниҫта та ҫук пек туйӑнать ӑна.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Ҫуталса ларакан чиркӳсемпе мӑнастир тӑррисен ӗмӗлкисем, Атӑл хӗррине хулан тӗп урамӗсемпе ҫыхӑнтаракан тамбӑ-кӗпер тӑрӑхӗнче ҫунакан лампӑсен ҫутисем шыва ӳкнипе хулан ҫак пайӗ тата илемлӗрех-асамлӑрах туйӑнать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Ҫук, малтанхи пекех мар, халь ӳслӗкӗ ҫемҫелчӗ пек туйӑнать, — хуравларӗ Наташа.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Колхоз лашисене пӑхни хӑвӑра темле пархатарлӑ ӗҫ тунӑ пек туйӑнать пуль ӗнтӗ.
Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.
Ӗҫрен кӑларма сӑлтав ҫук пек туйӑнать ӑна.
Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.
— Эсӗ пӗрмай ҫилленсе ҫӳренӗн туйӑнать мана…
49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫавӑн пек туйӑнать.
37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Капӑр тумлӑ кӗрхи вӑрман уяври ҫынсемпе пӗрле савӑннӑн, мӑнаҫланнӑн туйӑнать.
32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кашкин кушак куҫне мӑчлаттарса илчӗ те, тутине мӑкӑртса, питҫӑмартисене карӑнтарчӗ, Раман аллинчи пӑчка куҫ хывса: — Тем тесен те, сан лайӑхрах ӗҫленӗ пек туйӑнать, — терӗ, — Арсентьев япӑх пӑчкӑ парас ҫук сана: мӗнле яка!
11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ача чухнехи юратӑвӗ, юмахри пек, пӗлӗтрен татӑлса аннӑнах туйӑнать халь ӑна.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Яштака чӑрӑшсем шӗвӗр тӑррисемпе кармаша-кармаша алӑ сулнӑн туйӑнать.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.